Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Республикăн клиника больницине 70 ҫул ҫитнине халалласа ирттернĕ савăнăҫлă мероприятине хутшăннă

Республиканская клиническая больница отметила 70-летие со дня основанияҪу уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Республикăн клиника больницине 70 ҫул ҫитнине халалласа ирттернĕ савăнăҫлă мероприятине хутшăннă.  Сумлă хăнасем торжествăлла пай пуҫланиччен «РКБ 70 лет – прошлое, настоящее, будущее» ятлă курав ĕҫĕпе паллашнă.  Паллă пулăм И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Культура керменĕнче иртнĕ.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ уява пухăннисене саламланă май, медицинăра тăрăшакансене уйрăммăн палăртса тав сăмахĕсем каланă. Ушкăнра ҫынсем пĕр-пĕринпе туслă пулнине, вĕсем пурте халăх сывлăхне упраса хăварассишĕн ырми-канми тăрăшнине асăннă.  Сăмаха май, учрежденисенче пысăк технологи вăй илнине, чирлисене сыватма ансат пулса пынине те палăртса хăварнă. Условисем ҫав тери хăтлă тесе сăмаха малалла тăснă вăл.

«Чи пахи – медицина пайĕнче ĕҫлекенсем кăмăллă пулни. Вĕсем яланах ҫынсене ăшă туйăмпа кĕтсе илни чуна ҫĕклет.  Тепĕр тесен, вĕсем савăк пулни темĕнле эмелсенчен те хаклăрах, чуна та сиплени куҫкĕретех», – тесе палăртса каланă республика Пуҫлăхĕ.

Ҫак кун медицинăра ĕҫлесе тава тивĕҫлĕ канăва тухнисем те уйрăм хисепе тивĕҫнĕ.

Раҫҫей Федерацийĕн Федераци Пухăвне  ҫулсерен тухакан Ҫырура, ҫĕршыв Президенчĕ Владимир Путин 2019–2024-мĕш ҫулсенче сывлăх сыхлавĕн пайне бюджетран куҫакан пулăшу виҫи икĕ хут та ытларах пысăкланса пымаллине палăртнă.

Палăртма кăмăллă, кăҫал Чăваш Енри сывлăх сыхлавне пĕтĕмпе 19 млрд яхăн укҫа-тенкĕ пăхса хăварнă.  Малашне те регионта сиплев учрежденийĕсене модернизацилессси малалла пырать, объектсене тĕпрен юсасси, пурлăхпа техника базине ҫĕнетсе пырас ыйту та кун йĕркинчех. «Пиллĕк ҫул хушшинче сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене тĕпрен ҫĕнетме тĕллев лартнă. Ыйтăва туллин пурнăҫлăпăр», – тенĕ   регион Пуҫлăхĕ сăмаха пĕтĕмлетсе.

Торжествăлла пулăмра яланхиллех хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă.   

«Темиҫе ăру ҫак больница паянхи куна ҫакăн пек хăйĕн хисепне, тивĕҫне упраса пытăр тесе сахал мар вăй хунă. Вĕсен паха ĕҫ опычĕ чăнласах та ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулса тăчĕ ыттисемшĕн. Пирĕн мăнаҫланмалли чылай, эпир ҫитĕнекен ăрăва хамăрăн опыта пархатарлăнах парнелесе хăварма пултарайратпăр, вĕсене вĕрентме те яланах хавас», тенĕ Елена Барсукова.  

Ҫак кун мероприятине пухăннисене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов,  И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Александров, сывлăх сыхлавĕнче ĕҫлесе хисепе тивĕҫнĕ ветерансем ăшшăн саламланă, ĕҫре малашне те пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма чĕнсе каланă.

Паллă пулăм уяв концерчĕпе вĕҫленнĕ.    

Фоторепортаж



01 июня 2018
08:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter