Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей предпринимательлĕхĕн кунĕ ячĕпе саламлани

Чăваш Енĕн хисеплĕ предпринимателĕсем!

 Сире Раҫҫей предпринимательлĕхĕн кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп!

Ҫак кун эпир тĕрлĕ сферăра хăйсен ĕҫне йĕркелеме пултарнă пуҫаруллă, хастар та пултаруллă ҫынсене тивĕҫлипе хаклатпăр.

Предпринимательсен хастарлăхĕ ӳснĕрен пĕчĕк тата вăтам бизнес Чăваш Ен аталанăвне хывакан тӳпе те пысăклансах пырать.

Продукципе пулăшу ĕҫĕсен ҫаврăнăшĕ те, бюджета хывакан налуксен виҫи пĕр вĕҫĕмсĕр ӳсеҫҫĕ. Ҫакна йĕркеллĕ ĕҫлĕ климат, предпринимательсене кӳрекен патшалăх пулăшăвĕн механизмĕсем ырă витĕм кӳреҫҫĕ.  Паян пĕчĕк тата вăтам бизнеса укҫа-тенкĕ, пурлăх, йĕркелӳ, консультаци тата право пулăшăвĕ кӳреҫҫĕ.

Пирĕн уҫă калаҫу тата усăллă ĕҫтешлĕх регионăн ырлăх-тивлетлĕхĕпе чечекленĕвĕн никĕсне йĕркелеҫҫĕ. Шансах тăратăп, хăвăр ĕҫе чунран парăннăран тата хавхаланăва пула сире халиччен мĕн тунине татах ҫирĕплетме, пысăк ҫитĕнӳсем тума май килет.

Сирĕн бизнеса ăнăҫлă аталанса пыма, ҫĕнĕ шухăшсем, сывлăх тата чечекленӳ сунатăп!

 

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                                                                  Михаил Игнатьев   



26 мая 2018
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter