Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫӗнтерӳ кунĕ ячĕпе саламлани

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

 Сире Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗн­­­терӳ тунӑранпа 73 ҫул ҫитнӗ ят­­­па саламлатӑп!

Ҫак уявра эпир пурсӑмӑр та тӗнчене фашизмран ирӗке кӑ­ларнӑ ҫӗнтерӳҫӗсен ӑрӑвӗпе мӑнаҫланатпӑр.

Аслӑ Ҫӗнтерӗве мӗнлерех хакпа ҫӗнсе илнине эпир питӗ лайӑх пӗ­­летпӗр, ҫавӑнпа та Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнман­лӑхӗшӗн пы­нӑ паттӑрла кӗрешӳре тӑшмана парӑнтарнӑ харсӑр чунлӑ ҫынсен ҫа­пӑ­ҫури тата ӗҫри паттӑрлӑхне чыслӑн сума сӑватпӑр.

Шел пулин те, ҫӗнтерӳллӗ ҫуркуннене пирӗнпе пӗрле кӗтсе илекен ветерансен йышӗ ҫулсерен сахалланса пырать. Пирӗн паянхи тивӗҫ – вӗсен ятне ӗмӗр-ӗмӗр асӑнса пурӑнмалла тӑвасси тата совет ҫын­ни­сен паттӑрлӑхӗпе хастарлӑхӗ ҫинчен калакан чӑнлӑха тивӗҫлӗн сыхласа упрас­си.

Майӑн 9-мӗшӗнчи уяв кунӗнче эпир вӑр­ҫӑра пуҫ хунисене чысласа лартнӑ палӑксемпе мемориалсем умне чун-чӗремӗрсем хушнипе пыр­са пуҫ та­ятпӑр, Ӗмӗрлӗх вут-ҫулӑм умне чечексем хуратпӑр, Вилӗм­сӗр полк ретне тӑратпӑр.

Ҫак йӑла-йӗркене пирӗн ачасемпе мӑнуксем, мӑнуксен ачисем те малалла тытса пырасса ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп. Эпир истори страницисене улӑ­ш­­тарса ҫырма никама та ирӗк памастпӑр тата хамӑрӑн хаклӑ ветерансене – Ҫӗршывӑмӑр чысӗпе мухтавӗшӗн хӑйсене шеллемен чӑн-чӑн патриотсене – тивӗҫ пулма тӑрӑшатпӑр.

Пирӗн Тӑван ҫӗршыв ҫийӗнчи тӳпе яланах тӑнӑҫ та уяр пултӑр! 

Сире телей, ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫу тата мӗнпур лайӑххине сунатӑп!

 

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                                                                        Михаил Игнатьев



08 мая 2018
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter