И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче Иван Яковлевича, ҫутта кăлараканăмăра 170 ҫул ҫитнине халалласа, Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче уҫă конференци иртнĕ

Чăваш Республикинче Иван Яковлевича, ҫутта кăлараканăмăра 170 ҫул ҫитнине халалласа сахал мар пысăк мероприятисем иртеҫҫĕ.

 Кун пирки массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансем те чылай хыпарлаҫҫĕ.  

Ҫу уйăхĕн 14-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче уҫă конференци иртнĕ.  Пухăннисене чи малтан Чăваш Ен Ертӳҫи Михаил Игнатьев ырласа тав сăмахĕсем каланă.  

«Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин патриотизм темине кулленех хускатать, наци идейи малти вырăна тухмалла тесе калать. Иван Яковлев чăн-чăн паттăр. Унăн патриотизм туйăмĕ чи хăватли. Пире ҫутта кăлараканăмăр, литература чĕлхи янăратăр тесе сахал мар тăрăшнă.  Йăла-йĕрке, культура, кăмăл-сипет ырă енне куҫса пытăр тесе вăй хунă, халăх туприне упрассишĕн ҫине тăнă», — тенĕ регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

«Ăс-хакăл пуянлăхĕ, вĕрентĕвĕ паянхи кун та хăйĕн актуаллăхне ҫухатмасть.  Кулленех малти вырăнта тăрать», —тесе палăртнă регион Пуҫлăхĕ.

Унăн пилĕ - ҫемйене упрас текен ăнлав патшалăх, ҫĕршыв тĕрекĕ пулса тăчĕ. Патшалăх политикин тĕп приоритечĕсенчен пĕри – демографи лару-тăрăвне лайăхлатасси тенĕ вăл сăмаха тăсса.  Ĕҫе пухăннисене пĕр-пĕриншĕн усăллă сĕнӳсемпе, канашсемпе пуянланма чĕнсе каланă.    

Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Александров хăйĕн сăмахĕнче И.Я.Яковлева халалласа регионта ятарлă сборник калăпланине хыпарланă, унта шăпах та культура, истори, йăла-йĕрке ыйтăвĕсен хуравĕсем пуррине палăртнă.  

Ҫак кун конференци ĕҫне пухăннисене Чăваш Енри тĕрлĕ халăхсен Ассамблейĕн регионти обществăлла организацийĕн председателĕ Лев Кураков саламланă.  Паянхи конференцийĕн теми пурнăҫ таппипе тӳр килет тесе ҫирĕплетнĕ. «Иван Яковлевич халалланине пирĕн пурнăҫа кĕртмелле. Ҫакă пирĕн тивĕҫ», — тенĕ вăл.  

И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕ Владимир Иванов, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Петр Краснов, Чăваш Республикин Патшалăх истори архивĕн директорĕ Галина Ертмакова та ăшшăн саламланă, хăйсен шухăш-кăмăлĕсемпе паллаштарнă.

Фоторепортаж



14 мая 2018
15:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter