ПМЭФ-2018: Чăваш Республикипе ВТБ банк пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ

ПМЭФ-2018: ВТБ и Чувашская Республика подписали соглашение о сотрудничестве Ҫу уйăхĕн 24-мĕшĕнче, Петербургра Пĕтĕм халăхсен хушшинчи экономика форумĕ иртет. Чăваш Республикипе ВТБ банк пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ.  Документра Чăваш Ен Ертӳҫи Михаил Игнатьев тата ВТБ банк правленийĕн председателĕ – президент ҫумĕ Денис Бортников алă пуснă.   

Ĕҫ хучĕ икĕ ене пĕрне пĕри пулăшса, тухăҫлă ĕҫлесе пыма май парать, социаллă пурнăҫпа экономикăна хăватлантарма витĕм кӳрет.  Ертӳҫĕсем инвестициллĕ проектсене пурнăҫа кĕртессипе ҫыхăннă ыйтусене пăхса тухнă.  Чăваш Енре патшалăх программисене пурнăҫа кĕртесси те кун йĕркинче тăрать.  Ертӳҫĕсем банк тытăмĕнчи ҫĕнĕлĕхсене те тишкернĕ, инфратытăма ҫирĕплетесси пирки сӳтсе явнă, пысăк технологи ҫинчен те чарăнса тăнă.

Аса илтеретпĕр, пирĕн регион ВТБ 2000-мĕш ҫултанпах тачă ҫыхăнса ĕҫлет. Чăваш Енре пысăк проект пурнăҫа кĕнĕ, халăх валли 1,5 пин ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕ хатĕрленнĕ.  Сервис центрĕ халăхшăн ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăчĕ.

ВТБ регионта ăнăҫлă ĕҫлесе пыраканнисенчен пĕри. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕсен кредит портфелĕ 11 млрд ҫитнĕ, апла пулсан вырăнти бизнес вĕсемпе ĕҫлеме кăмăл туни куҫкĕретех.

«ВТБ пулăшăвĕсемпе  регионти 2,5 пин предприяти усă кураҫҫĕ.  Паян алă пусса ҫирĕплетнĕ килĕшӳ тата та ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарма витĕм кӳрĕ», – тенĕ ВТБ банк правленийĕн председателĕ – президент ҫумĕ Денис Бортников.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче, регионта банк тытăмне аталанса пыма кирлĕ пек мĕнпур условисем ҫителĕклĕ тесе хыпарланă. «ВТБ кулленех ҫĕнĕлле аталанассишĕн тăрăшать, клиентсене явăҫтарассишĕн ҫăмăллăх условисем йĕркелесе парать. Банк ĕҫченĕсене эпир хамăр енчен мухтатпăр, тивĕҫлĕ ĕҫленĕшĕн тав тăватпăр», тенĕ Михаил Игнатьев.

«Пирĕн пĕр пек тĕллев – предприятисемпе организацисене кредитсемпе усă курма хăтлă условисем йĕркелесе парасси.  Енчен те вĕсем йĕркеллĕ аталанса пырсан, пуҫаруллă проектсем те вăхăтра пурнăҫа кĕрсе пырĕҫ», – тенĕ  вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Ыркăмăллăх акцисемпе ҫак асăннă банк ăнăҫлă ĕҫлет. 2003-мĕш ҫултан пуҫланнă ыркăмăллăх программине вĕсем хутшăннă, ачасене, сывлăх енчен хавшанисене пулăшу пама тăрăшаҫҫĕ.  Медицина хатĕрĕсене туянаҫҫĕ, Раҫҫейри регионсен йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтăвĕсене уҫăмлатма витĕм кӳреҫҫĕ.

Палăртма кăмăллă, Шупашкарти 3-мĕш №-лĕ Ача-пăчасен больницине 20 млн УЗИ аппаратне вырнаҫтарса панă.

Фоторепортаж



24 мая 2018
16:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter