Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Тăван ҫĕршывăн 1941–1945–мĕш ҫулсенчи Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунăранпа 73 ҫул ҫитнĕ ятпа пулакан уява хатĕрленес енĕпе ĕҫлекен йĕркелӳ комитечĕн ларăвне ирттернĕ

Подготовка празднования в Чувашской Республике Дня Победы на личном контроле руководителя регионаҪу уйăхĕн 3-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Тăван ҫĕршывăн 1941–1945–мĕш ҫулсенчи Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунăранпа 73 ҫул ҫитнĕ ятпа пулакан уява хатĕрленес енĕпе ĕҫлекен йĕркелӳ комитечĕн ларăвне ирттернĕ.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче регионта пурĕ 15,6 пин  Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫин ветеранĕ пурăннине пĕлтернĕ. Вĕсене уйрăмах республикăра пысăк тимлĕх уйăрнине асăнса хăварнă. Калăпăр, 2010-мĕш ҫултан пуҫласа паянхи кунччен ветерансене хваттерпе тивĕҫтерме пĕтĕмпе 5,7 млрд тенкĕ тăкакланă. Тăтăшах ватăсен ҫурт-йăрĕсене тирпей-илем кĕртме те сахал мар витĕм кӳнине асăннă.

Ҫу уйăхĕн 3–12-мĕш кунĕсенче ветерансем обществăлла транспортпа тӳлевсĕр ҫӳреме пултараҫҫĕ. «Палăртнă йышăнупа мĕнпур ветерансен туллин усă курмалла», – тесе асăрхаттарнă регион Пуҫлăхĕ.

Юлашки ҫулсенче аслă ăру ҫыннисене тирпейлесе пытарма та пысăк тимлĕх уйăрнине палăртнă республика Пуҫлăхĕ. Вил тăприсем умĕнче тасатса пăхса тăнине палăртса хăварнă вăл сăмаха май. Ҫак ĕҫе ҫамрăксем, предприятисемпе организацисенче тăрăшакансем, обществăлла организацисенче вăй хуракансем, ырă ĕҫ тăвакансем те хастар хутшăннине хыпарланă Михаил Игнатьев, асăну вырăнĕсене вăхăтра тирпейлесе тăма чĕнсе каланă вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансене.

Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев хăйĕн докладĕнче вăрҫă ветеранĕсене сума сунса, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ячĕпе парнесем парса чысланине пĕлтернĕ. Халăха социаллă пулăшу паракан учрежденисенче ĕҫлекенсем кулленех ветерансем патне тухса ҫӳренине, вĕсен пурнăҫ условийĕсемпе паллашса пынине каланă. Ватăсене тĕрлĕ сӳнӳпе сахал мар пулăшу кӳнине палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев хăйĕн сăмахĕнче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансене кашни ветерана ҫирĕп тĕрĕслеве илме, вĕсен пурнăҫĕпе тӳрремĕнех кăсăкланма чĕнсе каланă. Сусăр ветерансем ҫамрăк ăруран тимлĕх хăйсем патне кĕтеҫҫĕ.  Кашни пуҫлăхăн вăрҫă ветеранĕ патне ҫитсе уяв ячĕпе ăшшăн саламламаллине каланă вăл сăмаха тăсса.  Ҫак ĕҫе предприятисемпе организацисенче тăрăшакансен, депутатсен, обществăлла организацисенче тимлекенсен хастар хутшăнмалла тенĕ вăл. Тĕрĕслев ĕҫĕсем ирттернĕ хыҫҫăн, ҫакă паллă пулнă: Шупашкарти, Ҫĕнĕ Шупашкарти, Сĕнтĕрвăрринчи, Етĕрнепе Шупашкар районĕсенчи  35 палăка юсамалла. Район тата хула администрацийĕсен пуҫлăхĕсем ҫитменлĕхсене ҫийĕнчех пĕтерме шантарнă.

Ларура уявăн тĕп мероприятийĕ пирки те тĕплĕн сӳтсе явнă. Пĕтĕмпе плана 2,5 пин мероприяти кĕртнĕ, вĕсенче 500 пин  ытла граждан хутшăнасси те паллă.

Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев хăйĕн сăмахĕнче республикăри мĕнпур муниципалитетра митингсем пулассине хыпарланă.  

Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков республикăра кăҫал пуҫласа ҫамрăксен флешмобĕ пулассине пĕлтернĕ. Ҫĕнĕ проект ҫу уйăхĕн 7–мĕшĕнче пурнăҫа кĕрĕ.  

Ҫу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Ĕмĕрлĕх вут-ҫулăмĕ, «Ҫĕнтерӳ» Асăну мемориалĕ умĕнче мĕнпур халăх чечек ҫыххисем хурĕҫ.

Кăнтăрла 12 сехетре Хĕрлĕ площадьре ҫар техникисемпе парада тухĕҫ. Ҫак тапхăртах Наци вулавăшĕ патĕнчен пуҫласа  «Вилĕмсĕр полк» акци старт илет.

Уяв концерчĕ каҫхине 22 сехетре тытăнать.

Лару ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Игнатьев мероприятине чи ҫӳллĕ шайра ирттермеллине асăрхаттарнă.  «Ҫĕнтерӳ кунĕ ҫитиччен шутлă кунсем ҫеҫ юлчĕҫ. Пурин те палăртнă ĕҫсене пурнăҫа кĕртессишĕн ҫине тăрсах ĕҫлемелле.  Ҫĕнтерӳ кунне чаплă йĕркелесе ирттерни ĕмĕрлĕх асра юлтăр», –  тесе тепĕр хут палăртса каланă сăмаха пĕтĕмлетнĕ май регион Ертӳҫи.   

Фоторепортаж



03 мая 2018
17:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter