Паллашăр: çĕнĕ кĕнеке

Патăрьелĕнчи тĕп вулавăша авторсем хăйсем çырнă кĕнекисене парнелесех тăраççĕ, фонда пуянлатаççĕ.

Нумаях пулмасть, вулавăша кĕнеке вулакансенчен пĕри - Н.В.Кошелева "Вĕсем çĕнтерĕве çывхартнă" кĕнекине парнелерĕ. Кĕнекене Патăрьел районĕнчи Аслă Чемен шкулĕнче ĕçленĕ учительсене Аслă Аттелĕх вăрçинче хутшăннисене халалланă. Вăрçăран таврăнсан та вĕсем хăйсен пурнăçне вĕрентỹпе çыхăнтарнă. Автор кĕнекене вăрçă паттăрĕсем тата вĕсен тăванĕсем каласа панă тăрăх çырнă. Çавăн пекех, ветерансен дневникĕсемпе, тăванĕсене çырнă çырусемпе, кивĕ хаçатсемпе усă курнă.

Кĕнеке Шупашкарти "Çĕнĕ вăхăт" издательствинче 2018 çулта пичетленсе тухнă. Авторĕ - Надежда Васильевна Кошелева, Аслă Чементи вăтам шкулта ачасене акăлчан чĕлхи вĕрентет. Районта, республикăра тухса тăракан хаçатсенче унăн час-часах тĕрлĕ темăпа заметкăсем пичетленеççĕ. "Халăх шкулĕ" журналта, тĕрлĕ наука сборникĕсенче вĕренỹпе методика статьисем кун çути кураççĕ. Надежда Васильевна - акăлчан чĕлхипе 2 методика пособийĕн авторĕ.

Вулавăш ĕçченĕсем Н. Кошелевăна кĕнекешĕн чун-чĕререн тав тăваççĕ, ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу сунаççĕ.

Патăрьел районĕ



18 мая 2018
17:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter