«Аслă Ҫĕнтерӳ Раҫҫейри мĕнпур ăрăва иксĕлми вăй-хал парса тăракан ҫăлкуҫ пулса тăчĕ, халăха пĕрлештерекен пулăм», – палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев

Глава Чувашии Михаил Игнатьев: «Для всех поколений россиян Великая Победа стала неисчерпаемым источником силы, основой единства народа»Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунăранпа 73 ҫул ҫитнине халалласа Шупашкарта, ҫу  уйăхĕн 9-мĕшĕнче Хĕрлĕ площадьре торжествăлла митинг иртнĕ.

Мероприятине Наци телекуравĕ тата ГТРК «Чăваш Ен» тӳрĕ эфирта кăтартса пынă. Пурĕ ҫак пулăмра 9000 ытла ҫын хутшăнса хăйсен кăмăлне тултарнă.

Вăрҫă ветеранĕсене, тыл ĕҫченĕсене, парада хутшăнакансене, хăнасене чи малтан республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хĕрӳллĕн саламланă.

«Ҫак уявра эпир пурсӑмӑр та тӗнчене фашизмран ирӗке кӑ­ларнӑ ҫӗнтерӳҫӗсен ӑрӑвӗпе мӑнаҫланатпӑр. Аслӑ Ҫӗнтерӗве мӗнлерех хакпа ҫӗнсе илнине эпир питӗ лайӑх пӗ­­летпӗр, ҫавӑнпа та Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнман­лӑхӗшӗн пы­нӑ паттӑрла кӗрешӳре тӑшмана парӑнтарнӑ харсӑр чунлӑ ҫынсен ҫа­пӑ­ҫури тата ӗҫри паттӑрлӑхне чыслӑн сума сӑватпӑр. Пирӗн паянхи тивӗҫ – вӗсен ятне ӗмӗр-ӗмӗр асӑнса пурӑнмалла тӑвасси тата совет ҫын­ни­сен паттӑрлӑхӗпе хастарлӑхӗ ҫинчен калакан чӑнлӑха тивӗҫлӗн сыхласа упрас­си. Уяв кунӗнче эпир вӑр­ҫӑра пуҫ хунисене чысласа лартнӑ палӑксемпе мемориалсем умне чун-чӗремӗрсем хушнипе пыр­са пуҫ та­ятпӑр, Ӗмӗрлӗх вут-ҫулӑм умне чечексем хуратпӑр, Вилӗм­сӗр полк ретне тӑратпӑр. Ҫак йӑла-йӗркене пирӗн ачасемпе мӑнуксем, мӑнуксен ачисем те малалла тытса пырасса ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп. Эпир истори страницисене улӑ­ш­­тарса ҫырма никама та ирӗк памастпӑр тата хамӑрӑн хаклӑ ветерансене – Ҫӗршывӑмӑр чысӗпе мухтавӗшӗн хӑйсене шеллемен чӑн-чӑн патриотсене – тивӗҫ пулма тӑрӑшатпӑр. Пирӗн Тӑван ҫӗршыв ҫийӗнчи тӳпе яланах тӑнӑҫ та уяр пултӑр!», тенĕ хăйĕн саламĕнче.

 Чăваш Республикинчен вăрҫă хирне 208 пин ытла ҫын тухса кайнине асăнса хăварнă вăл сăмаха малалла тăснă май. Вĕсенчен ҫурри ытла каялла тăван тăрăха таврăнайманнине пăшăрханса пĕлтернĕ.  «Эпир паттăрсене нихăҫан та манмăпăр, ĕмĕр асра тытăпăр. Паян та вĕсем пирки чĕререн хурланнине пĕлтеретпĕр», тенĕ регион Пуҫлăхĕ.

Тыл ĕҫченĕсем сахал мар тăрăшнă.  Ҫĕнтерĕве ҫывхартассишĕн вĕсем те пысăк тӳпе хывнă.  Кĕске вăхăт хушшинче, вăрҫăн тумхахлă ҫулĕсем хыҫҫăн, хуласемпе ялсене, заводсемпе предприятисене ура ҫине тăма ырми-канми вăй хунă тесе уйрăммăн палăртса каланă регион Ертӳҫи.

Хальхи вăхăтра пирĕн регионта пурĕ 816 сусăр пурăнать, вĕсем хушшинче вăрҫă ветеранĕсем те чылайăн. Тыл ĕҫченĕсем 13 400 тăрса юлнă. «Эпир ҫав тери хĕпĕртетпĕр, вĕсемпе тĕл пулса калаҫнăшăн. Вĕсен хĕрӳллĕ аллисене тытса мăнаҫланма пултаратпăр. Тавах, пире мирлĕ пурнăҫ парнеленĕшĕн», – тесе хăй шухăшне каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

«Вилĕмсĕр полк» шествинче халăх йышлăн утнă, вĕсем хăйсен тăванĕсен сăн ӳкерчĕкĕсене сумлăн мăнаҫланса йăтса пынă.  Ҫынсем палăксем умне чĕрĕ чечек ҫыххисем хунă, паттăр салтаксене асăнса пĕр минутлăха шăплăха тытнă.

«Аслă Ҫĕнтерĕве мухтав! Мухтав Раҫҫейе!», – тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче.

«Промтрактор» АУО ветеранĕ, Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕ Иван Долгушин уява пухăннисене саламланă май, ҫак мероприяти Раҫҫейĕн тĕп пулăмĕ тесе палăртса хăварнă. «Эпĕ вăрҫă пĕтнине питĕ лайăх астăватăп, ун чухне 7 ҫулта пулнă. Шăпах та, эпĕ пуҫласа пĕрремĕш класа кайнă.  Эпир ҫĕнтернĕ, 73 ҫул мирлĕ пурнăҫпа пурăнатпăр! Ҫакă пысăк телей!», – тенĕ вăл.  Уявра ҫакăн пекех пухăннисене Станислав Путяков тата  Альфия Камалетдинова ăшшăн саламланă.  «Эпир ҫитĕнекен ăру сирĕнтен тĕслĕх илетпĕр.  Сирĕн паттăрла ĕҫсене нихăҫан та манмăпăр», – тенĕ ачасем.

Кăҫал парада пин ытла ҫынна явăҫтарнă, ҫар техникисем 55 ытла пулнă.

Торжествăлла парада Чăваш Республикин ҫар комиссарĕ Александр Мокрушин йышăннă, парада ертсе пыраканĕ ҫар комиссарĕн ҫумĕ Александр Исаев пулнă.

Уяв «Вилĕмсĕр полк» акципе вĕҫленнĕ. Кăҫал вăл улттăмĕш хут Раҫҫейре иртнĕ. Пирĕн регионти тĕп хуламăрта 30 пин ытла ҫын паттăрсен сăн ӳкерчĕкĕсемпе утнă.

Фоторепортаж



09 мая 2018
20:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter