Аталану валли никĕс пур

«Унта 100 ытла çĕршыв представителĕсем, пĕтĕмпе 15 пин çын ытла, хутшăнчĕç. Форум — тĕл пулса тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе явмалли питĕ лайăх площадка», — çапла хакларĕ паян ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Петербургри Пĕтĕм тĕнчери экономика форумне. Нева çинчи хулара пулса иртнĕ ĕçсем Чăваш Ене те тÿрремĕнех пырса тивеççĕ.

Чи пĕлтерĕшлисен шутĕнче — республика Тулашэкономбанкпа тата Стратеги пуçарăвĕсен агентствипе алă пуснă килĕшÿсем. Михаил Игнатьев «çак документсем республикăра предпринимательсен пĕрлĕхĕ валли лайăхрах условисем йĕркелеме пулăшасси» пирки иккĕленмест.

Инвестици климачĕн наци рейтингĕнче ку хутĕнче республика 8-мĕш вырăн йышăннă — рейтинг кăтартăвĕсене шăпах форум вăхăтĕнче пĕлтернĕ. Пĕлтĕр республика 2-мĕш вырăнта пулнине кура хăшĕсем кăçал регион каялла чакнă теме те пăхĕç, анчах Михаил Игнатьев 8-мĕш вырăна та çитĕнÿ вырăнне хурать. Пирĕн умра чăннипех пуян регионсем пулнине шута илсен — пушшех. Малта — Тюмень облаçĕ, Тутарстан, Мускав…

Форумра вĕрентÿ ыйтăвĕсем тавра та калаçу пулнă. Ку енĕпе патшалăх уйрăм çынсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлессине çул пама хатĕрленет. Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, «пирĕн кунашкал пуçарусем пулнă, анчах вĕсем тÿрре тухмарĕç». Малашне тÿрре кăларма тивĕ. Авă, Шупашкарти кадет шкулĕн пĕр корпусне «ырă çын» тăвать — 180 миллион тенкĕ хывать. «Çийĕнчен укçа уйăрас тĕлĕшпе пĕр кун та тытăнса тăмасть», — кăмăллăн каларĕ Михаил Васильевич. Çакăн евĕр инструментсем кирлĕ, вĕсене тупма тăрăшмалла.

Пысăк тĕллевсен шутĕнче — пурăнмалли çурт-йĕр строительствине çĕнĕ вăй парасси. Раççей Президенчĕ ăна çитес çулсенче 1,5 хут пысăклатма тĕллев лартнă. Чи лайăх çулта та çĕршывра ку енĕпе кăтарту 80 миллион тăваткал метрпа танлашнă, çавна май 1,5 хут ÿстерме, паллах, çăмăл пулмĕ. Çапах Регион ертÿçи республика сулмаклă утăм тăваясса шанать. Экономкласс йышши хваттерсем ытларах туса, ытти мелпе усă курса.

Тепĕр тесен тĕллевсем ытти енĕпе те пысăк. Калăпăр, çынсен пурнăçĕн вăтам тăршшĕне 2030 çул тĕлне 80 çула çитересси. Паллах, çынсен хăйсен те сывлăха упрама тăрăшмалла — унсăр вăрăм пурнăç пирки ĕмĕтлениме те кирлĕ мар. Сăмахран, табак туртни йышши усал йăласенчен писмелле. Апла пулин те республика ку енĕпе хальччен тунă пысăк ĕçсем тĕрев пулĕç, эппин, çав никĕс çинче çĕкленме май пур.

Пурте пĕрле тăрăшса ĕçлесен кăна аталану çулĕпе малалла кайма пултарăпăр - çапларах пулчĕ республика пуçлăхĕн Петербургри форумран таврăннă хыççăнхи шухăшĕсен пĕтĕмлетĕвĕ.

Владимир АВРЕЛЬКИН, вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ:

Эпир хамăрăн ырă опыта пуянлатса пыратпăр: бизнеса пулăшмаллим инфратытăм йĕркелетпĕр, индустри паркĕсем тăватпăр. Республикăра нумай функциллĕ центр ăнăçлă ĕçлет, унта вăтам тата пĕчĕк бизнес ыйтăвĕсене «пĕр чÿрече» принципа тĕпе хурса татса параççĕ, пулăшу ĕçĕсемпе оперативлă майпа тивĕçтереççĕ. Регионта предпринимательсемпе тÿрĕ диалог йĕркеленĕ, влаçпа хутшăнмалли çак формат влаçăн тĕрлĕ сыпăкĕнчи ыйтусене хаклама май парать.

Çапах лайăхлатмалли тата нумаййине те ăнланатпăр: административлă чăрмавсене сирес, бизнеса тĕревлемелли мелсене анăлăлатас, инвестици климатне информаци ресурсĕсемпе, инвестици процесĕсене çирĕп сăнаса тăмалли тата регионсен чи лайăх практикисене ĕçе кĕртмелли механизмсемпе анлăн усă курса лайăхлатас енĕпе малашне те çине тăрса ĕçлемелле.

Николай КОНОВАЛОВ.

 



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
29 мая 2018
10:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter