Петербургра Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче виҫĕ ен: Чăваш Республикин Правительстви, АСИ тата Тулашэкономбанк пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли Меморандума алă пусса ҫирĕплетнĕ

ПМЭФ-2018: Внешэкономбанк, АСИ и Правительство Чувашской Республики подписали Меморандум о взаимодействииПаян Петербургра Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче «Банк развития и внешнеэкономической деятельности (Внешэкономбанк)», «Агентство стратегических инициатив по продвижению новых проектов» (АСИ) АНО тата Чăваш Республикин Правительстви пĕр-пĕрин хушшинчи килĕшсе ĕҫлемелли Меморандума алă пусса ҫирĕплетнĕ.

Тулашэкономика банкĕ енчен ĕҫ хучĕ ҫинче Правленийĕн членĕ – Председатель ҫумĕ Алексей Иванченко, АСИ енчен – Агенствăн генеральнăй директорĕ Светлана Чупшева, Чăваш Республикин Правительстви тесе регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  алă пусса хăварнă.  

Документ тĕрлĕ енсен ĕҫлĕ ҫыхăнăвне сарма май парĕ, республикăн инвестици климатне лайăхлатма витĕм кӳрĕ, экономикăна хăватлантарма пулăшасси те паллă.   

Инвестициллĕ проектсене йĕркелеме, финанс тĕлĕшĕнчен тĕрев пама хистет документ. Монохуласене те вăй илтерме меллĕ пулĕ.  Енсем пур пек проектсене сарма, вĕсемпе ытларах ĕҫлеме пăхса тухĕҫ, Тулашэкономика банкĕ тăратакан проектсене пурнăҫа кĕртесси те кун йĕркинчех. Кирек-епле ĕҫе хаклама экспертсене явăҫтарасси, регионсем шайĕнче стратегиллĕ йышăнусем тума, экономикăшăн перспективлă ҫул-йĕрсене палăртма, приоритетлă направленисемпе пуҫаруллă та тухăҫлă проектсене йышăнма тĕллев лартнă. Тулашэкономика банкĕн  регионсенчи менеджерсен институтне витĕм кӳмелли пирки те калаҫса килĕшнĕ ертӳҫĕсем паян. Палăртса хунă тăрăх, ВЭБăн регионсенчи представителĕсем  пулма 3 ҫын кăна  пултарĕҫ. Чăваш Енрен «Тинькофф Банк» АО ертӳҫи Дмитрий Исаев,  «Кванториум» Технопарк ертӳҫи Мария Гришина тата «Центр управления проектами Чебоксарского электроаппаратного завода» ТМЯО   РЗА департамент директорĕ Александр Егоров пулĕҫ.

«Раҫҫей Федерацийĕнчи чи ăнăҫлă ĕҫлесе пыракан региона палăртас тесе, ҫĕнĕ формат палăртнă. Наци рейтингĕн ҫĕнтерӳҫине тупиччен, чи малтанах субъектсенчи инвестици климатне тĕпчеме палăртнă, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансем хакланине шута илĕпĕр», - тенĕ Алексей Иванченко.  «Ҫĕнĕ ĕҫ пысăк кăтартусемпе палăрма та ĕлкĕрчĕ.  Регионсенче тăрăшакан менеджерсем кĕске вăхăт хушшинче, ҫур ҫулта 6 проект хатĕрлесе тăратрĕҫ. Вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 15 млрд танлашать.  Ку пуҫламăшĕ кăна –ха!», - тесе сăмаха малалла тăснă вăл.   «Пурсăмăр та пĕрле тăрăшса ĕҫлесен, инвестициллĕ проектсем пурнăҫа кĕрсе пырĕҫ. Регионсенче инфратытăм ҫирĕпленĕ, промышленноҫ хăватлă пулĕ, агропромышленноҫ тытăмĕ ҫĕнелĕ», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

«Тулашэкономика банкĕн регионсенчи тытăмĕн РФ субъекчĕсемшĕн пысăк пулăшу пулмалла.  Уйрăмах, вĕсен инвестици климатне лайăхлатса пыма витĕм кӳмелле. Ҫавăнпа та ĕнтĕ, регионсен пуҫлăхĕсене эпир проектсен офисĕсен йышне ВЭБăн менеджерĕсене кĕртме ыйтрăмăр», - тенĕ АСИ генеральнăй директорĕ Светлана Чупшева.  «Кашни регионта стратеги аталанăвĕн ҫĕнелсе пымалла.  Тен, ҫĕнĕ, тин ҫеҫ ĕҫе кӳлĕннĕ менеджерсем регионсенчи приоритетсене тупса палăртма пулăшĕҫ», - тенĕ ертӳҫĕ сăмаха пĕтĕмлетнĕ май.    

Фоторепортаж



24 мая 2018
14:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter