Раҫҫейри регионсем хушшинче инвестици климачĕн кăтартăвĕпе Наци рейтингĕнче Чăваш Республики малта пыракан вунă субъекта кĕнĕ

В Национальном рейтинге состояния инвестиционного климата в субъектах Российской Федерации Чувашская Республика сохранила позиции в десятке регионов лидеровРаҫҫейри регионсем хушшинче инвестици климачĕн кăтартăвĕпе Наци рейтингĕнче Чăваш Республики малта пыракан вунă субъекта кĕнĕ. Ҫу уйăхĕн 25-мĕшĕнче Петербургра Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче Наци рейтингĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă.

Кăтартусем ҫапларах: Малти вырăна Тюмень облаҫĕ тухнă, иккĕмĕшне Мускавсем, виҫҫĕмĕшне Тутарстан Республики, тăваттăмĕшне Санкт-Петербург, кайран Тула облаҫĕ, хыҫҫăн Краснодар крайĕ, Воронеж облаҫĕ, саккăрмĕшне Чăваш Республики, тăххăрмĕшне Мускав облаҫĕ, вуннăмĕшне Ульяновск облаҫĕ тивĕҫнĕ.  

Кăтартусене пĕтĕмлетӳ тунă ҫĕре Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин  хутшăннă.

АСИ генеральнăй директорĕ Светлана Чупшева  хăйĕн сăмахĕнче Наци рейтингĕ регионсенчи инвестици климатне ҫирĕп хакланине асăннă.  Конкурс йĕрки улшăнса ҫĕнелсе пынине каланă, мала тухма ҫав тери кăткăс пулнине палăртнă ертӳҫĕ сăмаха тăснă май, ҫивĕч тупăшура пур-пĕрех малта пыракан вунă региона палăртма май килчĕ тенĕ вăл, регионсенчи инвестици климатне улăштарса пырасси вырăнти пуҫлăхсен тĕп приоритечĕ пулса тăнине каланă сăмаха май. Ҫак ыйтупа кулленех субъектсен пуҫлăхĕсен тăрăшса ĕҫлемеллине палăртнă ертӳҫĕ.

Аса илтеретпĕр, Чăваш Республики юлашки ҫулсенче ҫав тери пысăк позицире тăрать, палăртма кăмăллă малта пыракан 10 регион хушшинче тăни пурсăмăра та ĕҫлеме хавхалантарать.

Аналитиксем, экспертсем, бизнес тытăмра ĕҫлекенсем чăнласах та ҫирĕп хаклав параҫҫĕ регионсенчи ĕҫ климатне.  Ҫав тери вăйлă конкурсра чи лайăх ĕҫлесе пыракан ҫирĕм регион шутĕнче тăма та ҫав тери йывăр, эпир вара, Чăваш Республики, чи ăнăҫлă та хăватлă ĕҫлесе пыраканнисен йышĕнче.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  рейтинг пĕтĕмлетĕвĕсем пирки ҫапла каланă: «Эпир тăваттăмĕш ҫул ĕнтĕ Наци рейтингĕнче инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕҫ кăтартăвĕпе  чи ăнăҫлă ĕҫлесе пыракан  РФ вунă регион хушшинче тăратпăр. Ҫакă пирĕн Правительство пĕр тикĕс лайăх аталанса ĕҫленине ҫирĕплетет, кăлтăксем ҫук, чăрмав никама та кӳменни куҫкĕретех.  Бизнес пĕрлешӳпе влаҫ органĕ пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлени паллă.  Кирек-енпле йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтăва та пĕрле килĕшсе татса пама тăрăшнă. Пĕрне-пĕри хисеплени, шанни тата ĕненни ҫак пайшăн ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Регионта ĕҫ климачĕ лайăх пулнине кура, предпринимательсем пирĕн тăрăха инвестици хывма килĕшеҫҫĕ, условисем лайăх тесе вĕсем ҫирĕплетеҫҫĕ.  Пур-пĕрех хальлĕхе ĕҫлемелли те сахал мар-ха.  Предприятисемпе организацисем   уҫас текенсем  йышлă мар-ха. Кун пирки те уҫҫăмлăнах каламалла, чăн япала. Ӳстерсе калаҫма никамăн та ирĕк ҫук. Эпир Наци рейтингĕнче мала тухатпăр-ха, анчах та пире ытларах та ытларах инвестици хывакансем кирлĕ. Эпир вĕсене хапăл тусах кĕтетпĕр.  Производствăсем уҫмалла, халăх валли пысăк укҫаллă ĕҫ вырăнĕсем хатĕрлемелле»,  - тенĕ. 

«Кăҫал тата та ҫĕнĕ регионсем мала тухма пултарчĕҫ, апла пулсан вĕсенчен ыррине вĕренмелли тата та пур-ха. Ҫакăн йышши мероприяти пурсăмăра та ҫĕнĕлле ĕҫлесе пыма вăй-хăват парса пырать. Эпир хамăрăн ĕҫ опытне ӳстерсе пыма тăрăшатпăр.  Инфратытăма вăйлататпăр, бизнес тытăмра тăрăшакансем валли хăтлă условисем йĕркелетпĕр. Палăртма кăмăллă, регионта вак тата вăтам предпринимательлĕх пайне ӳссе пыма ятарлă вĕрентӳ центрĕсем хута каяҫҫĕ,  НФЦ час-часах тĕрлĕ сĕнӳсемпе ĕҫ хучĕсене йĕркене кĕртме пулăшаҫҫĕ.  Пĕр сăмахпа калас пулсан, бизнесра ĕҫлекенсене аталанма майсем ҫителĕклĕ пирĕн Чăваш Республикинче», – тенĕ вице-премьер Владимир Аврелькин. Республикăра час-часах вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнче вăй хуракансемпе влаҫри ҫынсем уҫă калаҫусем ирттереҫҫĕ. «Умра тĕллевсем пур-ха. Вĕсене пурнăҫлассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлемелле.  Регионсен паха ĕҫ опычĕсене тĕпе хурса, хамăр тăрăхра ĕҫлеттерсе ярассишĕн тимлемелле», тенĕ Владимир Аврелькин сăмаха малалла тăснă май.

Аса илтеретпĕр, Раҫҫей Федерацийĕнче инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕҫ кăтартăвĕсене Наци рейтингĕнче хаклаҫҫĕ. Ҫак ĕҫе йĕркелесе пыраканĕ АСИ. Вĕсем тĕнчери чи паллă ĕҫтешсемпе пĕрле пĕтĕмлетӳсем тăваҫҫĕ.  Вак тата вăтам предпринимательлĕх тытăмĕнче ĕҫлекенсем, бизнес пĕрлешӳсем субъектсенчи ĕҫсене хаклав параҫҫĕ, тĕрлĕ ыйтăм тунă хыҫҫăн, кăтартусене пăхса тухса пĕтĕмлетӳ тăваҫҫĕ.    



25 мая 2018
11:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter