Чăваш Енре Ҫĕнтерӳ кунне халалласа пурĕ 2,5 пин мероприяти плана кĕртсе хăварнă

Ҫу уйăхĕн 7–мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ  Иван Моторин кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ, паян Пысăк Кремльте Мускавра РФ Президенчĕн инаугураци пулассине хыпарланă, канашлăва пухăннисене ҫак паллă пулăм ячĕпе ăшшăн саламланă.

Паян ларура Ҫуркуннепе ĕҫ уявне регионта мухтавлăн кĕтсе илнине палăртнă. Плана кĕртнĕ мероприятисем республикăра епле иртсе кайни ҫинчен Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев тĕплĕн каласа кăтартнă.    Пурĕ 300 ытла мероприяти пулнă, вĕсенче 130 пин ҫын хутшăнса хăйсен кăмăлне тултарнă.  Регионти районсемпе хуласенче культура, спорт мероприятийĕсем курăмлă иртнĕ, халăх хăйсен кăмăлне тултарнă. Ҫынсем йышлăн пухăнакан вырăнсенче право хуралĕнче тăрăшакансем сыхă тăнă, йĕрке пăснă тĕслĕхсем пачах та пулман тесен те йăнăш мар.

«Чувашрессовпроф» республикăри профсоюз пĕрлешĕвĕн председателĕ Анатолий Коршунов мероприятисем ҫав тери ҫӳллĕ шайра иртнине асăнса хăварнă.

Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри – ҫурхи уй-хир ĕҫĕсем.  Кун пирки тĕплĕнрех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов кĕскен каласа хăварнă.  

Кăҫалхи ҫул акса хăвармалли ҫĕр лаптăкĕ республикăра 560 пин га йышăнать, пĕлтĕрхинчен ҫак кăтарту пысăк 101,1 процент.  Ҫурхи культурăна 324,3 пин га ҫинче акса хăварма плана кĕртнĕ. Кĕрхи культура 80,5 пин га ҫĕр лаптăкĕ ҫинче упранать. Чăваш Республикинчи «Россельхозцентр» ФГБУ филиалĕ пĕлтернĕ тăрăх, кĕрхисем ҫирĕп хĕл каҫнă, тăкак пачах та ҫук тенĕ.

Регионти хуҫалăхсенче вăрлăх ҫителĕклĕ хатĕрленĕ, пурĕ 52,1 пин тонна. Пахалăх тĕлĕшĕнчен ҫакă паллă пулнă –  96% кондициллĕ.  Ку енĕпе Патăрьелсем, Вăрнарсем, Ҫĕрпӳсем  лайăх ĕҫленĕ.  Хальхи вăхăтра ӳсен-тăрансене им-ҫамлассипе хуҫалăхсем тăрăшсах ĕҫлеҫҫĕ. Бензин, топлива таврашĕ ҫителĕклĕ аграри пайĕнче тимлекен предприятисенче.

«Кăҫал уй-хире ытти ҫулхисенчен каярах тухнă», тенĕ Сергей Артамонов. Кĕрхи культурăна апатлантарассипе те хуҫалăхсенче хĕрӳ ĕҫлеҫҫĕ.  Ку енĕпе вара Улатăрсем, Красноармейскийсем, Пăрачкавсем, Вăрмарсем, Ҫĕрпӳсем,  Шăмăршăсем малта.  Ҫак палăртнă муниципалитетсенче ĕҫе 70 процентран та иртсе пурнăҫланă.  Нумай ҫул ӳсекен культурăна та апатлантарассипе ял ĕҫченĕсем тăрăшаҫҫĕ. Республикăра 18 районта ҫурхисене акса 14,5 пин га ҫĕр лаптăкне тирпейленĕ. Кунне хуҫалăхсем 4,2 пин га лаптăк ҫинче тыр-пула акса хăвараҫҫĕ.  Ҫĕр улмине те вăхăтра лартма пуҫланă хуҫалăхсенче. Хальхи тапхăрта пурĕ 5 районта ҫак ĕҫпе аграри тытăмĕнче тăрăшакансем тимлеҫҫĕ. «Патшалăх пулăшăвĕсем пирки калас пулсан, хуҫалăхсем ҫăмăллăх кредичĕсем сахал мар тивĕҫнĕ. Регионта 108 хуҫалăх патшалăх тĕревне илнĕ», – тенĕ Чăваш Республикин вице-премьерĕ, Чăваш Республикинчи Раҫҫей Ял хуҫалăх банкне аграри тытăмĕнче вăй хуракансене кредитсем парса витĕм кӳнĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.

  Чăваш Республикин ял хуҫалăх министрĕ Сĕнтĕрвăррисем, Хĕрлĕ Чутайсем, Муркашсем уй-хир ĕҫне тухманнине хыпарланă.

Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Дмитриев хăйĕн докладĕнче паянхи куна регионта Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунăранпа 73 ҫул ҫитнине халалласа ҫав тери чаплă мероприятисем иртнине пĕлтернĕ.  

Ветерансене пысăк тимлĕх уйăрни куҫкĕретех. Вĕсен пурăнмалли ҫурт-йĕр условийĕсене ятарлă специалистсем тĕрĕслесех тăраҫҫĕ, медицина пулăшăвĕпе вăхăтра тивĕҫтереҫҫĕ.

Пĕлсе тăма, ҫу уйăхĕн 3-12-мĕш кунĕсенче вăрҫă ветеранĕсем обществăлла транспортпа тӳлевсĕр ҫӳреме пултараҫҫĕ.

 Асăну палăкĕсене тирпейлесе тăрас ыйту та кун йĕркинчех.  Кăҫал вĕсене юсама бюджетран 3,5 млн тăкакланă. Ҫак ĕҫе халăх та хастар хутшăнать, 2018-мĕш ҫулта ҫĕнĕ 10 палăк хăпартса лартма плана кĕртнĕ.  Ветерансене асăнмалăх парнесемпе тивĕҫтересси ĕҫ те йĕркеллĕ пурнăҫланса пырать. Кăҫал Ҫĕнтерӳ кунне халалласа пурĕ 2,5 пин мероприяти палăртнă, вĕсенче 500 пин ҫын ытла хутшăнса хăйсен кăмăлне тултарĕ.

«Регионта кашни ҫын ҫак ĕҫе хутшăнасси паллă. Республикăри район тата хуласенче митинигсем пулĕҫ.  Ертӳҫĕсем ветеранĕсемпе курса ăшшăн калаҫĕҫ. Шанатпăр, ытти ҫулхисем пекех уяв ҫӳллĕ шайра  кăҫал та пуласса", – пĕлтернĕ хăй шухăшне Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ.

Чăваш Республикин ҫар комиссарĕ Александр Мокрушин парад пирки каласа кăтартнă, ăна хатĕрленсе йĕркеленĕ ĕҫсем ҫинчен кĕскен хыпарланă.

Аса илтеретпĕр, паратăн генеральнăй репетицийĕ ҫу уйăхĕн 7-мĕшĕнче 14:00 сехетре Хĕрлĕ площадьре пулать.



07 мая 2018
14:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter