ПМЭФ-2018: «Российский экспортный центр» АО Чăваш Ен организацийĕсемпе семинар ирттерме палăртать

ПМЭФ-2018: Школа экспорта АО «Российский экспортный центр» проведет семинары для организаций Чувашии Ҫу уйăхĕн 24-мĕшĕнче Петербургра Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче «Жизненный цикл экспортных проектов»  программăна пурнăҫа кĕртме «Школа экспорта Акционерного общества «Российский экспортный центр» Чăваш Республикинче ĕҫлес тĕллевпе килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетнĕ. Ĕҫ хучĕ ҫинче РЭЦ генеральнăй директорĕ, Раҫҫейри экспорт центрĕ енчен  Андрей Слепнев тата РЭЦ Экспортсен шкулĕн генеральнăй директорĕ Алиса Никитина алă пуснă, тепĕр енчен Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫирĕплетнĕ.

Документ вĕрентӳ пайĕпе ҫыхăннă, ĕҫлĕ ҫыхăнусене ку тĕлĕшпе анлăлатассине шантарать.

«Ҫĕршыври регионсенче экспорт потенциалне ӳстерсе пырасси ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту пулса тăрать федераци тата регионсем шайĕнчи влаҫ тытăмĕнче ĕҫлекенсемшĕн. РЭЦ Экспортсен шкулĕн миссийĕ паха хыпарпа тивĕҫтересси, вĕрентӳ енчен тĕрев парасси.   Тулашри экономикăна аталантарма витĕм кӳресси те кун йĕркинчех», – тенĕ Алиса Никитина.  

«Пирĕн тĕллев – бизнес-пĕрлешӳ валли кирлĕ пек хăтлă условисем йĕркелесе парасси. Раҫҫейри экспорт центрĕ предпринимательлĕх пайне аталанса пыма пулăшать.  Ҫирĕплетнĕ Килĕшӳ малашне тата та ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарасса ĕненетпĕр, палăртса хунă тĕллевсене пурнăҫа кĕртсе пырасса та шанатпăр, проектсем хавхалантарасса ĕненетпĕр», – тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Михаил Игнатьев.  

Тепĕр хут палăртса калатпăр, Раҫҫей Федерацийĕшĕн ПМЭФ-2018 экономика тĕлĕшĕнчен тĕлĕнмелле пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм пулса тăчĕ. Тĕнчипе паллă ертӳҫĕсем, предприятисемпе организацисенче тăрăшакансем юлашки 20 ҫул хушшинче актуаллă ыйтусене сӳтсе яваҫҫĕ, йывăрлăх кăларса тăратаканнисене татса параҫҫĕ. Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн пулăшуҫи Юрий Ушаков ҫапларах каланă: «Кăҫалхи мероприяти хăйне евĕр, ытти ҫулхисенчен те ăнăҫлăрах тесе шутлатпăр.  Кунта ют ҫĕршывсенчен 15 пин ытла ҫын килесси паллă.  Ăсчахсем, бизнес тытăмра вăй хуракансем, обществăлла организацисенче тимлекенсем, тĕрлĕ влаҫ тытăмĕнче ĕҫлекенсем те чылайăн пухăнаҫҫĕ», – тенĕ.    

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ ҫулҫӳревĕн пĕрремĕш кунне пĕтĕмлетӳ тунă.

Ертӳҫĕн программи чи малтан ĕҫлĕ апатланупа пуҫланнă, унта пуҫлăхсемпе актуаллă ыйтусем тавра сăмахланă. «Эпир ҫамрăксен потенциалĕ ӳссе пытăр тесе чылай тăрăшатпăр.  Пирĕн тĕп пуянлăх – ăслă та пысăк тавракурăмлă халăх пулни. Эпир бюджетран кашни виҫҫĕмĕш тенкине вĕрентӳ пайне тăкаклатпăр. Ҫакă ҫав тери пĕлтерĕшлĕ.  Пуҫаруллă та чаплă проектсене пурнăҫа кĕртесси Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин лартнă тĕллевсене пурнăҫлассипе тӳр килсе пырать.  Пирĕн тĕнче шайĕнчи технологисене вĕренсе пырса, производствăсем хута ямалла, халăх валли ĕҫ вырăнĕсем хатĕрлемелле.  Енчен те инвесторсене явăҫтармасан, предприятисемпе организацисене уҫмасан, РФ Президенчĕ лартнă тĕллевсене пурнăҫлама хĕн», – тенĕ вăл.

Чи пахи – форум ĕҫĕнче ятарлă килĕшӳсем туни, вĕсене алă пусса ҫирĕплетни.  ВТБ банкпа Чăваш Республикин Правительстви  пĕр-пĕринпе тухăҫлă ĕҫлесе пыма, проектсене пурнăҫлама ĕҫ хутне ҫирĕплетнĕ. Тулашэкономика банкĕ, АСИ тата Чăваш Ен Правительстви Меморандум ҫинче алă пуснă.   «Ҫаксем пĕтĕмпех регионăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне хăватланма витĕм кӳрĕҫ, хушма вăй-хăват парĕҫ, предпринимательлĕх пайне ҫăмăллăх кӳрĕҫ, чаплăран та чаплă условисем йĕркеленĕҫ», – пĕтĕмлетнĕ калаҫăва республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Ҫак кун Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăш-пĕр ертӳҫĕсемпе ĕҫлĕ тĕлпулусем те ирттернĕ. Калăпăр, Виктор Вексельбергпа регионта инвестици проектне пурнăҫа кĕртесси пирки канашланă, «Деловая Россия», «ОПОРА России»,  РФ Суту-илӳпе промышленноҫ палатин пуҫлăхĕсемпе те кăсăклă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сӳтсе явнă. «Ҫакăн йышши тĕлпулусем питĕ кирлĕ, хушма инвестици Раҫҫейе,  региона явăҫтарма витĕм кӳреҫҫĕ», – тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  

Фоторепортаж



25 мая 2018
08:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter