Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Атăл Асамачĕ» Раҫҫейри халăхсен фестивалĕн хăнисемпе тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии встретился с гостями фестиваля поэзии народов России «Атăл Асамачĕ»Ҫу уйăхĕн 31-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Атăл Асамачĕ» Раҫҫей халăхĕсен поэзин фестивальне хутшăнакансемпе тĕл пулнă. Кăҫал мероприятине И.Я.Яковлев ҫуралнăранпа 170 ҫул ҫитнине халалланă.

Фестиваль пирĕн регионта икĕ кун хушши пырать. Унта Чăваш Енрен, Тутарстанран, Пушкăртран, Удмуртирен, Дагестанран, Марий Элран, Комирен, Мордовинчен, Ульяновск тата Астрахань облаҫĕсенчен сумлă хăнасем килме кăмăл тунă. Культура ĕҫченĕсем пирĕн регионăн йăли-йĕркипе, халăх поэчĕсемпе, вĕсен тавра курăмлăхĕпе паллашнă. Хăнасем хăйсен шухăш-кăмăлне пĕлтернĕ регион Ертӳҫине.  Ĕҫлĕ тĕлпулăва пухăннисем пĕр-пĕрин паха опычĕсемпе паллашса пыма калаҫса килĕшнĕ, шкул программине наци поэчĕсен пултарулăхне кĕртсе, ачасене вĕрентсе пырсан питĕ ăнăҫлă пулнă пулĕччĕ тенĕ. Вулавăшсене те хайлавсене илсе ҫитерсен аван тенĕ хăнасем сăмаха малалла тăснă май.     

Ăс-хакăл тĕнчине аталантарса пырас ĕҫ приоритетлă ыйтусенчен пĕри пулса тăнине асăннă Михаил Игнатьев. Ҫитĕнекен ăрăва йăла-йĕркене вĕренсе пыни, вĕсен шухăш-кăмăлне ырă енне куҫарса пыма витĕм кӳнине те палăртнă вăл калаҫăва малалла тăснă май.  Регионсем хушшинчи ҫыхăну ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ тенĕ хăнасем. Республика Пуҫлăхĕ те ҫакна ырланă.

«Атăл Асамачĕ» фестиваль паян вĕҫленет, вăл икĕ кун пынă пирĕн тăрăхра. Наци вулавăшĕнче поэтсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарĕҫ, ăна халăх патне илсе ҫитерме тăрăшĕҫ.  Регионти пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен сăвви-кĕввисемпе савăнтарĕҫ.  



31 мая 2018
11:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter