Чăваш Республикинче пурăнакан 95 пин ҫын ытла «Вилĕмсĕр полк» акцине хутшăннă

Всероссийская акция «Бессмертный полк» объединила в своих рядах более 95 тысяч жителей ЧувашииЧăваш Республикинче пурăнакан 95 пин ҫын ытла «Вилĕмсĕр полк» акцине хутшăнма кăмăл тунă. Граждансем ҫак мероприятине чун хавалĕпех пуҫтарăнаҫҫĕ.  Чăваш Енĕн тĕп хулинче ҫу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Ҫĕнтерӳ кунне халалланă пулăма  30 пин ытла ҫын пухăннă.  Уявăн шествийĕ Наци вулавăшĕн территорийĕнчен пуҫланнă. Халăх Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче пуҫне хунă салтаксене асăнса, вĕсен сăн ӳкерчĕкĕсемпе «Вилĕмсĕр полк» акцире хулари Ленин проспектĕнчен пуҫласа К.Маркс, Хĕрлĕ площадь урамĕсем таранах утнă. Вĕсемпе пĕрле Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа тата ывăлĕпе Иванпа пулнă.   Раҫҫейри мĕнпур граждансене ҫак мероприяти ҫав тери кăмăла каять, вăл шутран Игнатьевсен ҫемйи те хапăл тусах хутшăнать ҫак акцине, пуриншĕн те ырă йăлана кĕчĕ вăл.

«Эпир Ҫĕнтерӳ тунă салтаксен йăхĕсем. Ҫак акцине хутшăнакан кашни ҫын хăйне мăнаҫлăн туять, мĕншĕн тесен вăрҫăра вĕсен тăванĕсем тăшмана парăнтарнă.  Ҫав тери лайăх, акцине ашшĕ-амăшĕсем хăйсен ачисемпе пĕрле тухни. Ҫак пулăмра ватти-вĕтти  савăнса пĕр чăмăра пуҫтарăнать.  Историшĕн паллă пулăм, эпир ăна нихăҫан та манаймăпăр, ĕмĕр асра тытăпăр. Паттăрсен ĕҫне ăша хывса, тĕслĕх вырăнне хурса пурăнăпăр. Эпир ҫӗршывӑмӑршӑн питех те йывӑр килнӗ ҫулсене тивӗҫлипе тӳссе ирттернӗ тата пире Ҫӗнтерӳ парнеленӗ паттӑрсене чыслатпӑр. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин хаклӑ ветеранӗсемпе тыл ӗҫченӗсене вӑрӑм ӗмӗрлӗ кун-ҫул, ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл-туйӑм, ырлӑхпа телей сунатӑпăр», - тенĕ регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

«Вилĕмсĕр полк» Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнчи акци Чăваш Республикинчи мĕнпур хуласемпе районсенче анлăн иртнĕ, халăх ҫав тери йышлăн пухăннă.  

Фоторепортаж



09 мая 2018
19:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter