Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫин ветеранĕсемпе тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев встретился с ветеранами Великой Отечественной войныҪу уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Вега» ятлă сывлăха ҫирĕплетмелли центра ҫитсе килнĕ, унта сипленекен Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫин ветеранĕсемпе тĕлпулу ирттернĕ.

Регион Пуҫлăхĕ аслă ҫулсенчи ватăсемпе курнăҫнă май, вĕсен пархатарлă ырă ĕҫне пысăка хурса хакланă, Ҫĕнтерӳ илсе килнĕ ветерансене мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Ҫĕршыва вăрҫăн тумхахлă ҫулĕсем хыҫҫăн, ура ҫине тăма пулăшнăшăн, ырми-канми вăй хунăшăн чĕререн тав тунă.

«Эпир чăннипех те сирĕнпе мăнаҫланатпăр, паянхи кун та хăвăра шеллемесĕр, ҫитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парас ĕҫе пысăк тимлĕх уйăратăр. Сирĕн паттăрла ĕҫсене кура, ҫамрăк яш-кĕрĕм хастар та пултаруллă пулма вĕренет. Вĕсен патриотизм туйăмĕ ҫĕкленсе пырать, ҫĕршыва ытларах та ытларах хисеплеме, тăван тăрăха юратма ăнтăлаҫҫĕ», — тенĕ республика Пуҫлăхĕ.

Ҫак кун палăртнă тĕлпулăва Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев хутшăннă.  

Сахал мар ăшă сăмахсем каланă ветерансене пухăннă ентешсем.  Чăваш Республикинчи ветерансен канашĕн Председателĕ Генрих Васильев  тата Чăваш наци конгресĕ ҫумĕнчи ветерансен канашĕн вице-президенчĕ, Чăваш Енри АПК ветеранĕсен канашĕн председатель ҫумĕ Петр Ивантаев та хĕрӳллĕн вăрҫă ветеранĕсене саламланă.   Пĕр пухăннă пек чухне, аслă ăру ҫыннисем хăйсен шухăш-кăмăлĕпе паллаштарнă, кăсăклантаракан ыйтусене каласа панă ертӳҫĕсене.  

«Вăрҫă пурне те инкек панă. Ачасем уйрăмах ҫак усал ĕҫе курса, хăйсен кăмăлне татнă.  Пĕчĕк ачасем ашшĕ-амăшне ҫухатнă, аслисем вăрҫă хирĕнчен тăван тавралăха каялла таврăнайман.  Пур-пĕрех  вăрҫă никама та парăнтарайман», — тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче  Васса Иванова.    

«Эпир сирĕнпе кунне-ҫĕрне пăхмасăр ĕҫленĕ. Ҫĕнтерӳ кунне ҫывхартассишĕн ырми-канми тăрăшнă. Вăрҫăра Совет халăхĕ ҫĕнтернĕ.  Эпир историне ҫĕнĕрен улăштарса ҫырма никама та ирĕк памăпăр», — тенĕ Виталий Сергеев.

Тыл ĕҫченĕ Шеринбану Сулейманова хăйĕн сăмахĕнче ҫĕршывра тăнăҫ пурнăҫ пултăр тесен, пирĕн кулленех тăрăшмалла, пĕрне-пĕри пулăшса пымалла тенĕ. «Эпир туслă пурăнатпăр. Пирĕн ҫемйере 33 ҫын. Манăн 5 ача, 5 мăнук.  Эпĕ чăваш ачисене нимĕҫ чĕлхине вĕрентнĕ», — тенĕ  вăл.  

Ҫак кун республика Пуҫлăхĕ ветерансемпе сăмахланă май, вĕсене хумхантаракан ыйтусем ҫине те хурав панă.  Паянхи пурнăҫ таппинче аслă ҫулсенчи ватăсене патшалăх пысăк тĕрев панине палăртнă. Медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтересси курăмлă пулса пынине, социаллă ыйтусене те вăхăтра татса панине пĕлтернĕ.  Юлашки ҫулсенче Чăваш Республикинче пурăнакан 61,5 пин ҫын «Ĕҫ ветеранĕ» ята тивĕҫнине хыпарланă регион Пуҫлăхĕ.

«Вега» центрта хальлĕхе 34 тыл ĕҫченĕ, вăрҫă ветеранĕсен тăлăха юлнă мăшăрĕсем вунă ҫын хăйсен сывлăхне ҫирĕплетеҫҫĕ. Палăртса хăвармалла, ҫак кану центрĕнче сывлăха ҫирĕплетме условисем ҫителĕклĕ. «Кунта эпир ватăсене канма, сывлăхне ҫирĕплетме майсем йĕркелесе паратпăр. Тĕрлĕ музей ĕҫĕсемпе паллаштаратпăр», — тенĕ центр ертӳҫи Сергей Иванов.   



07 мая 2018
08:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter