Ҫĕнĕ авиамаршрутсене субсидипе тивĕҫтересси Чăваш Енре сарăлса пырать

Ҫу уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Ен Правительствин Председателĕ Иван Моторин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ.  Ку хутĕнче ĕҫе пухăннисем сывлăш ҫийĕн ҫӳрекен транспортсене республика бюджетĕнчен субсидипе тивĕҫтерес ыйтăва тĕплĕн пăхса тухнă.

Федераци саккунĕпе килĕшӳллĕн, регионсенче авиатранспортсене патшалăх енчен тĕрев парасси самай ӳссе пырать.  Маларахри тапхăрсенче самолетсем Атăлҫи федераци регионĕсем тăрăх вĕҫсе халăха пулăшупа тивĕҫтерекеннисем кăна патшалăх тĕревне илсе пынă пулсан, малашне тӳрлетӳсем тусан, Пĕтĕм Раҫҫей тăрăх вĕҫсе пулăшупа тивĕҫтерекеннисем те субсиди  илме пултарасси куҫкĕретех пулĕ.

Аса илтерсе хăваратпăр, 2017-мĕш ҫултан пуҫласа укҫа-тенкĕ енчен саплаштармалли йĕрке кăштах улшăннă пулнă.  Палăртма кăмăллă, «Уфа–Шупашкар–Уфа» авиамаршута 2018-мĕш ҫулта федераци хыснинчен тĕрев пама йышăнса хăварнă.

Чăваш Республикин транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕ Владимир Иванов хăйĕн сăмахĕнче енчен те палăртнă ĕҫ хучĕ пурнăҫа кĕрсен, географи тĕлĕшĕнчен лару-тăру сарăласси те паллă тенĕ.

Шупашкар аэропортне тивĕҫтерекен «МАЧ» ТМЯО хальхи вăхăтра тĕрлĕ организацисемпе уҫă калаҫусем ирттернине хыпарланă министр, Раҫҫей авиацин маршрутне Шупашкар – Санкт-Петербурга кĕртсе хăварассишĕн тăрăшнине пĕлтернĕ.  Енчен те реестрта пулсан, вăл федераци хыснинчен тĕрев илме пултарассине палăртнă сăмаха малалла тăснă май. Ҫак маршрута патшалăх енчен кăштах та пулин хушса тӳлемесен, организацине йывăр килет тенĕ вăл.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин  ыйтупа йĕркеллĕ ĕҫлеме, тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварма чĕнсе каланă. «Паллах, республикăшăн ҫĕнĕ маршрутсем уҫăлни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Кирлĕ пек нормативлă актсене йышăннă, субсидисене вăхăтра паратпăр. Нимĕнле кăлтăксем те ҫук.  Пурсăмăрăн та пĕрле пĕр шухăш патне пырса, хамăрăн тĕллеве пурнăҫа кĕртессишĕн тăрăшмалла», – тесе каланă премьер-министр калаҫăва пĕтĕмлетнĕ май.  

 



24 мая 2018
08:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter