Чăваш Республикин бюджечĕ 2018-мĕш ҫулта тата та 1,4 млрд чухлĕ ӳсет

 Ҫу уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ иртнĕ, ăна регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă.  Чăваш Республикин республика бюджечĕ пирки калакан саккун проектне тишкернĕ май, ларăва пухăннисем ҫĕнĕлĕхсемпе паллашнă.   Ĕҫе пухăннисем, 2018-мĕш ҫул тата планпа пăхса хăварнă 2019-2020-мĕш ҫулсем валли палăртнă бюджет пирки тĕплĕн чарăнса тăнă.  

Саккун проекчĕпе килĕшӳллĕн, 2018-мĕш ҫулхи бюджета ҫĕнĕлĕхсем кĕртнĕ хыҫҫăн 1,4 млрд. чухлĕ пысăкланасси паллă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕн  тăкак пайĕ 2018-мĕш ҫулта ҫĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварнă хыҫҫăн, 57,5 млрд пуласси паллă тенĕ. Республика хыснине каялла тавăрса памалли мар укҫа 20 млрд. 204 млн тенкĕ федераци центрĕнчен куҫать, пĕлтĕрхинчен ҫак кăтарту 17,1 процент чухлĕ пысăк пулни сисĕнет.  

Регион Пуҫлăхĕ тата ҫакна та палăртнă, тӳрлетӳсем бюджетра кĕртсе хăварнă хыҫҫăн,  муниципалитет пĕрлешĕвĕсене  сахал мар тĕрев куҫать тенĕ, пурĕ 19,2 млрд бюджетра пăхса хăварнă, 2017-мĕш ҫулхинчен  кăтарту 18,7 процент чухлĕ нумайраххине асăннă. «Кашни тенки тĕллевлĕ тăкакланмалла, халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне ӳстерме куҫмалла. Социаллă сферăн ҫĕнелмелле, палăртса хунă мĕнпур ĕҫсен  вăхăтра пурнăҫа кĕрсе пымалла», тенĕ Ертӳҫĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина мĕнпур ҫĕнĕлĕхсене кĕртсе хăварнă хыҫҫăн, республика бюджечĕн 2018-мĕш ҫулхи тупăш пайĕ 47 721,9 млн танлашасси те паллă тенĕ,  2017-мĕш ҫулхинчен 8,5 процент пысăкраххине каланă сăмаха тăсса.  Республика бюджечĕн тăкак пайĕ  48 962,2 млн танлашать, пĕлтĕрхинчен 11,6 процент нумайрах. Дефицит та ҫук мар, хальлĕхе вăл 1240,3 млн ҫитнĕ.   Тăкак пайĕнче ытларах инвестициллĕ проектсене пурнăҫлама укҫа куҫни курăнать, хушма  пулăшу 6,8 млрд чухлĕ пулĕ.  

Вĕренӳ пайне те сахал мар укҫа уйăраҫҫĕ, ӳсĕм – 1,5 млрд. ҫитнĕ.  Ача сачĕсене хăпартса лартма 893,6 млн куҫĕ, вĕсемпе 11 объект хута яма тĕллев лартнă.

Шкулсен пурлăхпа техника базине ҫĕнетме 281,1 млн уйăрма пăхса хăварнă.  Кунсăр пуҫне, шкулта вĕрентекенсен шалу укҫине хăпартса пыма 322,6 млн уйăрма та тĕллев лартнă.

Хушма укҫа-тенкĕ сывлăх сыхлавĕ валли тăкакланасси те паллă.  Ку тĕллевпе 930 млн куҫарма плана кĕртнĕ.  Эмелсем туянма, социаллă пулăшу илекенсене тĕрев пама тăкакланасси те куҫкĕретех, вĕсене валли 340 млн пăхса хăварнă.

Арҫынсен сывлăхне упрасси те приоритетлă ыйтусенчен пĕри, ăна валли бюджетра 46,1 млн палăртса хунă.

Васкавлă пулăшу памалли автомашинăсене туянма 92 млн уйăрнă, вĕсемпе ҫĕнĕ 26 машина илме пулать.  Пурĕ кăҫал 84 единица техника илме плана кĕртсе хăварнă. Вĕсем валли пĕтĕмпе 232,2 млн тăкакланасси те паллă.  

Сывлăх сыхлавĕн объекчĕсене юсама, тĕрлĕ медицина хатĕрĕсене туянма 547,7 млн бюджетра уйăрнă.

Спорт валли те сахал мар укҫа куҫĕ, кăтарту 90,4 млн ҫитнĕ.  Спорт учрежденийĕсене тĕпрен ҫĕнетме тата хута яма та плана кĕртсе хăварнă.   

Культура ыйтăвĕсене татса пама 57,4 млн бюджетра пăхса хăварнă. Кăҫал тепĕр хут тӳрлетӳсем туса хăварнă хыҫҫăн, 2018-мĕш ҫулта ҫак асăннă тытăма 1,4 млрд куҫасси паллă, ку та пысăк пулăшу, 33,4 процент чухлĕ пĕлтĕрхи кăтартуран пысăкланни сисĕнет.   

Вăрмансенче пушарсене сӳнтермелли ятарлă техника туянма 45,7 млн бюджетра уйăрнă.

Патшалăхăн хушма пулăшăвĕ вак тата вăтам предпринимательлĕх пайне куҫасси те паллă. Кăтарту ку тытăм валли пысăкланĕ, 30 процент таран ӳсĕ, 75,8 млн танлашĕ. Вăл укҫаран 61,8 млн производствăсене модернизацилеме куҫасси паллă. Ялсене аталанма, инфратытăма ҫĕнетме программăпа килĕшӳллĕн, 167,2 млн куҫарма пăхса хăварнă. Хушма укҫа самай пулăшу ял тăрăхĕсене аталанса вăй илме.  

Светлана Енилина хăйĕн докладĕнче инвестици тăкакĕсем пирки те чарăнса тăнă. Республикăн пĕрлештернĕ бюджетĕнче ҫак виҫе 2018-мĕш ҫулта тӳрлетӳсем тунă хыҫҫăн, 7,3 млрд танлашĕ тенĕ, 2017-мĕш ҫулхинчен 23,5 процент чухлĕ пысăкрах.  Федерацин саккунĕн йĕркине тĕпе хурса, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ пирки калакан саккун проектне те тишкернĕ, ларăва пухăннисем ĕҫ хутне ырланă.  



28 мая 2018
16:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter