Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта халăхсен хушшинчи XI-мĕш кинофестивале савăнăҫлă лару-тăрура уҫнă ҫĕре хутшăннă

Да здравствует XI Чебоксарский международный кинофестиваль! Ҫу уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта халăхсен хушшинчи XI-мĕш кинофестивале савăнăҫлă лару-тăрура уҫнă ҫĕре хутшăннă.

Мероприятине пухăннисене саламланă май, регион Ертӳҫи кинофестиваль ҫав тери тĕлĕнмелле чаплă пулăм пулнине палăртнă, Чăваш Ен халăх асăнче нумайлăхах тăрса юлассине шанса каланă.  Вырăнти халăх е тата хăнасем киносене Шупашкар хулинче анчах мар, регионти ытти муниципалитетсенче те хапăл тусах курма пултарассине хыпарланă.

Палăртса хăвармалла, юлашки ҫулсенче пирĕн республикăра хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан сахал мар кинозалсем уҫнă, куншăн халăх республика ертӳлĕхне кулленех мухтаса тав сăмахĕсем калать.

«Патриотизм теми, пĕрне-пĕри хисеплеме, ырă тума вĕренни яланах тĕп вырăнта. Ҫакна халăх та лайăх ăнланать. Кинофестиваль ҫынăн пурнăҫĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама витĕм кӳрет.  Ҫитĕнекен ăрăва тĕрĕс-тĕкел ура ҫине тăма, йăла-йĕркене упраса ламран лама куҫарса пыма вĕрентет. Раҫҫей киновĕ яланах граждансен ăс-хакăл тĕнчине пуянлатма май парать. Шанатăп, чаплă актерсемпе, режиссерсемпе уҫă калаҫусем ирттерни, паха кăмăл-туйăм парнелесе хăварасса», – тенĕ Михаил Игнатьев.  

Жюри председателĕ, режиссер, сцена ăсти, РФ халăх артисчĕ,  РСФСР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, СССР патшалăх премийĕн лауреачĕ Александр Прошкин уява пухăннă ентешсене саламланă май, хăй темиҫе ҫул каялла пирĕн тăрăхра пулни пиркине ырăпа аса илсе хăварнă. «Ҫав тери таса та илемлĕ хула. Куракансем те хăйне евĕр. Пур ҫын та илĕртӳллĕ. Эпĕ пĕтĕм кăмăлтан яланах Чăваш Республикине килетĕп.   Сирĕн халăх ман чĕрере ĕмĕр асра. Атăлăн илемне курса тăранма май ҫук. Ытти регионсемпе танлаштарсан, Чăваш Ен хăйĕн илемĕпе пурсăмăра та тыткăна илет. Ҫынсем ҫав тери нумайăн киносене ҫӳреҫҫĕ. Ҫакă та пире савăнтарать», тесе хăй шухăшне пĕлтернĕ сумлă хăна.  

Этника тата регион фильмĕсен жюри председателĕ, АПШ кинокритикĕ Нэнси Конди, жюри членĕсемпе паллаштарнă май, мĕнпур йĕркелӳҫĕсене мухтаса тав сăмахĕсем каланă.

Кинофестиваль «хлопушкăпа» пуҫланнă, ăна Сергей Лаврентьев ертӳҫĕ панă. Вăл Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева ҫак мероприятине йĕркелесе ирттерме Ҫамрăксен театрне панăшăн тав тунă.  Объект чăн-чăн кермен пулса тăнине уйрăммăн палăртнă хăна. Тавах пурне те, ҫакăн пек хăтлă та чаплă учрежденине хута янишĕн тенĕ вăл.  Сергей Лаврентьев тата ҫакна та палăртнă, кăҫал уйрăмах ытти ҫулхисемпе танлаштарсан кинофестивалĕн партнерĕсем чылайланнине хыпарланă.  Ют ҫĕршывсем те ҫак ĕҫе хапăл тусах хутшăннине пĕлтернĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. «Регионсенче кино пирки чылай пуплеҫҫĕ. Ҫакă питĕ кăсăклă. Тĕлĕнмелле чаплă япала! Вунпĕр ҫул каялла кун пирки ĕмĕтленме те пултарайман.  Паянхи пурнăҫ таппинче вара кино – тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăчĕ. Халăх юратать.  Ҫак мероприяти чăнласах та Чăваш Республикинчен пуҫланчĕ, унăн чапĕ те сирĕн регионта хăватланчĕ», - тесе хăй шухăшне каланă Сергей Лаврентьев. «53-мĕш ҫулхи сивĕ ҫу» ятлă кинопа пуҫланнă кинофестиваль.  Унăн режиссерĕ Раҫҫей Халăх артисчĕ, СССР преми лауреачĕ Александр Прошкин.

Ҫулсерен иртекен кинофестиваль тĕрлĕ халăх ҫыннисене пĕр чăмăра пухма вĕрентет, пĕрне-пĕри хисеплеме, ăс-тăн енчен пуянланса пыма витĕм кӳрет. Сахал йышлă халăхсен культурипе йăли-йĕркине ăша хывса пыма май парать. Кашни ҫулах конкурс ĕҫне тĕрлĕ киносем йĕркелесе тăратаҫҫĕ, хăйне евĕр проектсем те халăхăн кăмăлне уҫса яраҫҫĕ.  Тĕрлĕ жанрпа лартнă киносем халăха ҫав тери кăсăклă.  Фестиваль яланах пултаруллисене тупса палăртма май парать. Ҫĕнтерӳҫĕсене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн ятарлă премийĕ кĕтет.

Кăҫал программăпа килĕшӳллĕн, 80 ытла тĕрлĕ мероприятисем пулаҫҫĕ. Паллă ҫынсемпе тĕлпулусем, уҫă калаҫусем, пресс-конференцисем тата та ыттисем те.  Киносене регионта «Три пингвина», «Синема 5», «Волжский», «Чувашкино» кионотеатрсенче кăтартĕҫ, пысăк Культура керменĕсенче те халăх ятарлă киносене кайса курма пултарать.  Пултарулăх каҫĕсене Ҫĕмĕрлере, Сĕнтĕрвăрринче, Канаш тата Улатăр хулисенче йĕркелесе ирттерме плана кĕртнĕ.

Кинофестивале пурĕ 40  яхăн режиссер, продюсер, кинокритиксем тата та ытти сцена ăстисем пухăнĕҫ. Хăнасем ют ҫĕршывсенчен те чылайăн.  Чи паллă артистсем: Александр Прошкин, Карина Андоленко,  Елена Брагина.   

Палăртса хăваратпăр, Халăхсен хушшинчи кинофестиваль Шупашкарта ҫу уйăхĕн 21-25-мĕш кунĕсенче иртет, пурне те хапăл тусах йыхравлатпăр.  

Фоторепортаж



22 мая 2018
08:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter