Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Патшалăх Думин депутачĕпе Виктор Кидяевпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев провел рабочую встречу с депутатом Государственной Думы Российской Федерации Виктором КидяевымҪу уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думинчи аграри ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен комитетăн пайташĕпе Виктор Кидяевпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Икĕ ен пĕр-пĕринпе тухăҫлă ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарасси пирки канашланă, ял хуҫалăх пайне аталантарассипе  тухса тăракан ыйтусене тапратнă, федераци программине хутшăнса патшалăх паракан пулăшусене тивĕҫесси пирки сăмахланă, ҫĕршыва хамăр таварсемпе ҫителĕклĕ саплаштарасси ыйтăва хускатнă.

«Пирĕн ĕҫлĕ ҫулҫӳрев программинче ҫĕр ĕҫченĕсемпе курса калаҫасси, вĕсен шухăш-кăмăлне пĕлесси. Палăртма кăмăллă, Чăваш Енре аграри тытăмĕ хăватлă аталанать, пурсăмăра та ҫакă савăнтарать те ĕнтĕ.  Эпир уй-хирсенче пултăмăр, ҫурхи, кĕрхи культурăсене курса ĕнентĕмĕр.  Симĕс ылтăн хир куҫа илĕртет, чуна ҫĕклесе ярать. Хула, ялсем вăй илсе ҫирĕпленсе пыраҫҫĕ.  Ҫакă пĕтĕмпех Чăваш Ен Правительстви муниципалитет пĕрлешĕвĕсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫленине ҫирĕплетет», - тенĕ хăна Виктор Кидяев сăмаха малалла тăснă май.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, чăнласах та регионта ял аталанса пытăр тесе сахал мар ĕҫленине хыпарланă. Ял хуҫалăх пайне ҫирĕплетме курăмлă ĕҫсем чылай пурнăҫланине пĕлтернĕ.   

Республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕн тăкак пайĕнче 57,5 млрд укҫа пăхса хăварнă, 2017-мĕш ҫулхинчен 10,7 процент пысăкрах тенĕ Ертӳҫĕ сăмаха малалла тăснă май.  Каялла тавăрса памалли мар пулăшу виҫи те 20 млрд 204 млн ҫитнĕ. Муниципалитетсене тĕрев пани куҫкĕретех. «Социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пĕтĕмпех татса панă.  Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртес тесе, республикăри мĕнпур сферăсенче тăрăшакансем ҫине тăрсах ĕҫлеҫҫĕ», — тенĕ Михаил Игнатьев.     

Фоторепортаж 



29 мая 2018
13:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter