«Информаци технологийĕсемпе обществăра, бизнесра тата влаҫра усă кураҫҫĕ» ятлă форум ĕҫне Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

Ҫу уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Радиопа телевиденин тата пӗтӗм ҫыхӑну отраслӗн ӗҫченӗсен кунне халалласа ирттернĕ форум ĕҫне хутшăннă.

Информаци тытăмĕнчи актуаллă ыйтусене сӳтсе явас ĕҫе Наци вулавăшне влаҫ органĕсенче тăрăшакансем, массăллă информаци тытăмĕнче вăй хуракансем тата та ытти ятарлă представительсем пухăннă.  

Форум ĕҫне хутшăннисене чи малтан Чăваш Ен Ертӳҫи Михаил Игнатьев саламланă. «Информаци технологийӗсем вӑйлӑн аталанса пыни хальхи общество пур­нӑҫне тӗпрен улӑштарчӗ. Массӑллӑ коммуникацисен хатӗ­рӗ­сем эт­е­ме ҫа­в­рӑнӑҫуллӑрах пулма пулӑшаҫҫӗ, усӑллӑ тата кирлӗ информаципе хӑвӑрт­рах паллашма май параҫҫӗ. Информатизаци ҫитӗнӗ­вӗ­сене пула паян ха­лӑха ку чухнехи пу­лӑ­шу ӗҫӗсен йышлӑ тӗсӗсемпе тивӗҫтереҫҫӗ, пу­р­нӑҫ­ӑн тӗрлӗ сферинче пысӑк пӗл­те­рӗш­­лӗ тӗл­левсем пурнӑҫланаҫҫӗ. Ҫыхӑнупа телекоммуникаци хатӗрӗсене аталан­тарни цифра экономикине йӗркелеме, территорисен социаллӑ пурнӑҫпа экономикин мала­ш­нехи ӳсӗмне тивӗҫтерме тата вӗсен инвестици илӗр­тӳ­лӗхне ӳстерме ла­й­ӑх май­сем хывать», - тенĕ вăл.

Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин РФ Федераци Пухăвне янă Ҫырура та кун пирки уйрăммăн палăртса хăварнă.  «Мĕнпур программăсене пурнăҫа кĕртме сахал мар укҫа тăкакланать. 2017-мĕш ҫулта Чăваш Республикинче ҫыхăну линисене 400 ҫухрăм тăршшĕ сарнă.   Интернет анлă, мĕнпур районсемпе хуласенче халăх туххăмрах тĕрлĕ ҫыхăнусем тытма пултарать. Республика хыпарĕсене те вăхăтра пĕлсе тăрать», - тенĕ сăмаха тăснă май Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Александр Иванов тĕплĕ доклад тунă, хуласенче анчах мар, ялсенче те  Wi-Fi вăй илсе пынине каланă.  

Палăртма кăмăллă ҫемйесенче 84 проценчĕн компьютер пур, вĕсенчен 72 проценчĕ Интернетпа усă курать. Халăх ҫыхăну мелĕсемпе курăмлăн усă курни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  

Ҫак кун Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă,  малашне те  ӗҫре ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем, пултарулӑхри тӗллевсене туллин пур­нӑҫлама, ыр­­лӑх тата ӑнӑҫу суннă.  

Фоторепортаж



04 мая 2018
17:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter