Чăваш Енре хуҫалăхсенче ҫурхисене 163,6 пин га ҫĕр лаптăкĕ ҫинче лартса хăварнă

Паян яланхиллех, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе ĕҫлĕ планерка ирттернĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн докладĕнче, паянхи кун тĕлне регионта планпа пăхса хăварнинчен 76,3 процентне пурнăҫласа пынине хыпарланă.  Ҫурхи тапхăрпа ӳсен-тăрана 163,6 пин га ҫинче лартса хăварнине асăннă.  Пурĕ планпа килĕшӳллĕн, кăҫал ҫурхи культурăн лаптăкĕ 324,3 пин га пулассине те каланă.

Палăртма кăмăллă, Шăмăршă тăрăхĕнче ҫурхи ĕҫсене 90 процентран иртсе пурнăҫланă. Елчĕксем вара 94 процентран та иртсе кайни пурсăмăра та хавхалантарать тенĕ вице-премьер сăмаха малалла тăснă май. Елчĕксен, Патăрьелсен лартса ҫитĕнтермелли ҫĕр лаптăкĕсем чылай кăҫал пăхса хăварнă, пĕрисен 14,8 пин га иртсе кайнă, теприсен вара 11,5 пин га тесе йышăннине кăтартнă планра.

«Енчен те ҫанталăк лăпкă тăрсан, кăҫал ҫурхи ĕҫсене тепĕр 5-7 кунран вĕҫлеме те пулать», – тенĕ ертӳҫĕ сăмаха пĕтĕмлетсе.

Ҫĕр улмине те хуҫалăхсем талпăнсах лартса хăварассишĕн тăрăшаҫҫĕ.  Пысăк хуҫалăхсенче 4,2 пин га лартса хăварма та ĕлкĕрнĕ.  Выльăх валли те апат хатĕрлеме усăллă курăксене 15,2 пин га лаптăкĕ ҫинче акса хăварнă. Пĕр сăмахпа калас пулсан, кăҫал хуҫалăсенче  лартса ҫитĕнтермелли ҫĕр лаптăкĕсене ӳстернĕ.  

Сергей Артамонов тата ҫакна та палăртнă, ҫĕр ĕҫченĕсем патшалăх пулăшăвне вăхăтра тата туллин тивĕҫсе пынине хыпарланă. Кăҫал ҫулталăк пуҫланнăранпа аграри пайĕнче тăрăшакансем пурĕ 680 млн тенкĕлĕх пулăшу илнĕ. Ҫурхи ĕҫсене пурнăҫласа пыма банксем кредитсене вăхăтра пани те куҫкĕретех тенĕ вăл сăмаха май.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫанталăкпа  пĕлсе усă курма, кашни куна сая ямасăр тухăҫлă ĕҫлесе пыма чĕнсе каланă.   Енчен те пысăк хуҫалăхсем хăйсен патĕнче ĕҫсене вĕҫлесен, кӳршĕллĕ организацисене куҫса, вĕсене тĕрев пани те витĕмлĕ пулмалла тенĕ регион Пуҫлăхĕ. Апла пулсан, пысăк технологиллĕ техникăна вырăнсăр хуҫалăхсенче тытса тăмалла мар, вĕсемпе юлса пыраканнисене пулăшса пымалла тенĕ вăл сăмаха тăсса.   

Паян канашлура тепĕр ыйту пирки те чарăнса тăнă. Утă уйăхĕнче нимĕҫсемпе чăвашсен организацийĕ уҫăлĕ.  Унта тĕрлĕ вăрлăхсем тирпейленĕҫ, пăрăҫ лартса ҫитĕнтерессипе те ĕҫлĕҫ.  

Тĕнчери халăх экологи енчен ытларах таса таварсене ыйтать.  Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин ял хуҫалăх ҫимĕҫĕсене экспорта куҫарма хушать. Ҫитес тăватă ҫул хушшинче ҫĕршыва пĕтĕмпех хамăр таварсемпе тивĕҫтерме плана кĕртнĕ. Апла пулсан, хуҫалăхсен йăлари культурăсемпе кăна ĕҫлемелле мар, ытти ӳсен-тăрансемпе те тимлеме тăрăшмалла тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.   



21 мая 2018
14:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter