Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Радиопа телевиденин тата пӗтӗм ҫыхӑну отраслӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Радиопа телевиденин тата пӗтӗм ҫыхӑну отраслӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем!

Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

 Информаци технологийӗсем вӑйлӑн аталанса пыни хальхи общество пур­нӑҫне тӗпрен улӑштарчӗ. Массӑллӑ коммуникацисен хатӗ­рӗ­сем эт­е­ме ҫа­в­рӑнӑҫуллӑрах пулма пулӑшаҫҫӗ, усӑллӑ тата кирлӗ информаципе хӑвӑрт­рах паллашма май параҫҫӗ.

Информатизаци ҫитӗнӗ­вӗ­сене пула паян ха­лӑха ку чухнехи пу­лӑ­шу ӗҫӗсен йышлӑ тӗсӗсемпе тивӗҫтереҫҫӗ, пу­р­нӑҫ­ӑн тӗрлӗ сферинче пысӑк пӗл­те­рӗш­­лӗ тӗл­левсем пурнӑҫланаҫҫӗ.

Ҫыхӑнупа телекоммуникаци хатӗрӗсене аталан­тарни цифра экономикине йӗркелеме, территорисен социаллӑ пурнӑҫпа экономикин мала­ш­нехи ӳсӗмне тивӗҫтерме тата вӗсен инвестици илӗр­тӳ­лӗхне ӳстерме ла­й­ӑх май­сем хывать.

Тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлакан ӗҫӗршӗн, рес­­публикӑра пурӑнакансене информаципе вӑхӑтра тата ҫыхӑ­нупа пӗр кӑлтӑксӑр тивӗҫтерсе тӑ­нӑ­шӑн, экономикӑна ҫирӗплетме тата халӑх пурнӑҫне лайӑхлатма пулӑ­ша­кан малта пыракан технологисене ӗҫе кӗрт­нӗ­шӗн тав тунине йышӑн­са­мӑр.

Сире пӗтӗм чунтан ӗҫре ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем, пултарулӑхри тӗллевсене туллин пур­нӑҫлама, ыр­­лӑх тата ӑнӑҫу сунатӑп!

 

 

 Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                     Михаил Игнатьев



07 мая 2018
07:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter