Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫут ҫанталăк газĕшĕн пухăннă парăм ыйтăвĕсене ҫирĕп тĕрĕслевре тытать

Состоялось очередное совещание по вопросам расчетов за поставленный природный газҪу уйăхĕн 21-мĕшĕнче  регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ. Кун йĕркинчи  чи ҫивĕч ыйту – ҫут ҫанталăк газĕшĕн пухăннă парăм.  

Уҫă калаҫăва Чăваш Республикинчи ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсен ертӳҫисем, «Газпром межрегионгаз Чебоксары»  ТМЯО генеральнăй директорĕ Кияметдин Мифтахутдинов, республикăри район тата хула администрацийĕсен пуҫлăхĕсем (камсен газшăн ытларах парăм пухăнса кайнă муниципалитет ертӳҫисем) пуҫтарăннă.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче, чăнласах та парăм сахал маррине ҫирĕплетнĕ. Муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче халăх газ ырлăхĕпе усă курнăшăн укҫа-тенкĕне сӳрĕккĕн саплаштарса пырать.  Кăтарту ҫу уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне 1 млрд 465 млн ҫитнĕ.  Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 37,2 процент чухлĕ нумай тесе асăннă регион Ертӳҫи.

Йывăрлăх кăларса тăратакан районсем тата хуласем ҫаксем: Шупашкар, Ҫĕмĕрле, Улатăр хулисем  тата Вăрнар районĕ.

Кияметдин Мифтахутдинов хăйĕн сăмахĕнче, ҫак ыйтăва муниципалитет ертӳҫисемпе чылай сӳтсе явнине, йывăрлăхран мĕнле тухмаллине те сахал мар пăхса тухнине хыпарланă. Пур-пĕрех лару-тăру ырă енне улшăнса пымасть тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Михаил Игнатьев парăмҫăсемпе тăтăшах ăнлантару ĕҫне йĕркелеме хушнă, енчен те йĕрке тумаҫҫĕ пулсан, саккунпа килĕшӳллĕн явап тыттарма чĕнсе каланă.   Тепре чухне пур ҫавăн пек тĕслĕхсем, халăхран укҫа пухаҫҫĕ, анчах та ăна ресурссемпе тивĕҫтерекенсем патне вăхăтра илсе ҫитерменни те сисĕнет тенĕ вăл.  Чăваш Енри патшалăх ҫурт-йĕр инспекцийĕн, Чăваш Республикин Строительство министерствин, Шупашкар хула администрацийĕн ыйтăва куҫран вĕҫертме юраманнине асăрхаттарнă регион Ертӳҫи.

«Коммуналлă технологисем» ТМЯО парăмĕ 972 млн ҫитнĕ.  Ҫак асăннă организаципе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне пăрахăҫлас ыйтăва вăраха тăсмасăр татса памаллине тепĕр хут асăрхаттарнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Сăмаха май, енчен те парăмсем нумай пухăнсан, малашне те ытти йывăрлăхсем пулассине, Атăл леш енне газ кĕртме чăрмав кӳрессине палăртса хăварнă Чăваш Ен Ертӳҫи. Ҫавăнпа та пурне те энергорессурсемпе усă курнăшăн вăхăтра тӳлесе пыма чĕнсе хăварнă.  

Фоторепортаж



22 мая 2018
07:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter