«Пирĕн тĕллев - ҫынсене ырлăх кӳрекен, хăйсен пултарулăхне туллин уҫса пама май паракан Раҫҫей туса хурасси», — палăртнă РФ Президенчĕ Владимир Путин

Владимир Путин: «Наш ориентир – это Россия для людей, страна возможностей для самореализации каждого человека»Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн  инаугурацине хутшăннă, унпа пĕрле Чăваш Енрен Владимир Путинăн шаннă ҫыннисем пулнă. Торжествăлла пулăм Мускавра Пысăк Кремльте иртнĕ.

Церемони Раҫҫей Федерацийĕн ялавне, Президентăн Штандартне, Раҫҫей Федерацийĕн Конституцине, Раҫҫей Президенчĕн ятарлă паллине йăтса тухнинчен пуҫланнă.   

Раҫҫей Федерацийĕн Конституцийĕпе килĕшӳллĕн, палăртнă пулăма РФ Федераци Канашĕн членĕсем, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем, судра ĕҫлекенсем хутшăннă. Вĕсен умĕнче Владимир Путин Раҫҫей халăхне тупа тунă.  Конституци Сучĕн Председателĕ Валерий Зорькин Владимир Путин Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн должноҫне кĕни пирки хыпарланă.

Владимир Путин хăйĕн сăмахне Раҫҫей гражданĕсене тав сăмахĕсене каланипе пуҫланă.

«Пĕтĕм чун-чĕререн Раҫҫей халăхне тав тăватăп. Пурсăмăр та пĕрле килĕшсе ĕҫленине кура тата та пысăк ҫитĕнӳсем тума пултаратпăр. Тепĕр хут сире тав сăмахĕсем калатăп.  Ҫĕршыв Президентне суйланă чухне пурсăр та пĕр сасăллă пулса, мана шанса ҫак должноҫе ларма сĕнтĕр. Эсир ҫакăн пек пысăк яваплă ĕҫе мана хисеплесе шанни хăйне евĕр пысăк чыс, шанчăк тĕревĕ пулса тăчĕ», — тенĕ вăл.

Владимир Путин ҫĕршыва аталанма витĕм кӳрекен приоритетлă тĕллевĕсене палăртса хăварнă.  «Раҫҫейĕн пĕтĕмпех хальхи пурнăҫ таппипе тӳр килсе пымалла, пĕр тикĕс лайăх аталанмалла. Кирек-епле йывăрлăха та парăнтарса ҫĕнтерме пĕлмелле. Ӳлĕмрен те пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрса пырассишĕн пурсăмăрăн та ырми-канми тăрăшмалла. Яланах малти вырăнта пулассишĕн ĕҫлемелле», — тенĕ.

РФ Президенчĕ 2018-мĕш ҫулта Раҫҫей Конституцине 25 ҫул тултарнине анлă паллă тăвăпăр тенĕ.  «…Пĕрлĕхлĕ граждансен ирĕклĕхĕнче, обществăн яваплăхĕнче, вăйлă та ҫирĕп патшалăхра  — Раҫҫей мăнаҫлăн аталанса пырассине туятăп», — палăртнă сăмаха тăсса.  

«Паянхи пурнăҫшăн чи пĕлтерĕшлисем пахалăх шайĕ ӳсни, ҫыннăн сывлăхĕ, хăрушсăрлăх хуҫаланни.  Пирĕн политикăн тĕп шăнăрĕсем ҫаксем.  Пире ҫул кăтартса пыраканĕ – халăх, кашни ҫын хăйне кирлĕ пек пурăнма условисем йĕркелеме пĕлни, хăтлă условисем пулни», —тесе уйрăммăн палăртнă Владимир Путин.

Ҫак паллă кун  Раҫҫей Президентне Президентăн полкĕ хăйĕн представленине кăтартса панă. Паян Президент полкĕ йĕркеленсе кайнăранпа шăпах та 82 ҫул ҫитнĕ имĕш.

Церемони вĕҫленнĕ хыҫҫăн, Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин ҫамрăк яш-кĕрĕмпе курса калаҫнă, вĕсен шухăш-кăмăлĕпе кăсăкланнă.  Ырă ĕҫ тăвакансен пĕрлешĕвĕсем еплерех хăйсене шанса панă ĕҫе тивĕҫтерсе пынине ыйтса пĕлнĕ.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев паянхи мероприяти чăнласах та историшĕн паллă пулăм пулса тăчĕ тенĕ. РФ Президенчĕ Владимир Путин официаллă майпа ҫак должноҫе йышăнни хăйне евĕр халăхшăн пĕлтерĕшлĕ тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  «РФ Президенчĕ обществăн гаранчĕ пулса тăрать. Ҫĕршыва аталантарса пыракан ертӳҫĕ.  Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ пулма Владимир Путина халăх шанни хăйне евĕр ҫĕнтерӳ. Вăл суйлавра та ыттисене кая хăварса мала тухни, пурсăмăра та малалла ҫитĕнӳсемпе ĕҫлеме хавхалантарать, эпир пĕрлĕхре пулнине ҫирĕплетет», — тенĕ Михаил Игнатьев.

РФ Президенчĕ палăртнă мĕнпур тĕллевсене пурнăҫлама Чăваш Республики яланах хатĕр пулнине ҫирĕппĕн каланă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев

Фоторепортаж



07 мая 2018
16:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter