Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ачасене хӳтӗлемелли Пӗтӗм тӗнчери кун ячӗпе саламлани

Хаклӑ туссем, хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

Сире Ачасене хӳтӗлемелли Пӗтӗм тӗнчери кун ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Ачасем – ҫемьен тӗп пуянлӑхӗ! Вӗсем пирӗн пурнӑҫа уйрӑм пӗл­терӗш кӳреҫҫӗ, малашлӑха шанчӑк парнелеҫҫӗ.

Телейлӗ те ырӑ ачалӑхран лайӑхраххи урӑх нимӗн те ҫук. Ҫитӗ­некен ӑрушӑн тӑрӑшасси, ӑна пулӑшса пырасси тата хӳтӗлесси – ашшӗ-амӑшӗн кӑна мар, ҫавӑн пекех обществӑпа патшалӑхӑн тӗллевӗ те.

Ҫемье институтне ҫирӗплетесси, амӑшлӑхпа ачалӑха сыхласси, ачасен пултарулӑхӗпе уйрӑм ӑсталӑхне аталантарасси, ҫавӑн пекех ӳт-пӳ тата кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сывӑ ӑру, лайӑх пӗлӳллӗ, хастар чунлӑ, Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн тӑрӑшма ӗмӗтленекен граждансене пӑхса ҫи­тӗнтересси Чӑваш Ен социаллӑ политикин тӗп ҫул-йӗрӗсем пулса тӑраҫҫӗ.

Республикӑра ҫӗнӗ ача сачӗсемпе шкулсем ҫӗкленсе хута каяҫҫӗ, инновациллӗ пултарулӑх центрӗсем уҫӑлаҫҫӗ, физкультурӑпа тата спортпа туслашма пулӑшакан инфратытӑм ҫӗнелет, професси пӗлӗвӗпе хушма професси пӗлӗве паракан тытӑм лайӑхланать – ҫакӑ пурте ачасене тӗрлӗ енлӗн аталантарма кирлӗ паха майсем йӗркелет.

Ҫапах та, паллӑ ӗнтӗ, нимле социаллӑ институт та ҫемье, ашшӗ-амӑшӗн тӑрӑшулӑхӗпе юратӑвне, чи ҫывӑх та хаклӑ ҫынсен чун-чӗрин ӑшшине улӑштарма пултараймасть.

Хисеплӗ ашшӗ-амӑшӗ, аслашшӗ-асламӑшӗ тата кукашшӗ-кукамӑшӗ! Хӑвӑр ачӑрсемпе мӑнукӑрсемшӗн чун ӑшшине ан шеллӗр, вӗсене юратӑр тата яланах пулӑшма тӑрӑшӑр! Кашни килтех ачасен хаваслӑ сасси илемлӗн янӑратӑр!

Пӗтӗм ачана ҫирӗп сывлӑхпа пысӑк ырлӑх, пурнӑҫра ҫитӗнӳсем, тӑнӑҫлӑхпа мӗнпур лайӑххине тата килӗшӳлӗх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                 Михаил Игнатьев

 



01 июня 2018
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter