Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче «Экспорт регионов России – преодолевая рубежи» ятлă ĕҫлĕ тĕлпулăва хутшăннă

ПМЭФ-2018: Глава Чувашии принял участие в деловом мероприятии «Экспорт регионов России – преодолевая рубежи»Паян Петербургра Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕ иртет. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Российский экспортный центр» АО генеральнăй директорĕ Андрей Слепнев йыхравĕпе «Экспорт регионов России – преодолевая рубежи» ятлă ĕҫлĕ тĕлпулăва хутшăннă.

Мероприятине регионсен ертӳҫисем, федерацин влаҫ тытăмĕнче вăй хуракансем, Обществăлла организацисен пайташĕсем, вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнче тăрăшакансем, «ОПОРА России» организацин ертӳҫи Александр Калинин, РФ Суту-илӳпе промышленноҫ палатин президенчĕ Сергей Катырин, «Деловая Россия» Обществăлла организацийĕн Алексей Репик тата ытти официаллă ҫынсем пуҫтарăннă.  Раҫҫей таварĕсене экспорта куҫарассипе палăртнă ыйтусем тавра сăмах пуҫарнă ертӳҫĕсем.

Ҫĕршыв экономикишĕн тулашэкономикăпа тачă ҫыхăнса тăни уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ тенĕ ĕҫе пухăннисем.  Ҫак ыйтăва татса парас тĕлĕшпе РФ субъекчĕсем сахал мар витĕм кӳрессине те асăннă ертӳҫисем, уйрăмах влаҫпа бизнес пĕр-пĕринпе ăнланса ĕҫлесен, тухăҫлăх ӳсессе палăртнă вĕсем.

Андрей Слепнев хăйĕн сăмахĕнче Раҫҫейри вак тата вăтам предпринимательлĕх тытăмне тулашри рынока тухма, таварсен пахалăхне ӳстерсе кулленех экспорта куҫарма чĕнсе каланă.

Сергей Катырин пухăннисем умĕнче сăмахланă май, Экспортсен Раҫҫейри центрĕн регионсем татса парайман ыйтусене вырăнтан хускатма пулăшмаллине палăртнă. «Хăш-пĕр рыноксене пачах та таварсене тăратма май ҫук. Кун пек чухне, шăпах та патшалăхăн витĕм кӳме тăрăшмалла», - тенĕ вăл калаҫăва малалла тăснă май.  

Александр Калинин  ҫак сĕнӳсемпе килĕшнĕ, вĕсене ырласа хăварнă. Раҫҫейри Экспорт центрĕн вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталанса пыма кирлĕ пек майсем йĕркелесе тăратма пулăшу парсан аван пулнă пулĕччĕ тенĕ.  

РФ регионĕсен ертӳҫисем хăйсен шухăш-кăмăлне пĕлтернĕ.

Ҫав тери аван, Чăваш Республикине тĕнче шайĕнче ырă енпе пĕлсе ҫитрĕҫ. Предприятисен ĕҫне ют ҫĕршывсем пысăк хак панă, вĕсемпе килĕшсе ĕҫлеме те ĕҫ хучĕсене ҫирĕплетнĕ.

Пирĕн ҫĕршыва хирĕҫ санкцисем тăратаҫҫĕ, пур-пĕрех регионпа ĕҫлеме кăмăл тăвакансен шучĕ ӳссех пырать.  Таварсем экспорта чылай куҫаҫҫĕ, тĕнчери 74 ҫĕршыва пирĕн регионăн паха таварĕсем ăсатăнаҫҫĕ.  Уйрăмах хими таварне ют ҫĕршывсем кăмăллаҫҫĕ, пылак ҫимĕҫ таврашне те халăхсем хапăл тусах ыйтаҫҫĕ. 

Фоторепортаж



24 мая 2018
13:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter