Ĕçлĕ визитпа федерацин Туризм агентствин ертӳçин çумĕ Николай Королев пулнă, республика ертӳлĕхĕпе пĕрле канашлу ирттернĕ

Состоялось совещание по вопросу реализации инвестиционного проекта создания туристского кластера «Этническая Чувашия» Ҫу уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Туризм агенствин ертӳҫин çумĕпе Николай Королевпа тĕл пулнă.  Паллă пулăм Чăваш Республикин  Правительство ҫуртĕнче иртнĕ, ертӳҫĕсем ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ.  

Сумлă ертӳҫĕ пирĕн тăрăха килсе ҫитнĕ май, «Развитие внутреннего и въездного туризма в Российской Федерации» регионта программа епле пурнăҫланса пынипе кăсăкланнă.  Объектсен ĕҫĕпе паллашнă, хăш-пĕр актуаллă ыйтусене федераци шайĕнче пăхса тухмаллине сӳтсе явнă.

«Палăртмалла, кăҫал программа 2011-2018-мĕш ҫулсем валли йышăнни пĕтĕмпех пурнăҫланĕ. Чăваш Республикинче тĕлĕнмелле чаплă объектсем хута кайнă. Инфратытăм тĕпрен ҫĕнелнĕ. Атăлăн ҫыран хĕрри тĕпрен улшăннă, капмар объектсем куҫа илĕртеҫҫĕ.  Хăнасем те ҫак ĕҫсемпе кăмăллă.  Парк тĕлĕнмелле хитре пулса тăнă.  Темиҫе ҫул каялла тĕлли-паллисĕр йывăҫсем ҫум-курăк пек кашласа ларатчĕҫ. Халĕ пĕтĕмпех тирпейлĕ, ҫуртсем пĕр-пĕринпе килĕшсе тăраҫҫĕ, туризм чăнласах та вăй илни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Проект ĕҫне РФ шайĕнче Чăваш Ен пĕрремĕш пуҫласа ячĕ. Апла пулсан, ыттисене ырă тĕслĕх кăтартса, палăртса хунă мĕнпур ĕҫсене вĕҫне-хĕрне пĕтĕмпех ҫитермелле», тенĕ региона килсе ҫитнĕ хăна.

Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев хăйĕн сăмахĕнче кăҫал федераци программине пурнăҫласа пыма Чăваш Республикине федераци хыснинчен субсиди мелĕпе 200 млн куҫассине хыпарланă. Регион та хушса тӳлеме хатĕр 40,56 млн куҫарма пăхса хăварнă тесе пĕлтернĕ сăмаха малалла тăснă май.  

«Туризм кластерне «Чăваш Ен этносĕ» программăна пурнăҫлама 2013-мĕш ҫултан пуҫласа паянхи кунччен пурĕ тĕрлĕ ҫăлкуҫсенчен 1 млрд  300 пин ытла куҫарнă. Халăх ҫак пулăшăва сисрĕ, ырă ĕҫсем тунине курса пĕтĕм кăмăлтан тав тăваҫҫĕ. Чăваш Ен этносĕ» инвестици проекчĕн пĕрремĕш тапхăрне пурнăçа кĕртрĕмĕр. 2013 çулта ĕçе пуçăннăччĕ, Туризм агентствипе нумай ĕç турăмăр. Федераци пулăшăвĕсĕр пире йывăр килĕччĕ. Хута кайнă объектсем пĕтĕмпех хула, республика çыннисем тата пирĕн пата килекен туристсем валли. Тепĕр тапхăр 2019-2025 çулсемпе çыхăннă. Çав çулсенче пирĕн юхан шыв туризмĕн круиз центрне тумаллах. Эпир çак ĕçе пуçăнатпăр, сăмаха тытатпăр. Пĕчĕк хуласенче те туризма аталантармалла, агротуризма вăй памалла. Çак ĕçе пур усламçа та, хăйне Раççей патриочĕ тесе шутлакансене, явăçтармалла, тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Михаил Игнатьев.

«ТРИгрупп» ТМЯО проектсемпе ĕҫлекен ертӳҫĕ Марина Федорова строительство ĕҫĕсемпе тĕплĕнрех паллаштарнă, актуаллă ыйтусем тавра сăмах пуҫарнă.  Аквапарк ҫав тери чаплă пулнине, ытти объектсем те пĕтĕмпех проектсемпе килĕшӳллĕн пурнăҫа кĕрсе пынине палăртнă.

«Ясна» этноэкологи комплексĕнче хăна ҫурчĕсем ҫĕкленсе ларнине, ҫиччĕшĕнче те ĕҫсем вĕҫленсе пынине палăртнă. Хăтлă килкартисем хăнасем валли кăсăклă пулассине каланă. Халăха ҫак объектсем питĕ килĕшеҫҫĕ, 21 ҫĕршывран туристсем хапăл тусах килсе курнă.  

Доклада итленĕ май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ҫапларах каланă: «Федераци программипе пулса пыракан объектсене вăхăтра туллин пурнăҫа кĕртмелле. Енчен те инвесторсем ĕҫсене вăраха тăсса яраҫҫĕ пулсан, вĕсен явап тытма тивĕ. Патшалăх хăй енчен пысăк тĕрев парать. Укҫа-тенкĕ вăхăтра куҫать. Раҫҫей туризмĕ витĕм кӳни никамшăн та вăрттăнлăх мар, апла пулсан пурин те ҫине тăрсах ĕҫлемелле, шанăҫа ҫухатмалла мар», тенĕ.  

Регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев  Николай Королева региона килсе ҫитнĕшĕн тав тунă, республикăшăн пĕлтерĕшлĕ программăна пурнăҫа кĕртме тĕрев панишĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.

«Каламасăрах паллă, Атăл туризм пайĕшĕн ҫав тери хăватлă ресурс шутланать. Пирĕн ĕҫсене пурнăҫа кĕртме мĕн кирли пĕтĕмпех ҫителĕклĕ. Лартнă тĕллевсене пурнăҫлăпăр», тенĕ Николай Королев. «Чăваш Ен – Атăлăн чĕри» проекта хапăл тусах пурнăҫа кĕртме шутланă предпринимательсем. Плансем пысăк вĕсен.

Михаил Игнатьев канашлу ĕҫне пухăннисене тав тунă, мĕнпур проектсем пĕтĕмпех пурнăҫланасса шанса каланă.  

Фоторепортаж



01 июня 2018
07:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter