Шупашкарсем те çырулăха чысларĕç

Шурă кĕпепе шурă атă тăхăннă, кĕсле калакан Кирилпа Мефодий Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре куракансен умне тухрĕç, çырулăх, алфавит йĕркелени çинчен каласа кăтартрĕç. Вĕсен шухăшĕпе, хĕвел айĕнчи пур халăх та пĕр тан, пурин те харпăр чĕлхипе калаçмалла, вуламалла, çырмалла… Кĕçех вĕсем йĕркеленĕ алфавитри сас паллисем «чупса тухрĕç». Ахальлисем мар, ташлаканнисем… Сăмахăм паян иртнĕ «Пĕрле юрлакансем» мероприяти пирки.

Аса илтерер: Грецири Солуни /халĕ Салоники/ хулинче çар пуçĕн çемйинче çуралнă пĕртăвансем славян азбукине /863 çулта/ тунă, чиркÿ-славян чĕлхине никĕсленĕ. Манаха кайиччен вĕсем Михаил тата Константин ятсемпе çÿренĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх вĕренекенсемпе студентсем экзаменсем умĕн чиркÿре Кирилпа Мефодий çветтуйсен турăшĕ умне çурта лартаççĕ, вĕсем вĕренÿре пулăшасса ĕненеççĕ…

К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ умне пухăннисене /çав йышра юлашки шăнкăрава паллă тунă 11-мĕш классем чылаййăнччĕ/ ЧР культура, министрĕ Константин Яковлев, ЧР Патшалăх Канашĕн комитет пуçлăхĕ Вячеслав Рафинов саламларĕç. Хĕрлĕ тÿремре Чăваш патшалăх академи симфони капелли ертсе пынипе Чăваш Енĕн ачисен пĕрлештернĕ хорĕ мăнаçлă юрă-кĕвĕпе Шупашкарсене чылайччен савăнтарчĕ. Уява Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти тата Шупашкар районĕсенчи ветерансен хорĕсем те хутшăнчĕç, хула çыннисемпе хăнасене классика музыкин хайлавĕсене янăратса савăк кăмăл парнелерĕç.

Роза ВЛАСОВА.

 



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
24 мая 2018
17:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter