Чăваш Республикин Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерствине малашне Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви тейĕпĕр

 Чăваш Республикин Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерствине малашне Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви тейĕпĕр. Кун пирки калакан Указа паян, ҫу уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев алă пусса ҫирĕплетнĕ.  

Кашни эрнере Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе Михаил Игнатьев ирттерекен планеркăра ҫапларах каланă: «Ҫĕршыври регионсен аталанăвĕн векторĕсем пирки РФ Президенчĕ Владимир Путин 2018-мĕш ҫулта ҫу уйăхĕн 7-мĕшĕнче алă пуснă Указра та палăртнă.  Маларахри тапхăрта ҫӳлерех асăннă ыйтупа информаци технологийĕ, электроҫыхăну, массăллă коммуникацисемпе массăллă информаци хатĕрĕсемпе Федерацин Ҫыхăну тата массăллă коммуникацисен министерстви ĕҫленĕ пулнă. Каярах ҫак министерствăна, РФ Президенчĕ 2018-мĕш ҫулта ҫу уйăхĕн 15-мĕшĕнче 215-мĕш №-лĕ Указпа килĕшӳллĕн, малашне РФ Цифра аталанăвĕпе, ҫыхăну тата массăллă коммуникацисен министерстви тесе йышăнас тенĕ», - пĕлтернĕ республика Хуҫи.

Республикăра та ҫакăн йышши Указа алă пусма йышăнни, ĕҫ тухăҫлăхне ӳстерессипе ҫыхăннă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинетне министерствăн штатне йĕркелеме, пурлăхпа техника базине ҫĕнетме тата ытти ыйтусене татса пама  регион Ертӳҫи хушнă.

Палăртса хăвармалла, Чăваш Республикинче цифра технологине пурнăҫа кĕртсе пырас тĕллевпе сахал мар ĕҫлеҫҫĕ.  Экономикăра, социаллă сферăра ҫак ĕҫ курăмлă пулса пырать. Кун пек йышăну туни, малашне тата та халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне хăпартма витĕм кӳрессине те шанатпăр, патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсемпе те усă курма меллĕрех пулĕ.      



28 мая 2018
14:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter