Ҫу уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи хăш-пĕр районĕсемпе хулисенче ҫутҫанталăк сиен кӳнĕ

Ҫу уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи хăш-пĕр районĕсемпе хулисенче ҫутҫанталăк сиен кӳнĕ: аслати кĕрленĕ,  ҫил 20-25 м/ҫек хăвăртлăхпа вĕрнĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева лăпкă тăман лару-тăру пирки оперативлă хыпарсене вăхăтра пĕлтерсе тăнă.

Чăваш Енри ГКЧС председателĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Олег Павлов республикăра Вăрмарта, Тăвайĕнче, Куславккара, Ҫĕмĕрлере, Хĕрлĕ Чутайĕнче асар-писер ҫанталăк сахал мар сиен кӳнине хыпарланă.  Шкулсен, ҫуртсен ҫивĕттисене ҫил-тăвăл илсе пăрахнине, электричество ялсенче пĕтнине каланă.  

Михаил Игнатьев  инкеке сирсе ярассипе кирлĕ пек мĕнпур службăсен вăхăтра мерăсем йышăнмаллине асăрхаттарнă. «Республикăри ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх пайĕнче тăрăшакансен пĕр-пĕринпе килĕшсе, халăха тăкак кӳнĕ пăтăрмахсене сирсе яма пĕлмелле. Кĕске вăхăт хушшинче халăха электричествăпа тивĕҫтермелле.  Ҫынсен ҫутăсăр тăрса юлмалла мар», — тенĕ регион Ертӳҫи.

«Халăхран заявкăсене пĕтĕмпех пуҫтарнă.  Чувашэнерго авари пулнă вырăнсенче ĕҫсене тирпейлесе пырать. Пĕр самантлăха та ĕҫ-пуҫ чарăнман», тесе хуравланă регион Ертӳҫин ыйтăвĕ ҫине Олег Павлов.   



31 мая 2018
08:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter