Чăваш Енри чи ăста та пултаруллă вĕрентекенсен ятне тивĕҫнисене наградăсем парса хавхалантарнă
Ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев республика шайĕнче йĕркелесе ирттернĕ конкурс ҫĕнтерӳҫисене савăнăҫлă лару-тăрура чысланă пулăма хутшăннă. Ку хутĕнче Чăваш Енри чи ăста та пултаруллă вĕрентекенсен ятне тивĕҫнисене наградăсем парса хавхалантарнă.
Торжествăлла пулăма пухăннисене чи малтан Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă. Педагогика сферинче яваплăха туйса таса чунпа ачасене вĕрентнĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Сăмаха май, ҫакăн йышши мероприятисене регионта 1992-мĕш ҫултанпах йĕркелесе ирттерме пуҫланине асăнса хăварнă. Ҫамрăксем ҫулран ҫул хăйсен тавра курăмлăхне ӳстерсе туптаса пынине каланă. Вĕрентекенсем хăйсен ăсталăхне хăпартса пырассишĕн пысăк технологисене те тĕпе хурса яш-кĕрĕме вĕрентнине палăртнă регион Пуҫлăхĕ. Ăнсăртран мар пулĕ, пирĕн республикăра вĕрентӳ пайĕ хăватланса пырать тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Раҫҫейшĕн тивĕҫлĕ граждансем пулма хатĕрленĕшĕн педагогсене, воспитательсене тав тунă. Чăваш Енре ачасене ăс пама условисем ҫителĕклĕ таран пулнине те палăртса хăварнă Михаил Игнатьев сăмаха май. Ача сачĕсем, шкулсем ҫĕнелсе ҫĕнĕрен ҫĕкленсе пыраҫҫĕ, технологи вăй илет.
2018-мĕш ҫулта республика шайĕнче йĕркеленĕ конкурсра пурĕ 123 педагог хăйсен пултарулăхне кăтартса панă. Кашни конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх 5 лауреата палăртнă.
Мала тухнисене Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев, Чăваш Республикинче ачасен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй Елена Сапаркина, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ ҫумĕнчи Ҫамрăксен палатин обществăлла организацийĕн председателĕ Кирилл Ермолаев, Раҫҫей Федерацийĕн халăх вĕренĕвĕпе наука Профсоюз ĕҫченĕсен Чăваш Енри организацийĕн председателĕ Зинаида Степанова тата ытти сумлă хăнасем саламланă, вăл шутран конкурса йĕркелесе ирттерме витĕм кӳрекен партнерсем те.
Ҫĕнтерӳҫĕ ята тивĕҫнисене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев савăнăҫлă лару-тăрура пĕлтернĕ. «Çулталăкри чи лайăх вĕрентекен», «Çулталăкри чи лайăх воспитатель», «Чи лайăх класс ертӳçи», «Çулталăкри чи лайăх социаллă педагог», «Çулталăкри чи лайăх педагог-психолог», «Педагогикăри дебют» номинацисенче мала тухакансене палăртнă.
Вĕсем: Андреева Татьяна Юрьевна – математика учителĕ, Сладкова Ирина Николаевна – социаллă педагог, Горелова Александра Юрьевна – педагог-психолог, Мальков Александр Викторович – класс ертӳҫи, Михайлова Елена Александровна – воспитательница, Михайлова Ксения Владимировна – ют чĕлхесене вĕрентекен.