Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев "Ҫĕнĕ Шупашкар" теплица комплексĕн строительство ĕҫĕпе паллашнă

Михаил Игнатьев ознакомился с ходом строительства тепличного комплекса «Новочебоксарский»Ҫу уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев "Ҫĕнĕ Шупашкар", Шупашкар районĕнчи Тутаркасси ял тăрăхĕнче тума пуçланă теплица комплексĕн строительство ĕҫĕпе паллашнă. 22 га территоринче ҫĕкленекен ҫĕнĕ объекта «Чăваш Республикинче теплица комплексĕсене хута ярас» инвестици проекчĕпе килĕшӳллĕн хăпартаҫҫĕ. Пахча-ҫимĕҫ таварне хĕлĕ-ҫăвĕпе лартса ҫитĕнтерме кирлĕ пек мĕнпур условисем хатĕрлессишĕн тăрăшаҫҫĕ ятарлă специалистсем. «Ренова» Группа Компани тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ ҫак ĕҫе пурнăҫласси пирки 2017-мĕш ҫулта нарăс уйăхĕнче ятарлă килĕшĕве Сочире инвестици форумĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ.

Палăртнă теплица комплексне тапхăр-тапхăррăн хута яма плана кĕртсе хăварнă. Объектăн пĕрремĕш тапхăрĕ 2018-мĕш ҫулта 4 кварталта пурнăҫланĕ. Хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан пысăк технологи ӳсен-тăрансем епле ҫитĕннине асăрхаса тăма май парĕ. Хутса ăшăтма, пахча-ҫимĕҫсене шăварма хăтлă условисем пулĕҫ. Кăҫал ҫулталăк вĕҫленнĕ тĕле пĕрремĕш ҫимĕҫе туса илме плана кĕртнĕ.

Комплексăн иккĕмĕш тапхăрĕ 2019-мĕш ҫул вĕҫĕнче хута кайĕ. Енчен те мĕнпур палăртса хунă ĕҫсем туллин пурнăҫа кĕрсен, халăх валли 280 ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕ хатĕрленĕ.  

«Пирĕн республикăшăн ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ объект. Строительство ĕҫне пурнăҫлама 6,5 млрд тăкаклама палăртса хунă. Енчен те таварсене ҫителĕклĕ пуҫтарса илсен, хамăр тăрăхра халăха туллин тивĕҫтересси те куҫкĕретех. Тавар экологи енчен таса пуласси никама та иккĕлентермĕ. Раҫҫей бизнесменĕсен пуласлăхĕ пысăк», – тесе тепĕр хут асăнса хăварнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  Пĕр пухăннă пек чухне, ертӳҫĕсем строительство ĕҫĕпе тарăнрах паллашнă, йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене тапратнă, объекта графикпа килĕшӳллĕн пурнăҫа кĕртмелли ҫинчен сӳтсе явнă.  

«ФИТО»  Группа Компанийĕн ертӳҫи Ярослав Гончаров хăйĕн сăмахĕнче объектра строительство ĕҫне пурнăҫлама кирлĕ пек мĕнпур хатĕрсене 70 процента ҫити илсе килнине хыпарланă, шыв-шура хирĕҫ кĕрешессипе пурнăҫланă ĕҫсене кура, кăштах графикран юлса пыни сисĕнет тенĕ. Ҫак кунсенче плана кĕртнĕ ĕҫсене пĕтĕмпех йĕркелеме шантарнă.

Палăртса хăваратпăр, проекта пурнăҫа кĕртме патшалăх пысăк тĕрев парать.  Инвестициллĕ проект ĕҫне Раҫҫей Федерацийĕн Ял хуҫалăх министерстви 5,2 млрд тенкĕ уйăрать. «Россельхозбанк» АО кредитпа тивĕҫтерме килĕшĕве 2017-мĕш ҫулта чӳк уйăхĕн 17-мĕшĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ. Кăҫал та РФ Ял хуҫалăх министерстви пулăшăва малалла тăсать.   2018-мĕш ҫулта пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Инвестици политикин канашĕн ларăвĕнче объект валли 9,269  млн куҫарасси пирки пăхса тухнă. Территори патне илсе ҫитерекен автомашина ҫулне сарма 28,037 млн уйăрма плана кĕртнĕ. Апла пулсан, объекта пурнăҫлама пур енлĕн те пулăшу пурри куҫкĕретех.  

Фоторепортаж



04 мая 2018
08:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter