Чăваш Републикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Атăлҫи федераци округĕнчи Раҫҫей ШĔМ транспорт Управленийĕн пуҫлăхĕпе, Александр Бережнăй полковникпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев провел рабочую встречу с начальником Управления на транспорте МВД России по ПФО, полковником полиции Александром БережнымҪу уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Републикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Атăлҫи федераци округĕнчи Раҫҫей ШĔМ транспорт Управленийĕн пуҫлăхĕпе, Александр Бережнăй полковникпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.   

Уҫă калаҫăва Раҫҫей ШĔМ Чăваш Енри линейнăй уйрăмĕн пуҫлăхĕ Артур Сергеев хутшăннă.

Ертӳҫĕсем калаҫу вăхăтĕнче «Хăрушлăхсăр хула» программăпа килĕшӳллĕн транспортсемпе ҫыхăннă объектсенче саккунсен йĕркине ҫирĕп тытса пымалли ҫинчен тĕплĕн сӳтсе явнă.

Михаил Игнатьев Раҫҫей ШĔМ Чăваш Енри линейнăй уйрăмĕ кирек-епле транспортсен ҫыхăнăвĕсенче те хăрушсăрлăхпа туллин тивĕҫтенине палăртнă, объектсенче видеосăнавсем вырнаҫнине пĕлтернĕ ертӳҫĕ.   

Александр Бережнăй хăйĕн сăмахĕнче, Чăваш Республикинче инфратытăма лайăхлатассипе тĕллевлĕн ĕҫленине палăртнă. «Эпир кирек-епле объектсенче те хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессишĕн тимлетпĕр.  Ҫирĕп йĕркене пăхăнса пыратпăр.  Транспорт полицийĕсен пĕлӳ шайĕ те ӳстĕр тесе тăрăшатпăр. Вĕсем тухăҫлă ĕҫлеччĕр, халăхшăн усăллă ĕҫсем туччĕр тетпĕр.  Анчах та мĕнпур палăртнă тĕллевсене пĕтĕмпех пурнăҫа кĕртес тесессĕн, пурлăхпа техника базин те ҫĕнелсех пымалла», - тенĕ вăл.   

Фоторепортаж



29 мая 2018
14:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter