Михаил Игнатьев Раҫҫей гвардийĕн авточупăвне, ҫарпа патриотизм проектне вăрҫă ветеранĕсене халалласа йышăннă мероприятине хутшăннă

Глава Чувашии принял участие в мемориальной акции «Вахта памяти. Сыны Великой Победы»Ҫу уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей гвардийĕн авточупăвне, ҫарпа патриотизм проектне вăрҫă ветеранĕсене халалласа йышăннă мероприятине хутшăннă.  Кăҫал вăл иккĕмĕш хут пĕлтĕрхипе иртет. Ăна Раҫҫей шайĕнче йĕркелесе пыраҫҫĕ.  РФ 8 федераци округĕнче ҫак мероприяти пуҫланнă.  

Авточупăва пухăннисем: тыл ĕҫченĕсем, вăрҫă ачисем, вăтам пĕлӳ паракан шкулта ăс пухакансем, Раҫҫей гвардийĕн Чăваш Енри уйрăмĕнче вăй хуракансем. Хăнасем  Мухтав Монуменчĕ умĕнче йышлăн пухăннă.   

Мероприятине ҫакăн пекех Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, Раҫҫей гвардийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн пуҫлăхĕ Алексей Ежеев, Шупашкар хула администрацийĕн ертӳҫи Алексей Ладыков килсе ҫитнĕ.

Уява пухăннисене саламланă май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫакăн йышши акци паттăрсен ĕҫне сума суннине пĕлтерет тенĕ. Пирӗн мӑн асаттемӗрсен паттӑрлӑхӗ ӗмӗрлӗхех вышкайсӑр хас­тар­лӑх тӗс­лӗхӗ, мӑнаҫланмалли пулӑм, Тӑван ҫӗршыв мухтавлӑхӗпе хӑват­лӑ­хӗн сим­волӗ пулса юлнине палăртнă Михаил Игнатьев. Ҫав хӑрушӑ вӑрҫӑри ҫӗнтерӗве пирӗн халӑх калама ҫук пысӑк йывӑр­лӑх­­­­сене парӑнтарса, миллионшар ҫынна яланлӑхах ҫухатса, таврӑнми йывӑр та хурлӑхлӑ ҫухатусем тӳс­се ҫӗнсе илнине тепĕр хут асăнса хăварнă. Ветерансен чӗрисенче ҫав ылханлӑ ҫулсем кӳрсе хӑварнӑ сурансем нихӑҫан та тӳрленеймӗҫ, вӗри куҫҫуль йӳҫекӗ тата чӑтса ирт­тернӗ асап-нуша та манӑҫаймӗ тенĕ регион Пуҫлăхĕ.

«Йывӑрлӑхсем аслӑ халӑха хуҫайман. Пирӗн ҫӗршыв ӗҫченӗсем вӑр­ҫӑ хыҫ­ҫӑнхи ҫулсенче халӑх хуҫалӑхне кӗске вӑхӑтрах ҫӗнӗрен ура ҫи­не тӑратнӑ, Раҫҫейӗн килес ӑрӑвӗсене мирлӗ пурнӑҫ тӑнӑҫлӑхне, таса тӳпе илем­­­лӗхне парнелес тесе юнлӑ ҫапӑҫусен тата ытла та хӑрушӑ аркатусен йӗр­не ҫӗр питӗнчен шӑлса тӑкнӑ. Эпир ветерансен умӗнче ӗмӗрлӗхех парӑмра. Вӗсен паттӑрлӑхӗ паян та пи­ре тӑ­рӑшса ӗҫлеме, тӑнӑҫлӑхпа ырӑлӑх тата тӗрӗслӗх идеалӗсемпе ҫу­нат­лан­са Тӑван ҫӗр­шы­ва чунтан парӑнса тӑма хавхалантарать, ҫамрӑк ӑрӑва пат­­риотла воспитани парса ӳстерме пулӑшать», - тенĕ республика Пуҫлăхĕ.

Раҫҫей гвардийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн пуҫлăхĕ Алексей Ежеев хăйĕн сăмахĕнче ветерансене саламланă май, вӗсене ытларах тимлӗх уйӑрма, май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшмаллине чĕнсе каланă. Пĕтĕм чун-чĕререн ҫирӗп сывлӑх, хастар кӑмӑл тата мӗн­пур лайӑххине суннă. Чăваш Енре пурăнакансен паттăрла ĕҫĕ нихăҫан та асран тухмĕ тенĕ вăл.

Ветерансене, пухăннă халăха Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, Атăлҫи федераци округĕн ветерансен канашĕн председателĕн пĕрремĕш ҫумĕ Леонид Кузин тата ытти официаллă ҫынсем   ăшшăн саламланă, çĕнтерӳçĕсем тĕнчери тăнăçлăха, çĕршывăмăрăн никама пăхăнманлăхне сыхласа хăварнине уйрăммăн палăртнă. Килес ăрусемшĕн ирĕклĕ пурнăç çĕнсе илнĕ çынсен паттăрлăхне нихăçан та манас çуккине, вĕсен фронтри тата тылри паттăрлăхне яланах сăваплăн аса илсе пурăннине пĕлтернĕ.

Ҫак кун Раҫҫей гвардийĕн регионти уйрăмĕнче тăрăшакансене Михаил Игнатьев патшалăх наградисене парса хавхалантарнă, ҫирӗп сывлӑх, ҫитӗнӳсем тата професси шайне ӳстерсе пыма суннă.

Фоторепортаж



07 мая 2018
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter