Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев РФ патшалăх учрежденийĕсен Пĕтĕм Раҫҫейри профессионалсен пĕрлешĕвĕн председателĕпе Николай Водяновпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев встретился с председателем Общероссийского профессионального союза работников государственных учреждений и общественного обслуживания РФ Николаем ВодяновымҪу уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев РФ патшалăх учрежденийĕсен Пĕтĕм Раҫҫейри профессионалсен пĕрлешĕвĕн председателĕпе Николай Водяновпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  

Уҫă калаҫăва ҫакăн пекех Пĕтĕм Раҫҫейри патшалăх учрежденийĕсен профессионалсен пĕрлешĕвĕн Чăваш Енри уйрăмĕн председателĕ  Василий Харитонов хутшăннă.

РФ Профсоюз председателĕ Николай Водянов Чăваш Республикине ĕҫлĕ визитпа килсе ҫитнине хыпарланă. Пуҫлăхсем РФ Атăл-Вятка регионĕсенчи ĕҫчешĕсемпе Раҫҫей Профсоюзне 100 ҫул ҫитнине халалласа ҫу уйăхĕн 30-31-мĕш кунĕсенче канашлу ирттерме плана кĕртнине пĕлтернĕ.  

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, регионта профессионалсен пĕрлешĕвĕ аталанса вăй илсе пытăр тесе сахал мар тимлĕх уйăрнине каланă.  Халăха ĕҫпе тивĕҫтерес тесе, виҫĕ енлĕ килĕшĕве те алă пусса ҫирĕплетнине хыпарланă.  Ĕҫлĕ канашлусенче актуаллă ыйтусене тарăн сӳтсе явнине, кирек-епле йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан самантсене те тимлĕн тишкернине асăннă.  

Николай Водянов ырă хыпар пĕлтернĕ, Чăваш Респуликинчи организаци чăнласах та ыттисем хушшинче ăнăҫлă ĕҫлесе пыраканни тесе мухтаса хăварнă. «Чăваш Енри профсоюз хăйне ҫирĕп аталанса пынине пĕр хутчен ҫеҫ мар кăтартса пама пултарчĕ.  Ҫакă ĕҫпе тивĕҫтерекенсемпе ĕҫлекенсем хушшинче ăнлануллă ҫыхăну пуррине те кăтартса парать.  Сирĕнтен ытти регионсен тĕслĕх илсе пымалла, ырă енсене хăйсем патĕнче пурнăҫа кĕртессишĕн тăрăшмалла», - тенĕ сумлă хăна.

    «Эпир ӳлĕмрен те пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пыма тĕллев лартатпăр.  Халăх ырлăхĕшĕн таса чунпа, яваплăха туйса ĕҫлеме хатĕр.  Ĕҫлекен ҫын яланах пирĕншĕн пысăк хисепре», - тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Фоторепортаж



29 мая 2018
08:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter