Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева тата регионта пурăнакан мĕнпур халăха ҫывхарса килекен Ҫĕнтерӳ кунĕ ячĕпе саламланă

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева тата регионта пурăнакан мĕнпур халăха ҫывхарса килекен Ҫĕнтерӳ кунĕ ячĕпе саламланă.

«Сире Ҫĕнтерӳ кунĕ ячĕпе саламлатăп. Ҫак уяв пĕтĕм халăхшăн чи хакли тата  сумли пулса тăчĕ. Эпир аттесемпе мăн асаттемĕрсен паттăрла ĕҫĕсемпе мăнаҫланатпăр, пире пурнăҫ парнеленĕшĕн вĕсене мухтаса тав тăватпăр. Вĕсем Тăван ҫĕршыва юратни, пирĕншĕн ĕмĕрлĕх тĕслĕх вырăнĕнче. Вĕсенчен нумайӑшӗ ҫӗршывӑмӑрӑн ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхне сыхласа хӑварассишӗн пурнӑҫне пани пирĕн патриотизма, кăмăл-туйăма, вăй-хăвата вăйлатма витĕм кӳреҫҫĕ», – тесе ҫапларах ҫырнă салам йĕркисенче.

 Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев саламланă. «Пирĕншĕн Ҫĕнтерӳ хăйне евĕр пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм, асаттесемпе аттесен паттăрлăхĕ, никама парăнманлăхĕ, хăюлăхĕ. Пурсăмăршăн та пысăк ҫухату, йывăр суран. Ҫĕнтерӳ Тăван ҫĕршыва вĕҫĕ хĕррисĕр иксĕлми юрату парнелеме витĕм кӳрет. Кашни ҫемьерех хăйĕн паттăрĕ пур. Вĕсен пархатарлă ĕҫне ĕмĕрех ăша хывса, ăруран ăрăва куҫарса пыратпăр. Ҫу уйăхĕн 9-мĕшĕнче ырă кăмăл-туйăмпа сумлă ветерансене мухтаса тав сăмахĕсем калатпăр, хамăр юратни ҫинчен пĕлтерме тăрăшатпăр.    Нумай ҫул иртсен те эпир вĕсен паттăрлăхне чĕререх упратпăр, пурнăҫа  тĕрĕс йĕркелесе тытса пыма вĕрентеҫҫĕ»,  ҫапларах ҫырнă саламра.   

 Ҫакăн пекех Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев патне Раҫҫей Федерацийĕн Федераци Канашĕн Председателĕнчен Валентина Матвиенкăран та салам ҫырăвĕ килсе ҫитнĕ.  Ҫак уяв историри паллă пулăм пулнине, вăл халӑх пӗрлӗхне, хӑюлӑхпа паттӑрлӑха тата Тӑван ҫӗршыва чунтан юратнине сӑнарлакан ҫутӑран та ҫутӑ символ пулса тӑрать тенĕ салам йĕркисенче. Тĕнчери тăнăçлăха, çĕршывăмăрăн никама пăхăнманлăхне сыхласа хăварнă, килес ăрусемшĕн ирĕклĕ пурнăç çĕнсе илнĕ çынсен паттăрлăхне нихăçан та манас çуккине, вĕсен фронтри тата тылри иксĕлми ĕçĕсене яланах сăваплăн сума суннине палăртнă.

Саламсем ытти ертӳҫĕсемпе пуҫлăхсенчен те килсех тăраҫҫĕ. РФ, республикăри влаҫ органĕсенче тăрăшакансем чылай саламсем яраҫҫĕ республика Пуҫлăхĕ патне.  



03 мая 2018
17:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter