Ҫу уйăхĕн 7-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн инаугурацийĕ пулнă

Состоялась торжественная церемония инаугурации Президента РФҪу уйăхĕн 7-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн инаугурацийĕ пулнă. Вăл торжествăлла майпа Пысăк Кремль ҫуртĕнче уҫăлнă.  

РФ Конституцийĕпе килĕшӳллĕн, Владимир Путин официаллă майпа Президент должноҫне кĕнĕ пулăма депутатсем, сенаторсем, судьясем, регионсен пуҫлăхĕсем, тĕрлĕ политика ертӳҫисем,  обществăлла организацисенче тăрăшакансем, бизнес сферăри пуҫлăхсем, массăллă информаци хатĕрĕсенче вăй хуракансем тата та ытти официаллă ҫынсем пуҫтарăннă, йыхравланисен шутĕнче — Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев та пур. Ҫавăн пекех Раҫҫей Президенчĕн шаннă ҫыннисем: Владимир ИвановЕлена БарсуковаНиколай Казаков.

Аса илтерсе хăваратпăр, пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче кăҫал суйлавра РФ Президенчĕ Владимир Путин пултăр тесе Чăваш Енре пурăнакансенчен 77,29 проценчĕ хăйсен сассисене панă. Ку енĕпе кăтарту, Атăҫи федераци округĕнче ытти регионсем хушшинче Чăваш Республики 6-мĕш вырăна тухнă.

Паян инаугурацийĕн церемонине тӳрĕ эфирта федераци каналĕсем кăтартса пыраҫҫĕ. Вĕсем: Пĕрремĕш канал, «Россия 1» тата НТВ.     

Фоторепортаж



07 мая 2018
14:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter