Ҫуркунне тата ĕҫ уявне халалланă мероприятине Чăваш Республикинче 44 пин ытла ҫын хутшăннă

В Чувашии в праздничных первомайских шествиях приняли участие порядка 44 тысяч человекРаҫҫейре Ҫуркунне тата ĕҫ уявне халалласа кашни ҫулах массăллă мероприятисем иртнĕ. Чăваш Республикинче 44 пин ытла ҫын кăҫал уяв парадне тухнă.    

Шупашкарти тĕп уяв мероприятине Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, «Чувашрессовпроф»  профсоюз организацийĕсен регионти уйрăмĕн председателĕ Анатолий Коршунов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Раҫҫей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем: Леонид Черкесов, Николай Малов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансем тата та ытти нумай ҫын пуҫтарăннă.

Михаил Игнатьев уява пухăннисене саламланă май ҫапларах каланă: «Ҫуркуннехи çак уяв ӗçе мухтать, тăван ен ырлăхӗшӗн вăй хума хавхалантарать. Тӳрӗ кăмăлпа яваплăха туйса ӗçлени кашни çын тата çемье пурнăçӗн пахалăхӗн шайне ӳстерет, обществăна ăнăçлă аталанма май парать, республика, çӗршыв хăватне çӗклет. Паян влаç тата бизнес пысăк тухăçлă производствăсем йӗркелес, экономикăна аталантарас, ӗç тухăçлăхне ӳстерес, халăхăн пурнăçне лайăхлатас енӗпе пӗрле вăй хураççӗ. Юратнă ӗçе чунпа парăннă патриотсем тăван республикăна илемлӗрен те илемлӗ пулма пулăшаççӗ. Малашне те Чăваш Республикин ырлăхӗшӗн пӗрле ӗçлессе шанатăп. Пӗрлӗхре пирӗн вăй!», тенĕ вăл.

Уяв Хĕрлĕ площадьре пултарулăх ушкăнĕсен хаваслă юрри-кĕввипе вĕҫленнĕ.

Аса илтерсе хăваратпăр, РФ Президенчĕ Владимир Путин кăҫал ҫу уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа ҫынсен пурăнмалли чи пĕчĕк ĕҫ укҫин виҫине 11 163 тенкĕ тума йышăннă.  МРОТ Чăваш Енре пурăнакансенчен 10 процентне пырса тивет. Вăтамран ҫак виҫепе 30 пин ытла ҫын усă курма пуҫлассине палăртнă. «Ĕҫ укҫин виҫи патшалăх тата муниципалитет пайĕнче вăй хуракансен кăна хăпармалла мар. Регионти мĕнпур предприятисемпе организацисенче ĕҫлекекнсен ӳсмелле.  Раҫҫей Президенчĕн пуҫаруллă шухăшне пурнăҫа кĕртессипе мĕнпур ертӳҫĕсем хăйсен организацийĕсенче ĕҫлекенсен шалу укҫине хăпартасса», уйрăммăн палăртса каланă Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тухнă Ҫырура кăҫал регион Пуҫлăхĕ. 

Фоторепортаж



03 мая 2018
08:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter