Михаил Игнатьев ĕҫ укҫине вăхăтра тивĕҫтерес, «сăрă» схемăсемпе ĕҫлекенсене чарас ыйтусемпе ĕҫлекен ведомствăсем хушшинчи комиссийĕн ларăвне ирттернĕ

Своевременность и полнота выплаты заработной платы, снижение неформальной занятости – на постоянном контроле руководства ЧувашииҪу уйăхĕн 31-мĕшĕнче Михаил Игнатьев ĕҫ укҫине вăхăтра тивĕҫтерес, «сăрă» схемăсемпе ĕҫлекенсене чарас ыйтусемпе ĕҫлекен ведомствăсем хушшинчи  комиссийĕн ларăвне ирттернĕ.

Ларăвăн кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене сӳтсе явиччен чи малтан регион Ертӳҫи ҫутҫанталăк таврана сиен кӳртни пирки чарăнса тăнă, ăна сирсе ярассипе пурнăҫланă ĕҫсемпе паллаштарнă.  Улатăр районĕ хальлĕхе ҫутăсăр тăрса юлнă-ха, унта ĕҫ-пуҫа вĕҫне-хĕрне ҫитермен тесе хыпарланă вăл. Пурĕ регионта 69 ял тăрăхĕнче кăлтăксем пулнă.  Пурăнмалли ҫуртсен ҫивĕттисене тапратнă, хăшĕсене илсе те ывăтнă.  Социаллă сферăри объектсем те инкек тӳснĕ.  Мĕнпур службăра тимлекенсем пăтăрмахсене вăхăтра пĕтерессишĕн ҫине тăрса ĕҫленĕ, электричество проводисене сыпăнтарнă, юрăхсăра тухнă хатĕрсене пуҫтарса тирпейленĕ, урам хушшисене ҫӳп-ҫапран тасатнă тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Михаил Игнатьев.

Кун йĕркинчи чи ҫивĕч ыйту – ĕҫ укҫипе халăха вăхăтра тивĕҫтересси.  Чăваш Енри Патшалăх ĕҫлев инспекцийĕ пĕлтернĕ тăрăх, регионта 19 организацире халăха вăхăтра шалу укҫипе тивĕҫтермеҫҫĕ иккен,  1995 ҫын ĕҫ укҫине илмен, парăм пурĕ 86,984 млн ҫитнĕ.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Чăваш Енри патшалăх статистика кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă, ҫу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 9 организаци  940 ҫынна вăхăтра ĕҫ укҫипе тивĕҫтерменни паллă тенĕ.  Парăм сахалах мар, кăтарту 28,5 млн танлашать.

«Эпир Патшалăх ĕҫлев инспекцийĕн пĕтĕмлетĕвĕсем ҫине таянатпăр. Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтăва татса пама тăрăшатпăр.  Кăтартусем чакни сисĕнеҫҫĕ. Пур-пĕрех ҫакă пире лăпланса ларма ыйтмасть. Халăх ĕҫлет, вĕсем вăхăтра ĕҫ укҫине илессишĕн тимлеҫҫĕ. Енчен те шалу укҫи вăхăтра куҫса пымасан, ҫемйесенче йывăрлăх сиксе тухма пултарать-ҫке-ха», – тенĕ Михаил Игнатьев.

Кун йĕркинчи тĕп ыйтупа Чăваш Енри Патшалăх ĕҫлев инспекцийĕн ертӳҫи Алексей Метелкин тарăн доклад тунă. 

Палăртнă служба парăм пур предприятисемпе организацисен реестрне йĕркелесе пырать.  Хăшĕсем панкрута тухма пултарассине те вĕсем ҫирĕп асăрхасах тăраҫҫĕ.

Кăтарту тăрăх, ҫакă паллă: Чебоксарская типография № 1» ТМЯО парăм 16,3 млн ҫитнĕ. «Завод автокомпонентов «Элма» ТМЯО – 18,1 млн, «АЗНХ» ПАО – 13,4 млн, «Чувашский бройлер» – 10,6 млн,  «Фирма «Старко» ТМЯО – 3,9 млн танлашать.

Кăҫал инспекци ĕҫченĕсем 103 тĕрĕслев ирттернĕ, предприятисем саккунсене пăхăнса пыманнине тупса палăртнă. Кирлĕ пек ĕҫ хучĕсемсĕр халăха шалу укҫипе тивĕҫтерни куҫкĕретех тенĕ ертӳҫĕсем. Тĕслĕхрен 1743 ҫынна пĕтĕмпе 44 млн тивĕҫтернĕ, анчах саккунсен йĕркисене пачах та пăхăнман тенĕ специалистсем. Ку енĕпе пĕлтĕр те сахал мар ҫитменлĕхсем пулнă, 9909 ҫын пурĕ 294,783 млн шалу укҫине илнĕ, ĕҫлев саккунĕпе пачах та килĕшӳллĕ мар вара ҫаксем.

Кăҫал йĕркесĕрлĕхе пĕтерес тесе «Чувашавтодор» АУО 802 ҫынна ĕҫ укҫине 30 млн ытла парса саплаштарнă. «Чувашавтотранс» Чăваш Енри ГУП та ҫитменлĕхсене пăрахăҫланă, халăха ĕҫ укҫине панă.

Ҫак йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтăва уҫăмлатас тесе прокуратура тытăмĕнче ĕҫлекенсене те явăҫтарнă, саккуна пăхăнманнисене явап тыттарнă.

«Чебоксарская типография № 1» ТМЯО ыйтăвĕсене тарăн тишкереҫҫĕ, мĕншĕн тесен виҫĕ ҫул хушшинче нимĕнле улшăну та пулманни сисĕнет. Алексей Метелкин конкурс управляющийне ыйтăва татса паманнишĕн саккунпа килĕшӳллĕн явап тыттарма та йышăну тунине хыпарланă.

Чăваш Республикин прокуратуринче ĕҫлекен Управленийĕн пуҫлăхĕ Дмитрий Тимофеев хăйĕн сăмахĕнче  кăҫал ҫу уйăхĕн 16-мĕшĕнчен пуҫласа типографи пурлăхне аукциона тăратнине хыпарланă.  

Малалли пулать... 



31 мая 2018
14:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter