Ҫу уйăхĕн 21–25-мĕш кунĕсенче Шупашкарта халăхсен хушшинчи XI-мĕш кинофестиваль иртет

Чувашия встречает XI Чебоксарский международный кинофестиваль Кун пирки ыйтăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере Михаил Игнатьев ирттерекен планеркăра тĕплĕн пăхса тухнă.

Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев кăҫал фестиваль тапхăрĕнче пурĕ икĕ конкурс йĕркеленнине хыпарланă, куракансем 24 картина пăхма пултарнине пĕлтернĕ. Ҫĕнтерӳҫĕсене «Ҫеҫпĕл» кинозалра торжествăлла майпа чыслассине каланă.

Кинофестиваль ирттерме регионта «Три пингвина», «Синема 5», «Волжский», «Чувашкино», «Сеспель» кинотеатрсем, «Салют»,  «Химик» Культура керменĕсем уҫă пулĕҫ. Кунсăр пуҫне Ҫĕмĕрле, Сĕнтĕрвăрри, Канаш, Улатăр хулисенче те халăх киносем пăхма пултараҫҫĕ.  Малта тухакансенчен пĕрне ятарлă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн парни кĕтет.

Константин Яковлев хăйĕн сăмахĕнче кинофестиваль программине 40 яхăн  режиссерсем, продюсерсем, Раҫҫей актерĕсем,  кинокритиксем тата та ытти профессионалсем хутшăнассине каланă, хăнасем ҫĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен чылайăн пуҫтарăнассине пĕлтернĕ.  

Паллă режиссер, РФ халăх артисчĕ, сцена ăсти Александр Прошкин, Карина Андоленко актриса, Рано Кубаева кинорежиссер тата та ыттисем  те региона килме кăмăл туни паллă.  

Программăн директорĕ «Ника» Раҫҫей академийĕн пултарулăх ертӳҫи, академик, историк Сергей Лаврентьев.  

Хăнасемпе пресс-конференцисем, мастер-классем, ҫавра сĕтел мелĕпе уҫă калаҫусем йĕркелеме плана кĕртнĕ. Чăваш наци вулавăшĕнче актерсем валли уҫă кастинг пулĕ, ăна Ирина Лаврентьева йĕркелĕ.   Пурин валли те Чăваш Енпе паллашма май паракан ятарлă программа хатĕрленĕ. Пĕр сăмахпа каласан, хăнасене валли кăсăклă пулăм пуласси куҫкĕретех.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче регионта юлашки ҫулсенче сахал мар ҫĕнĕ кинозалсем уҫнине палăртнă.  Ҫынсем пĕтĕм  кăмăлтан унта киносем курма ҫӳренине асăннă. Чи пахи фестивальри киносене ялсенче, хуласенче, районсенче пурăнакансем курма пултарни.  Ҫакă чи пысăк пĕлтерĕшли тесе уйрăммăн палăртса хăварнă регион Пуҫлăхĕ. Сăмаха май, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси кун йĕркинчех тăмалла тенĕ, никамăн та тимлĕхе ҫухатма юрамасть тесе асăрхаттарнă.   



15 мая 2018
08:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter