Чăваш Енре ҫил-тăвăл алхаснă хыҫҫăнхи пăтăрмахсене пĕтерессишĕн ятарлă службăсем ҫивĕч ĕҫленĕ

 Ҫу уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕн Михаил Игнатьевăн ĕҫ кунĕ "МРСК Волги" - "Чувашэнерго" ПАО филиалĕн ертӳҫин Дмитрий Ивановăн докладĕнчен пуҫланнă.  Ертӳҫĕ республикăра ҫутҫанталăк сиен кӳнĕ хыҫҫăн, аслати авăтса, ҫиҫĕм ҫиҫнĕ вăхăтра усал ҫил-тăвăл объектсене аркатнине тепĕр хут аса илнĕ.  Дмитрий Иванов хăйĕн сăмахĕнче ҫу уйăхĕн 30-мĕшĕнче пулнă инкексене сирсе ярассипе ĕҫ-пуҫ регионта планпа килĕшӳллĕн пĕтĕмпех йĕркеленсе пынине хыпарланă.  Красноармейски районĕнче социаллă объектсем тăкак тӳснĕ, шкул тата ФАП ҫивĕттисене ҫил-тăвăл илсе пăрахнă.  Вăрмарта тата Тăвайĕнче те лару-тăру ҫăмăлах мар, вăл муниципалитетсенче те шкулсен тăррисене аркатнă ҫил-тăвăл.  

Шупашкар районĕнче вара чарăну вырăнĕнчи объекта тепĕр майлă ҫавăрса пăрахнă. Шупашкарти Ҫĕнĕ  хула микрорайонта электричество проводисене татса пăрахнă, ҫăмăл автомашинăсене те сиен кӳнĕ тĕслĕхсем пур, вĕсен шучĕ тăваттăна ҫитнĕ. Икĕ ҫын инкеке лекнĕ, вĕсене халĕ сиплев учрежденине вырнаҫтарнă.  Вĕсем медицина пулăшăвĕсене вăхăтра илсе пыраҫҫĕ.

Пăрачкав салинче нумай хваттерлĕ ҫуртсен тăррисене сахал мар сиен кӳнĕ ҫутҫанталăк.  Инкексене сирсе ярас тĕллевпе Пăрачкав районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ ҫу уйăхĕн 30-мĕшĕнче ятарлă ĕҫ хутне ҫирĕплетнĕ, чрезвычайлă лару-тăру пирки режим йышăнса хăварнă. Ҫакăн йышши лару-тăру Вăрмар районĕнче те.

Дмитрий Иванов хăйĕн докладĕнче ҫак пăтăрмахсене пула, республикăра 17 районта электричество пралукĕсем татăлса пĕтнине хыпаланă, 3702 ҫуртра ҫутă пулманнине пĕлтернĕ.

Ҫак инкексене сирсе яма ятарлă бригадăсем ҫивĕч ĕҫленине те палăртса каланă ҫӳлерех асăннă организацийĕн ертӳҫи. Паянхи кун тĕлне, ирхине 7 сехет валли мĕнпур ĕҫсене пĕтĕмпех йĕркене кĕртнине каланă.

Михаил Игнатьев палăртнă служба ĕҫченĕсене мухтаса ырланă.  

Чăваш Республикин  Пуҫлăхĕн хушăвĕпе килĕшӳллĕн, Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин республикăри район тата хула администрацийĕсен ертӳҫисемпе видеоконференци ирттернĕ. Шăпах та, ҫак ҫӳлерех асăннă ыйтусем кун йĕркинче ҫивĕч тăнă.  Республикăра чрезвычайлă лару-тăру тесе ятарлă йышăну ҫирĕплетме сĕннĕ паянхи канашлăва пухăннисем, ĕҫ хутне Чăваш Ен Пуҫлăхне тăратма йышăннă.        

 



31 мая 2018
09:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter