Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Хими отраслӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Хими отраслӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

Чӑваш Ен хими комплексӗ – экономикӑн пысӑк технологи вӑй-хӑ­вачӗллӗ кал-кал аталанакан пайӗ. Отрасль предприятийӗсенче инно­ва­цил­лӗ технологисене ӗҫе кӗртеҫҫӗ, конкуренцие юрӑхлӑ таварсем туса кӑ­лараҫҫӗ, производствӑна техника тӗлӗшӗнчен ҫӗнетсе пыраҫҫӗ.

Хими отраслӗн предприятийӗсем Чӑ­ваш Республикин имиджне ин­дустри тӗлӗшӗнчен вӑйлӑ аталаннӑ, ӑс-хакӑлпа производство майӗ­сем пысӑк пулнипе палӑрса тӑракан регион евӗр йӗ­ркелекен организацисен шутне кӗреҫҫӗ. Тех­нологие ҫӗ­нетни, туса кӑларакан таварсен пахалӑхне ӳстерни, хӑ­рушсӑрлӑхпа экологи стандарчӗсене лайӑхлатса пыни хими про­мышлен­ноҫне экономи­кӑри малти вырӑнсене сыхласа хӑварма тата таварсене экспорта ӑсатма май параҫҫӗ.

Паян хими промышленноҫӗнче вӑй хуракансен ӗҫӗ ҫӗршыв эконо­ми­кишӗн питех те кирлӗ. Эсир хӑвӑр ӗҫӗре тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлани, яваплӑха туйса тӑни тата профессири ӑсталӑхӑр промышленноҫа, общество инфраты­тӑмӗпе социаллӑ сферӑна ӑнӑҫлӑ аталантармалли шан­чӑклӑ ни­кӗс пулса тӑраҫҫӗ.

Сире лайӑх ӗҫӗршӗн тата профессие парӑннӑшӑн пысӑк тав! Ҫи­рӗп сыв­лӑх, ырлӑх, производствӑра малашнехи ҫитӗнӳсем, тӑнӑҫлӑх тата ӑнӑҫу сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                             Михаил Игнатьев



26 мая 2018
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter