Санкт-Петербургра Пĕтĕм халăхсен хушшинчи экономика форумĕ торжествăлла майпа уҫăлнă

Состоялась торжественная церемония открытия Петербургского международного экономического форумаҪу уйăхĕн 24-мĕшĕнче Санкт-Петербургра Пĕтĕм халăхсен хушшинчи экономика форумĕ торжествăлла майпа уҫăлнă.  Паллă та чаплă пĕлтерĕшлĕ мероприятине Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.  Кăҫал форум «Шанчăклă экономикăна йĕркелес» девизпа уҫăлнă. Ҫак мероприяти ĕҫне тĕнчери чи пысăк 15 пине яхăн  компанисем пуҫтарăннă, паллă политиксем,  общество ĕҫ-хĕлĕнче тăрăшакансем пухăннă.  Ҫитес виҫĕ кун хушшинче тĕнчери 100 ытла ҫĕршывран официаллă делегацисем пуҫтарăнасси те паллă.

Форума пухăннисене чи малтан Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путинăн саламне вуласа панă. Уҫă калаҫусем вăхăтĕнче ертӳҫĕсем тĕнчери экономика енĕпе ҫыхăннă ыйтусене тарăн сӳтсе явассине, вĕсене татса пама тивĕҫлĕ мерăсем йышăнассине шанса каланă ҫырура.

«Эпир XXI-ĕмĕрти экономика ҫирĕп ура ҫинче тăтăр тесе тăрăшатпăр, унăн тухăҫлăхĕшĕн вăй хуратпăр.  Халăх валли ĕҫлеме кирлĕ пек условисем йĕркелесе парасси ҫине те пысăк тимлĕх уйăратпăр, кашни ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслеве илетпĕр.  Никамшăн та йывăрлăх ан пултăр тесе, ҫăмăллăх мелĕсемпе усă курма майсем шыратпăр. Пĕрне-пĕри шанма, ĕненме пысăк калăпăшлă проектсене пурнăҫа кĕртессишĕн тухăҫлă ĕҫлессишĕн тимлетпĕр.  Раҫҫей партнерсемпе ĕҫлеме яланах уҫă. Пĕр-пĕриншĕн усăллă ĕҫсем тума та хатĕр», - тенĕ унта.

Владимир Путин форумра ертӳҫĕсем усăллă калаҫусем йĕркелессине, йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене татса пама май паракан мерăсене те пăхса тухассине шанса каланă.  Пĕр сăмахпа каласан, тĕнчери экономикăна хăватлантарма ҫакăн йышши мероприяти чăннипех те пысăк витĕм кӳнине асăннă. Пуҫлăхсем пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хучĕсене тĕрлĕ организацисемпе алă пусса ҫирĕплетессине та каласа хăварнă.

Ҫак кун форума пухăннисене ҫакăн пекех Санкт-Петербург Губернаторĕ Георгий Полтавченко хĕрӳллĕн саламланă,  Раҫҫей яланах пуринпе те уҫҫăн калаҫма хатĕр тенĕ вăл.  «20 ҫул хушшинче ҫак мероприяти тĕрлĕ шайри ертӳҫĕсене пĕр-пĕринпе чуна уҫса калаҫма май пачĕ.  Сахал мар ыйтăва уҫăмлатнă. Калаҫса килĕшӳсем те чылай тунă, алă пусса ҫирĕплетнисем те нумай, ыйтусен хуравĕсене те самай илнĕ», - тесе палăртнă Санкт-Петербург ертӳҫи.

Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин ячĕпе мероприяти ĕҫне пухăннисене РФ Правительствин Председателĕн Пĕрремĕш ҫумĕ – Финанс министрĕ Антон Силуанов сăмах тухса каланă. Раҫҫейе ĕненмелле тата шанмалла, ун чухне экономика тата та вăйлă ураланĕ тенĕ вăл.  Пурне те ҫак сăмахсене ырăпа чĕнсе каланă. Пĕрне-пĕри шансан, ҫитĕнӳ тата та пысăкрах пулĕ тенĕ Ертӳҫĕ.   Тулашэкономика йывăрлăх кăларса тăратать пулин те, РФ Финанс министерстви ăна парăнтарма пĕлет, халăх валли хăтлă условисене упраса хăварассипе ҫине тăрсах ĕҫлет.    Пирĕн тĕллев – экономикăна ӳстерсе пырасси, ҫакăншăн тĕллевлĕ ĕҫлемелле тенĕ Антон Силуанов, сăмаха май, РФ Правительстви экономикăн ӳсĕмне хăпартма витĕм кӳрессишĕн ҫĕнĕ программа хатĕрленине хыпарланă.  

ПМЭФ-2018-мĕш ҫулхи мероприяти яланхиллех ҫак ĕҫе РФ Президенчĕ Владимир Путин пленар заседанине хутшăннипе асра юлать.  Кăҫал вăл ҫу уйăхĕн 25-мĕшĕнче иртет.

Уҫă калаҫăвăн тĕп хăнисем:

Францин Президенчĕ Эммануэль Макрон, Японин премьер-министрĕ  Синдзо Абэ, Тĕрлĕ халăхсен хушшинчи валюта фончĕн пуҫлăхĕ Кристин Лагард тата КНР председателĕн ҫумĕ Ван Цишань.  Ҫакăн пекех пулăма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнать.  Ун чухне вăл федерацин влаҫ органĕсенче тăрăшакан ертӳҫĕсемпе ĕҫлĕ канашлусем ирттерме плана кĕртнĕ, паллă организаци пуҫлăхĕсемпе уҫă калаҫусем тăвĕ.



24 мая 2018
16:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter