Канашлăва пухăннисем кăҫал ҫуллахи тапхăрта ачасен канăвне йĕркелемелли ĕҫ кăтартăвĕсем пирки ыйтăва тĕплĕн пăхса тухнă

 Ҫу уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ.

Канашлăва пухăннисем кăҫал ҫуллахи тапхăрта ачасен канăвне йĕркелемелли ĕҫ кăтартăвĕсем пирки ыйтăва тĕплĕн пăхса тухнă.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Александр Иванов хăйĕн докладĕнче 2018-мĕш ҫулта шкул ҫулне ҫитнĕ мĕнпур ачасенчен 65 процентне кану лагерĕсене вырнаҫтарма плана кĕртнине хыпарланă.  Ҫак кăтартуран 48 пин ытла шăпăрлан йывăр ҫемьесенче усранаканнисем тенĕ министр сăмаха тăсса.

Кăҫал ҫулла регионта ачасен сывлăхне ҫирĕплетме 452 учрежденине стандартпа килĕшӳллĕн хатĕрленĕ.  Шкулсем ҫумĕнче те лагерьсем уҫăласси паллă тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. «Учрежденисем пĕтĕмпех ачасене кĕтсе илме хатĕр, условисене ҫирĕп тĕрĕслев витĕр кăларнă», — тесе пĕлтернĕ вăл.  Кăҫал хăш-пĕр ҫĕнĕлĕхсем те пуласси куҫкĕретех. Профильлĕ сменăсем йĕркелеме плана кĕртнĕ.

2018-мĕш ҫулта бюджетра лагерьсем валли 470 млн тенкĕ пăхса хăварнă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев шкул ҫумĕнчи лагерьсем валли те сахал мар бюджетран укҫа куҫнине асăннă. «Вăл ушкăна лекекен ачасен апатланнисĕр пуҫне ытти вĕрентӳ пайĕпе те хăйсен тавракурăмлăхне ӳстермелле.  Ачасен пĕлӳ шайĕ хавшамалла мар, вĕсене кулленех ҫĕнĕ майсемпе паллаштарса пырассишĕн тăрăшмалла», тесе каланă вăл.

Кун йĕркинчи тепĕр ҫивĕч ыйту вожатăйсене хатĕрлесси. Вĕсен пĕлӳ шайĕ пысăк пулмалла, ĕҫе вырнаҫиччен ҫирĕп тĕрĕслев витĕр кăлармалла тесе асăрхаттарнă Михаил Игнатьев. Ыйтăва никамăн та куҫран вĕҫертме юрамасть, ачасене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси пуриншĕн те пĕлтерĕшлĕ пулса тăмалла. «Таса чунпа ĕҫлекеннисен кăна ачасемпе пĕрле пулма юрать, шанăҫа ҫухатнисене ача-пăчасене шанса пама юрамасть», тенĕ регион Пуҫлăхĕ.   

Чăваш Енри шалти ĕҫсен министрĕн ҫумĕ Леонид Вакс хăйĕн докладĕнче ачасем йышлăн пухăнакан вырăнсенче тăтăшах профилактика ĕҫне йĕркелемеллине, вĕсене мĕнлерех пурнăҫласа пымалли ҫинчен те тĕплĕн каласа кăтартнă.  

 



29 мая 2018
10:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter