Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ

 Ҫу уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Ен Правительствин Председателĕ Иван Моторин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ.

Ларăва пухăннисем ку хутĕнче Чăваш Республикинче ял хуҫалăх пайне аталантарассипе йышăннă саккуна ҫĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварнă ĕҫ хутне пăхса тухнă.

Асăннă ыйтупа Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов тĕплĕн паллаштарнă, енчен те ҫак документ ĕҫе кĕрес пулсан, аграри тытăмĕнче наукăпа вĕрентӳ пайне витĕм кӳресси паллă пулĕ тенĕ. Патăрьелĕнчи агропромышленноҫ техникумне, Ҫĕрпӳри, Етĕрнери вĕренӳ учрежденийĕсене, Чăваш патшалăх Ял хуҫалăх академине патшалăх тĕревĕ куҫасси куҫкĕретех.

«Паян регионти агропромышленноҫ тытăмĕнче тĕпчев ĕҫĕсене йĕркелессипе курăмлă ĕҫлесе пыраҫҫĕ.  Вĕсем ҫĕнĕ технологисене пурнăҫа кĕртессишĕн ҫине тăрсах ĕҫлеҫҫĕ.  Хуҫалăхсенче пурлăхпа техника базине пуянлатаҫҫĕ, ҫитĕнекен ăрăва паха пĕлӳпе тивĕҫтерессишĕн вăй хураҫҫĕ.  Мăйракаллă шултра выльăхсен йышне ӳстерсе пырассишĕн те ҫине тăрсах ĕҫлеҫҫĕ.   Чи лайăххи, таварсен пахалăх шайĕ хăпарса пыни, ҫакна халăх та ҫирĕплетсех калать», – тенĕ вице-премьер Сергей Артамонов.

Чăваш Республикинчи вĕренӳ пайĕ пирки калакан саккун проектне ларăва пухăннисем тĕплĕн сӳтсе явнă.  Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Александр Иванов хăйĕн сăмахĕнче документ Чăваш Енри вĕрентӳ тытăмĕнчи учрежденийĕсен пахалăхне хаклама май паракан условисем пирки каласа кăтартнă, чылай ҫĕнĕлĕхсем ҫинчен чарăнса тăнă.

Палăртса хăваратпăр, 20152016-мĕш ҫулсенче пурĕ Чăваш Республикинчи  патшалăх тата муниципалитет пĕрлешĕвĕсенчи 979 организацине тĕрлĕ хаклав ĕҫĕсене йĕркеленине хыпарланă.

2017-мĕш ҫулта Чăваш Республикин Вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министерстви ҫумĕнчи Обществăлла канаш йышăнăвĕпе пурĕ 164 вĕрентӳ учрежденийĕсене тепĕр хут тĕрĕслев витĕр кăларнă. 

Канаш хулине аталантарассипе ҫыхăннă ыйтăва та  паян ларура тарăн тишкернĕ.  Монохулара ҫĕнĕ производствăсем хута ярасси, граждансем валли пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем хатĕрлесси те кун йĕркинчех тăнă.

Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Сергей Григорьев хăйĕн сăмахĕнче Канаш хулине ТОСЭР тăвассишĕн хула администрацийĕпе республикăри ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсем хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусен йĕркине ҫирĕплетме май паракан проект пирки хыпарланă.

Енчен те хула ҫак статуса йышăнсан, инвесторсене питĕ меллĕ пуласси те куҫкĕретех. Вĕсене аталанса пыма хăтлă условисем йĕркеленĕҫ, ҫăмăллăх меслечĕсем те пуласси паллă тенĕ министр тивĕҫĕсене пурнăҫлакан.

Аса илтерсе хăваратпăр, Канаш монохула пултăр тесе 2018-мĕш ҫулта пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Председателĕ кирлĕ пек йышăнăва ҫирĕплетсе хăварнă.

2018–2019-мĕш ҫулсенче пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх пайне кĕркуннепе хĕллехи тапхăрта топливăпа тата энергетика комплексĕпе туллин тивĕҫтерессипе йышăннă ыйтăва та тишкернĕ, уйрăмах социаллă сферăсене  тимлĕх уйăрасси кун йĕркинче ҫивĕч тăрать. Паян ĕҫ планне те пăхса тухма май килнĕ.   

Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов хăйĕн докладĕнче хутса ăшăтмалли системăсене тĕпрен ҫĕнетсе улăштармаллине каланă, 35 объект тивĕҫлĕ мар тесе ҫирĕплетнĕ. Пĕр сăмахпа калас пулсан, ĕҫлемелли сахал мар-ха тенĕ министр сăмаха малалла тăснă май. Пур-пĕрех ĕҫсене пĕтĕмпех графикран юлса пурнăҫлама никамăн та ирĕк ҫук, мĕнпур объектсенче ĕҫсене 2018-мĕш ҫулта авăн уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне вĕҫлеме тĕллев лартатпăр тенĕ.

Муниципалитет пĕрлешĕвĕсен объектсем хатĕрри ҫинчен ҫирĕплетекен паспортсене кăҫал чӳк уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пĕтĕмпех илсе пĕтермелле.

Палăртнă тăрăх, пĕлтĕр ЖКХ сферинче нимĕнле кăлтăк та пулман, планпа пĕтĕмпех килĕшӳллĕн ĕҫсене пурнăҫланă.  Республикăри районсемпе хуласенче социаллă сферăра пăтăрмахсем сиксе тухман, пурне те шывпа, ҫут ҫанталăк газĕпе, электричествăпа вăхăтра туллин тивĕҫтернĕ. Ку енĕпе чăннипех те регионта ҫирĕп йĕрке пурри куҫкĕретех.



23 мая 2018
09:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter