Саратовра Раҫҫей Федерацийĕн Хăрушсăрлăх Канашĕн Секретарĕпе Николай Патрушевпа Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич пĕрле йĕркелесе ирттернĕ канашлăва, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă

Михаил Игнатьев принял участие в совместном выездном совещании Секретаря Совета Безопасности РФ и полномочного представителя Президента России в ПФОҪу уйăхĕн 15-мĕшĕнче Саратовра Раҫҫей Федерацийĕн Хăрушсăрлăх Канашĕн Секретарĕпе Николай Патрушевпа Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич пĕрле йĕркелесе ирттернĕ канашлăва, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă.

Ларăва хутшăннисен йышĕнче Наци ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Федераци агенствин ертӳҫи Игорь Баринов, РФ Генеральнăй прокурорĕн ҫумĕ Сергей Зайцев, Раҫҫейĕн ҫамрăксен ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Федераци агенствин ертӳҫин ҫумĕ Роман Камаев, Раҫҫейĕн шалти ĕҫсен министерствин экстремизма хирĕҫ кĕрешекен управленийĕн пуҫлăхĕн ҫумĕ Игорь Морозов, РФ вĕренӳпе наука министрĕн ҫумĕ Татьяна Синюгина, РФ сывлăх сыхлавĕн министрĕн ҫумĕ Татьяна Яковлева, Атăлҫи федераци тăрăхĕнчи регионсен пуҫлăхĕсем пулнă.

Ĕҫе пуҫтарăннисем кун йĕркинчи чи ҫивĕч ыйтусене сӳтсе явнă, ҫамрăксем хушшинче наркотиксем алхасасран асăрханса йĕркелемелли мерăсем пирки канашланă. 

«Ҫамрăксем, ҫав шутран ҫула ҫитменнисем хушшинче, наркăмăша пула алхасса, йĕрке пăснă тĕслĕхсен шучĕ йышланнă.  Ҫамрăксем пĕрле пухăнса ĕҫлес текеннисем те сахал мар, вĕсен шучĕ икĕ пинрен те иртсе кайнă. Усал ĕҫ тума пикенекенсем  куҫкĕретех тесе ҫирĕплетеҫҫĕ специалистсем.  Ҫак ĕҫ патне туртăннисен ăс-хакăлĕ пĕчĕк шайра, вĕсем часах ĕҫе те вырнаҫаймаҫҫĕ, социаллă йывăрлăха туяҫҫĕ тата ытти те», – уйрăммăн палăртса каланă Николай Патрушев.

Раҫҫей Федерацийĕн Хăрушсăрлăх Канашĕн Секретарĕ хăйĕн сăмахĕнче ҫамрăксене ытларах обществăлла ĕҫе хутшăнтармаллине, вĕсен кăмăл-туйăмне ырă енне куҫарса пымаллине, патриотизм туртăмне вăйлатма тăрăшмалла тенĕ. Ҫамрăксен юхăмĕнче паянхи пурнăҫра профилактика ыйтăвне те анлăрах сармаллине асăрхаттарнă. 

Ырă мероприятисем ҫинчен те чарăнса тăнă ертӳҫĕ. Калăпăр, Патшалăх политики ҫамрăксем хушшинче 2025-мĕш ҫулччен 40 ытла ятарлă программăсем йышăннă. Регионсенче ку тĕлĕшпе уйрăмах лайăх ĕҫлени курăнать тенĕ вăл.  Яшсене тӳрĕ ҫул ҫине тăма пулăшакан мероприятисем те сахал мар, ҫак ĕҫре обществăлла организацисенче тăрăшакансем, ҫарпа патриотизма вăй илтерме май паракан центрта ĕҫлекенсем витĕм кӳни те паллă, яшсене Тăван ҫĕршыва хисеплеме тата юратма вĕренсе пыраҫҫĕ тенĕ. РФ Хăрушсăрлăх Канашĕн Секретарĕ хăйĕн докладĕнче тата ҫакна та палăртнă, ведомствăсем хушшинче ҫирĕп ҫыхăнусем пулмалла тенĕ. Интернет ҫыхăнăвне тĕрĕслемелле, ыйтăва куҫран вĕҫерме юрамасть тесе асăрхаттарнă. Кĕҫех футбол Чемпионачĕ ҫывхарса килет, фанатсемпе ятарлă профилактика ĕҫне йĕркелеме чĕнсе каланă ертӳҫĕ.

Атăлҫи федераци округĕнче наркотикпа алхасакансен шучĕ сахалланнă тесе уйрăммăн палăртса каланă Николай Патрушев. Калăпăр, 2017-мĕш ҫулта наркăмăшпа аптракансен шучĕ 7 процента ҫити чакнă, анчах та вилекенсен шучĕ кăштах хăпарнă тесе пăшăрханса хыпарланă, кăтарту 21 процента ҫитнĕ тенĕ вăл.

Реабилитаци центрĕсене сармаллине, право хуралĕнче тăрăшакансен професси шайне ӳстерсе пымаллине, наркăмăш алхасасран ҫĕнĕ мерăсемпе ĕҫлеме пĕлмеллине каланă Николай Патрушев.

РФ Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич хăйĕн сăмахĕнче ҫакна каланă: «Паянхи куна йĕркеленĕ профилактика ĕҫĕсем ҫителĕксĕр, вĕсем ҫамрăксене усал ĕҫ тăвасран чарса ĕлкĕреймеҫҫĕ», - тенĕ. Пур-пĕрех Атăлҫи тăрăхĕнчи регионсенче чылай ĕҫ йĕркеленине, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтăва татса парассипе субъектсенче специалистсем курăмлă мероприятисем пурнăҫланине хыпарланă. Округра регионсенче нормативлă право базине ҫĕнетсе пыраҫҫĕ тенĕ вăл. Ҫамрăксем хăйсем пирки пĕлтерес тĕллевпе, час-часах усал ĕҫ патне туртăнма хăяҫҫĕ. Ҫакнах юрăхсăр организацисем часах туяҫҫĕ, илĕртме пуҫлаҫҫĕ.  Пулса тухать вара ҫапла, ачасем – хăйсем сиссе те юлмаҫҫĕ, киревсĕр ĕҫсем тума тытăнаҫҫĕ тенĕ Михаил Бабич.

Тепĕр пысăк йывăрлăх, ҫамрăксем хăйсем ирĕкĕпе Интернет урлă ĕҫлеме пуҫлани, вилĕм патне чĕнни. Ҫула ҫитмен ҫамрăксем Интернетра сюжетсене курса хăйсене айăплама пуҫлаҫҫĕ, пурнăҫран уйрăлса каяссишĕн тăрăшаҫҫĕ. 

РФ Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич усал ĕҫсене сирсе яма ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ ҫул-йĕрсем шырама хушнă, ҫамрăксем хушшинче профилактика пайне вăйлатма чĕнсе каланă. Мĕн ачаран ыррине вĕренсе пырсан, ӳссе ҫитĕнсен вĕсем усал ĕҫ тумĕҫ тенĕ ертӳҫĕ.

Наркотик  ыйтăвĕсене тишкернĕ май, Михаил Бабич регионсенче социаллă, экономикăпа медицина, саккунсен йĕркисем ҫĕнелсе пынине асăннă.  Патшалăх влаҫ органĕсенче тăрăшакансем чылай ĕҫ йĕркелесе ирттернине асăннă вăл.

Кăтарту та ҫук мар, Атăлҫи федераци округне кĕрекен регионсенче наркăмăшпа алхасакансен йышĕ пĕчĕкленнĕ 7,5 процент чухлĕ сахалланнă. Палăртса хăвармалла, уйрăмах ҫула ҫитмен ачасем киревсĕр ĕҫпе аппаланмаҫҫĕ. Наркотиксен ҫаврăнăшĕ вара хăпарнă, йĕрке пăснă тĕслĕхсен шучĕ 2017-мĕш ҫулта 36 пинрен те иртнĕ. Ҫак ыйтупа саккунсен йĕркине ҫĕнетме чĕнсе каланă Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич. Ыйту тивĕҫлĕ пулманни хăйех саккунсен йĕркине ҫĕнетме хистет тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. 

Ларура РФ тĕрлĕ министерствăсен ятарлă представителĕсем тарăн докладсем тунă. Субъект ертӳҫисем, право хуралĕнче тимлекенсем, Раҫҫей Федерацийĕн Хăрушсăрлăх Канашĕн пайташĕсем ҫӳлерех асăннă ыйтусем тавра калаҫнă, йывăрлăхсене татса пама витĕм кӳрекен самантсем пирки каласа кăтартнă.

Ларăва ертсе пыракансем чи пысăк пĕлтерĕшлĕ сĕнӳсене, пуҫаруллă ыйтусене Раҫҫей Федерацийĕн Президентне хыпарласси пирки йышăну тунă.

Палăртса хăваратпăр, канашлури ыйтусем паллах, Чăваш Республикишĕн те питĕ актуаллă.  

Регионта тĕрлĕ обществăлла организацисем, патшалăх влаҫ тытăмĕнче тăрăшакансем, право хуралĕнче вăй хуракансем, тĕн енĕпе ҫыхăннĕ пĕрлешӳсем, аслă шкулсем пĕр-пĕринпе яланах ҫирĕп ҫыхăнура, кирек-епле йывăрлăха та вăхăтра сирсе ярассишĕн ырми-канми тăрăшаҫҫĕ, тухăҫлă ĕҫлесе пыни те куҫкĕретех, кăтартусем япăх мар.   Интернет ҫыхăнăвĕнчи хыпарсене ятарлă специалистсем ҫирĕп тĕрĕслевре тытаҫҫĕ, ют ҫĕршывсенчен килнĕ яш-кĕрĕмпе те сахал мар профилактика ĕҫĕсене йĕркелеҫҫĕ.  Кашни студентăн пурнăҫĕ пĕр сăмахпа каласан, уҫăмлă - йĕрке пăсасран профессионалсем ҫирĕп тĕрĕслеҫҫĕ.

Чи пахи Чăваш Республикинче обществăлла политика лару-тăрăвĕ лайăх, пĕр тикĕс аталанса пырать, ҫамрăксем усал ĕҫсем патне ăнтăлмаҫҫĕ, халăхшăн ырă япаласем тума пикенеҫҫĕ. Сывă пурнăҫ йĕркине тытса пырса, хăйсен сывлăхне ҫирĕплетеҫҫĕ, апла пулсан, регионти граждансем тĕрĕс ҫул-йĕрпе пыраҫҫĕ.   

Фоторепортаж



16 мая 2018
09:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter