Петербургра Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕ иртнĕ, пленар ларăвĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин тухса калаҫнă

ПМЭФ-2018: Президент России Владимир Путин выступил на пленарном заседании форумаҪу уйăхĕн 25-мĕшĕнче Петербургра Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕ иртнĕ. Пленар ларăвĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин тухса калаҫнă. Ҫак ĕҫе ҫавăн пекех Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.

Форум девизĕ шанчăклă экономикăна йĕркеле ятлă,  кун пирки тепĕр хут Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ аса илсе хăварнă. Паянхи пурнăҫ таппинче шанчăклă экономикăна вăй илтерни тата та хытăрах ҫирĕпленсе пыма витĕм кӳнине асăннă. «Пĕр-пĕринпе ăмăртасси яланах пулнă, пулать те.  Пур-пĕрех пĕрне-пĕри хисеплемелли ҫинчен манса каймалла мар.  Таса конкуренцире кăна ӳсĕмпе палăрма пулать. Вăл шăпах та, вăйлату ҫăлкуҫĕ пулса тăрĕ. Уйрăмах хальхи пурнăҫра пысăк технологи вăй илни сисĕнет. Кашни ҫĕршывшăн ҫакă ҫав тери пĕлтерĕшлĕ», тесе хыпарланă РФ Президенчĕ.    

Владимир Путин Раҫҫейĕн тĕп пуянлăхĕ патшалăх суверенитечĕ шутланнине, ăна упраса хăварасси те приоритетлă тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать тенĕ.  «Пурсăмăрăн та пĕрле тăрăшса ĕҫлесе малалла ăнтăлассишĕн ҫине тăмалла, ытти ҫĕршывсем хушшинче яланах ҫитĕнӳсемпе палăрмалла.  Граждансен пурнăҫ ĕмĕрĕ вăрăмланмалла, пахалăх шайĕ ырă енне улшăнса пымалла, технологи енчен те малта пыраканнисен ретĕнче тăмалла», тесе палăртнă вăл.

«Эпир хамăрăн аталанăва халăх пуянлăхĕнче, унăн пултарулăхĕнче, ĕҫченлĕхĕнче куратпăр. Кадрсен потенциалĕ пысăк, кулленех хăйсен тавракурăмлăхне ӳстерсе пыраҫҫĕ специалистсем. Тĕнчере малта пыракансен паха опычĕсене тĕпе хурса ĕҫлесе пыма вĕренсе пыраҫҫĕ.  Кирек-епле йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтăва та ăнăҫлă татса пама пĕлни паха», хушса каланă ҫĕршыв Ертӳҫи.

Владимир Путин Раҫҫей Федерацийĕнчи регионсене тĕрев парасси ыйту та кун йĕркинче тăнине палăртнă.  «Проектсем пурнăҫланасси, плансем тулса пырасси, экономика хăватланасси, социаллă сфера вăй илесси,  инфратытăм ҫирĕпленесси субъектсем епле аталанса пынинчен те сахал мар килет. Ĕҫ тухăҫлăхĕ ӳсесси те ҫак факторсенче чылай курăнать. Хальхи пурнăҫ таппинче регионсем хушшинче ҫивĕч ăмăрту пулни куҫкĕретех. Лайăх кадрсене явăҫтарассишĕн вĕсем сахал мар тăрăшаҫҫĕ, инвестици климатне ӳстерсе пырассишĕн те вăй хуни курăнать.  Ӳсĕмсемпе палăрнине ҫирĕплетекенни Наци рейтингĕ. Вăл шăпах та, инвестици илĕртӳллĕхĕн кăтартăвне хаклать», тенĕ РФ Президенчĕ.

Палăртса хăваратпăр, АСИ Петербургра иртнĕ форумра Наци рейтингĕн пĕтĕмлетӳ ĕҫĕпе паллаштарнă.  Чăваш Республики яланхиллех малта пыракан вунă субъект хушшинче тăрать.  Ҫак кăтартăва ҫĕнсе илме ҫав тери хытă ĕҫлемелле, тупăшу ҫивĕч. Регионсем хăйсен ҫитĕнĕвĕсене хăпартса пырассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлени никамшăн та вăрттăнлăх мар. Бизнес сферăра вăй хуракансем вара хăйсен шухăшне палăрта, аталанса пымалли мĕнпур условисене ҫирĕп хаклаҫҫĕ.  Ҫак ĕҫ пĕтĕмлетĕвне тума кашни ҫул бизнес сферăра тăрăшакансемпе пĕрле экспертсем, аналитиксем тата та ытти ятарлă специалистсем хутшăнаҫҫĕ. Палăртнă кун, пленар сессийĕнче Француз Республикин Президенчĕ  Эммануэль Макрон, Японин Премьер-министрĕ Синдзо Абэ, Китай Халăх Республикин Председателĕн ҫумĕ Ван Цишань, Пĕтĕм халăхсен хушшинчи валюта фончĕн хушу паракан директорĕ Кристин Лагард пулнă, докладсем туса панă.   

Фоторепортаж



28 мая 2018
08:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter