Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Петербургра иртекен Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче Консультативлă комиссийĕн черетлĕ лару ĕҫне хутшăннă

ПМЭФ-2018: Глава Чувашии выступил на заседании консультативной комиссии Государственного совета РФҪу уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  Петербургра иртекен Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче Консультативлă комиссийĕн черетлĕ лару ĕҫне хутшăннă. Ларăва Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Пулăшуҫи, Патшалăх канашĕн Секретарĕ Игорь Левитин йĕркелесе ертсе пынă.   

Ĕҫе пухăннисем РФ Президенчĕ 2018-мĕш ҫулта ҫу уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăларнă Указ пирки тĕплĕн сӳтсе явнă.  Игорь Левитин – РФ Президенчĕн Пулăшуҫи  Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн членĕсене, министрсен должноҫне йышăннă ятпа саламланă. Вĕсем: Дмитрий Кобылкин  - РФ ҫут ҫанталăк тата экологи Министрĕ, РФ транспорт Министрĕ   Евгений Дитрих,  РФ строительство Министрĕ Владимир Якушев, РФ Инҫет Хĕвел тухăҫне аталантарассипе ĕҫлекен Министр Александр Козлов.     

Консультаци комиссийĕн членĕсем экономикăна аталантарассипе палăртнă ыйтусем тавра тĕплĕн калаҫнă.

Чулхула облаҫĕн Губернаторĕ Андрей Никитин хăйĕн сăмахĕнче регионсенчи муниципалитет пуҫлăхĕсен тавракурăмлăхне ӳстерсе пыма чĕнсе каланă.  Ҫĕнĕ проектсемпе ĕҫлеме вĕсен пĕлӳ шайĕ сахалтарах тесе хакланă.  «Паянхи куна палăртнă тĕллевсем, йывăрлăха татса пама пысăк витĕм кӳреймеҫҫĕ-ха, ҫĕнĕлле вĕсене вĕрентсе пыма тăрăшмалла», – тенĕ ертӳҫĕ.  Ятарлă йĕрке туса ҫирĕплетме сĕннĕ, вĕрентӳ порталне туса ярсан та вырăнлă пулнă пулĕччĕ тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ  вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарас ыйту пирки чарăнса тăнă.

«Енчен те бизнес хăватлă аталанса пырсан, экономика та урланать.  Предпринимательлĕх пайĕ валли кирлĕ пек условисем яланах хатĕрлесе тăратмалла, ун чухне предприятисемпе организацисем те кал-кал ĕҫлесе пырĕҫ», — тенĕ регион Ертӳҫи.

РФ Президенчĕ кăларнă ҫĕнĕ указра та кун пирки тĕллевлĕн палăртса хăварнине тепĕр хут асăннă Михаил Игнатьев.  2024-мĕш ҫул тĕлне Раҫҫейре предпринимательсен йышĕ 30 процента ҫити ӳсмелле, 25 млн ҫынна ҫак ĕҫ пырса тивмелле.

«Ҫĕршыв Президенчĕ регионсен пуҫлăхĕсене бизнесра ĕҫлекенсене витĕм кӳме чĕнсе калать. Патшалăх енчен тĕрев парасси тĕп тĕллев пулса тăмалла, ҫăмăллăх кредичĕсене вăхăтра тивĕҫтермелле, условисем йĕркеллĕ пулмалла. Кун пирки эпир кулленех ҫивĕч ĕҫлесе пыма тăрăшатпăр», — тесе хыпарланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Предпринимательлĕхе аталантарассипе йышăннă патшалăх программи те самай пысăк пулăшу парать.  Регионсенче предприятисем хăйсен производствисене модернизацилеҫҫĕ,  таварсене импорта куҫарассипе те активлă ĕҫлесе пыраҫҫĕ.

2018-мĕш ҫултан пуҫласа бизнесра вăй хуракансем ҫăмăллăх кредитне илме пултараҫҫĕ, чи пахи вĕсен ставки вара пĕтĕмпе те 6,6 процент кăна.  Ҫак программăна РФ Экономика министерстви хута янă.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки те каласа кăтартнă.  Налуксене предприяти ертӳҫисем ҫавăнта тӳлесе пыраҫҫĕ, хăш регионта вĕсем регистрациленнĕ.  Енчен те вĕсем хăш субъектри укҫа-тенкĕпе усă курса объектсене хута яраҫҫĕ, ҫав территоринчех налук тӳлесен аван пулнă пулĕччĕ тенĕ ертӳҫĕсем.   Ҫак ыйту мĕнпур регионсене кăсăклантарать.  Иккĕмĕшĕнчен калас пулсан, ЖКХ пайĕнче те ҫитменлĕхсем пур. ЖКХ объекчĕсене бизнес-пĕрлешӳсен аллине пама йышăннă, анчах та вĕсенчен усси сахалтарах. Вĕсем инвестици явăҫтарасса кĕтрĕмĕр, инфратытăма та ҫĕнетеҫҫĕ пуль терĕмĕр, анчах та кăлăхах, кирлĕ пек йĕрке пулса ҫитмерĕ тенĕ хăй сăмахĕнче субъект Пуҫлăхĕ.   Паянхи пурнăҫ таппинче тепĕр кăткăс ыйту тухса тăрать, тарифсене вĕсем пысăклатасшăн. РФ Строительство министерствипе РФ Экономика министерствине ЖКХ ĕҫлес текен вак тата вăтам бизнеса кăштах та пулин тĕрев пама ыйтасшăн, ун чухне тен йывăрлăх сирĕлĕ тенĕ Пуҫлăх.  

Бизнес ҫăмăлах мар лару-тăрура паян.  Объектсене контрактпа пурнăҫланă хыҫҫăн, тепĕр ҫур ҫултан кăна  укҫа-тенки куҫса пырать, ăна пула, организацисем чăтаймасăр, кредитсем илме тăрăшаҫҫĕ.  Тепре чухне пулса тухать ҫапла, предприяти пурлăхĕ залогра, вĕсем кредит та илеймеҫҫĕ.   Ҫак ыйтусене уҫăмлатма ыйтатпăр тенĕ ларăва пухăннисем, саккунпа килĕшӳллĕн, ҫăмăллăхсем тусан аван пулнă пулĕччĕ тенĕ.   Парăмсене пăрахăҫлас тесе, вăхăта вăраха тăсмасăр, пысăк ставкăсемпе кредитсем илеҫҫĕ предприятисем, каярах вара йывăрлăха та кĕрсе ӳкеҫҫĕ.  Ҫак ыйту питĕ пăшăрхантарать паянхи пурнăҫ таппинче бизнесра ĕҫлекенсене тенĕ консультаци комиссийĕн пайташĕсем. Ял хуҫалăх пайĕпе ĕҫлес текенсене ҫĕрсене нимĕнле конкурс та ирттермесĕрех тивĕҫтерсен тата та  питĕ лайăх пулнă пулĕччĕ тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Аса илтерсе хăваратпăр тепĕр хут, 2017-мĕш ҫулта  9,3 пин вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнче тăрăшакан патшалăх пулăшăвне тивĕҫнĕ, саккунсен йĕркисене ҫирĕп пăхăнса пырассипе консультаци илнĕ, кирлĕ пек хыпарсене вăхăтра пĕлсе тăнă. Укҫа енчен пĕтĕмпе  597 млн патшалăх пулăшăвне илнĕ. Паян республикӑн промышленноҫ комплексӗ пӗтӗм регион про­­­дукчӗн 30 ытла процентне, мӗн пур шайри бюджетсене пырса кӗрекен тӳлев­семпе пуҫ­тарусен 50 ытла процентне тивӗҫтерет.

 «Тухӑҫлӑ экономика» проекта пурнӑҫлани промышленноҫ про­изводствине ӳстерме, ҫӗнӗ производство площадкисене хута яма пулӑшать. Хамӑрӑн производствӑна, чӑн малтанах, пысӑк технологиллӗ, ку чухнехи, конкуренцие юрӑхлӑ тата питех те кирлӗ таварсем туса кӑ­ларма палӑртакан производствӑна, аталантармалли ҫул-йӗре ма­лалла тӑсмалла», - тенĕ вăл.

Ĕҫ тӑвакан влаҫӑн интерес­ленекен органӗсемпе тата организацисемпе пӗр­ле Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен Экспорт ӗҫ-хӗлне аталантарассине лайӑх майсемпе тивӗҫтермелли ӗҫ-хӗл стандартне туса хатӗрлеме тӗллев лартнине те хыпарланă вăл сăмаха май. Ӗҫлӗ климата лайӑх­лат­ас тесен тытӑмлӑн ӗҫлемелле. Саккунсенче палӑртнӑ нормӑсемпе  усӑ курнине тӗрӗслесе тата асӑрхаса тӑни кӑна мар, ҫавӑн пекех ӗҫлӗ климата лайӑхлатма пулӑшакан ӑнӑҫлӑ тӗслӗхсене  тупса палӑртни те пӗлтерӗшлӗ. Ҫитменнине тата вӗсен тухӑҫ­лӑхне  бизнес хӑй хак пама тивӗҫ тенĕ вăл.

Регионти инвестици климатне республикӑри влаҫ органӗсем ҫеҫ мар, ҫавӑн пекех вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем, пред­при­нимательсем те йӗрке­леҫ­ҫӗ. Малалла каяс тесен пирӗн бизнесшӑн лайӑх майсем туса хума чӑрмантаракан системӑллӑ ҫивӗч ыйтусене татса памалла, ҫав чӑр­­мавсем вырӑнти шайра уҫӑмлӑн палӑраҫҫӗ тенĕ Ертӳҫĕ.

Пысӑк компанисем пурнӑҫлакан туянусен ӗҫне пӗчӗк  пред­приятисене те хутшӑнтарассине анлӑлатмалла, вӗсене эк­спорт таварӗсем туса кӑларассине йӗркелес тата туса кӑларас ӗҫре пулӑшмалла, кредитпа гаранти пулӑшӑвӗ парассине ӳс­терсе пы­малла, бизнес валли ӗҫлекен инфратытӑма, предпринимательсене патшалӑх паракан пулӑ­шу ӗҫӗсемпе хӑйсем ӗҫ­лекен-пурӑнакан вырӑнтах усӑ курмалли майсем туса парса, лайӑх­латса пымаллине асăннă регион Пуҫлăхĕ, Нумай функциллӗ центрсенче бизнес валли специализациленӗ чӳ­речесем туса хурассипе ҫыхӑннӑ ӗҫе малалла тӑсмалла, ҫавна тума малта пыракан финанспа кредит организацийӗсене явӑҫтармалла тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ.

Фоторепортаж



25 мая 2018
17:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter