Санкт-Петербургри тĕнчери Пĕтĕм халăхсен хушшинчи экономика форумне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнать

Глава Чувашии Михаил Игнатьев примет участие в работе Петербургского международного экономического форумаҪу уйăхĕн 24–26-мĕш кунĕсенче Санкт-Петербургра  тĕнчери Пĕтĕм халăхсен хушшинчи экономика форумĕ иртет. Ҫак пулăм тĕнчипех пысăк пĕлтерĕшлĕ, уйрăмах экономикăпа бизнес сферăра ĕҫлекенсемшĕн.

ПМЭФ–2018-мĕш ҫулхи пулăма Чăваш Республикинчен сумлă делегаци кайнă, регион Пуҫлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин, республикăри вак тата вăтам предпринимательлĕх тытăмĕнче ĕҫлекен ертӳҫĕсем ҫула тухнă.  Ҫакăн пекех делегаци йышне «Эсĕ – предприниматель» федераци шайĕнчи ҫамрăксен программин членĕсем кĕнĕ.

Михаил Игнатьев форум ĕҫĕнче ĕҫлĕ тĕлпулусем ирттерме плана кĕртнĕ, федерацин влаҫ пайĕнче тăрăшакан ертӳҫĕсемпе, организацисен пуҫлăхĕсемпе уҫă калаҫусем те кун йĕркинчех пулĕҫ.

Палăртса хăваратпăр, ПМЭФ мероприятине 1997-мĕш ҫултан йĕркелесе ирттерме пуҫланă. Питĕ кăмăллă, 2006-мĕш ҫултан ҫак ĕҫе Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ тăтăшах хутшăнать.  Ҫирĕм ҫул хушшинче форум чапĕ ҫав тери ҫӳллĕ шая  ҫĕкленчĕ.  Тĕнчери чи паллă предприятисемпе организацисен ертӳҫисем влаҫри ҫынсемпе хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене уҫăмлăн сӳтсе яваҫҫĕ, кирлĕ пек йышăнусем туса хăварма тăрăшаҫҫĕ.     



23 мая 2018
10:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter